1
Ӳлӗмхи 12:11
БИБЛИ
CHB
Вӗсем ӑна Путек Юнӗпе, хӑйсем каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫӗнтерчӗҫ, мӗн виличченех вӗсем хӑйсен чунне хӗрхенмерӗҫ.
Compare
Explore Ӳлӗмхи 12:11
2
Ӳлӗмхи 12:10
Вара эпӗ тӳпере ҫапла хыттӑн калакан сасӑ илтрӗм: паян пирӗн Туррӑмӑрӑн ҫӑлас кунӗ, хӑвачӗ, Патшалӑхӗ ҫитрӗ; Ун Христосӗн ирӗкӗ килчӗ: пирӗн тӑванӑмӑрсем ҫинчен Туррӑмӑр умӗнче кунӗн-ҫӗрӗн элек паракан элекҫӗне сирпӗтрӗҫ.
Explore Ӳлӗмхи 12:10
3
Ӳлӗмхи 12:9
Ҫапла вара «шуйттан» теекен, «сатана» теекен аслӑ аҫтахана, авалхи ҫӗлене, пӗтӗм тӗнчене илӗртсе улталакана, ҫӗре сирпӗтрӗҫ, унӑн ангелӗсене те унпа пӗрле сирпӗтрӗҫ.
Explore Ӳлӗмхи 12:9
4
Ӳлӗмхи 12:12
Эй тӳпе, эй унта пурӑнакансем, савӑнӑр! Эй ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансем, сире вара хуйхӑ ҫитӗ: сирӗн патӑра шуйттан анчӗ, хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе, сирӗн патӑра вӑл хаяррӑн анчӗ, терӗ.
Explore Ӳлӗмхи 12:12
5
Ӳлӗмхи 12:7
Унтан тӳпере вӑрҫӑ пуҫланчӗ: Михаилпа унӑн ангелӗсем аҫтахана хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ, аҫтахапа унӑн ангелӗсем вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ
Explore Ӳлӗмхи 12:7
6
Ӳлӗмхи 12:17
Ҫӗлен ӗнтӗ арӑма ҫилленсе талӑрсах ҫитрӗ; вара ҫав арӑмӑн ытти ачисемпе — Турӑ ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫласа тӑракансемпе, Иисус Христос вӗрентнине уяса тӑракансемпе — ҫапӑҫма кайрӗ.
Explore Ӳлӗмхи 12:17
7
Ӳлӗмхи 12:1-2
Унтан тӳпере хӑватлӑ паллӑ — хӗвел тӑхӑннӑ арӑм — курӑнчӗ: унӑн ури айӗнче — уйӑх, пуҫӗнче — вуникӗ ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫкӑшӑль. Унӑн ҫийӗнче пурччӗ, ҫӑмӑлланнӑ чухне вӑл ыратнипе асапланса кӑшкӑрчӗ.
Explore Ӳлӗмхи 12:1-2
8
Ӳлӗмхи 12:5-6
Арӑм Ывӑл Ача ҫуратрӗ — ҫак Ача пур халӑхсене те тимӗр туяпа пӑхса тӑмалла; арӑмӑн Ачине Турӑ патне, Унӑн аслӑ пуканӗ умне, илсе кайрӗҫ. Арӑмӗ хӑй пушхире чупса кайрӗ — унта ун валли Турӑ вырӑн хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑнта ӑна пин те икҫӗр утмӑл кун тӑрантарса усрамалла пулнӑ.
Explore Ӳлӗмхи 12:5-6
9
Ӳлӗмхи 12:3-4
Тӳпере тата тепӗр паллӑ курӑнчӗ: акӑ ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ темӗн пысӑкӑш хӗрлӗ аҫтаха; пуҫӗсем ҫинче — ҫичӗ пуҫкӑшӑль; вӑл тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне хӳрипе шӑлса илсе ҫӗр ҫине пӑрахрӗ. Ҫак аҫтаха ҫӑмӑлланакан арӑм умне, ҫуратсанах унӑн Ачине ҫисе ярасшӑн, пырса тӑчӗ.
Explore Ӳлӗмхи 12:3-4
10
Ӳлӗмхи 12:14-16
Ҫӗленрен тарса пушхире, хӑй валли хатӗрленӗ вырӑна, вӗҫсе кайтӑр тесе, пӗр вӑхӑт, икӗ вӑхӑт тата ҫур вӑхӑт иртиччен ҫавӑнта тӑранса пурӑнтӑр тесе арӑма пысӑк ӑмӑрткайӑкӑн икӗ ҫунатне пачӗҫ. Арӑма шывпа юхтарса ярасшӑн ҫӗлен ун хыҫҫӑн хӑйӗн ҫӑварӗнчен ҫырма пек шыв пӗрӗхтерсе кӑларчӗ. Анчах арӑма ҫӗр пулӑшрӗ: вӑл ҫӑварне уҫрӗ те аҫтаха хӑй ҫӑварӗнчен пӗрӗхтерсе кӑларнӑ шыва ҫӑтса ячӗ.
Explore Ӳлӗмхи 12:14-16