Эпӗ ангел патне пытӑм та каларӑм ӑна: кӗнекене мана пар, терӗм. Вӑл мана каларӗ: ил те ҫисе яр ӑна — ӑшӑнта йӳҫӗ пулӗ, ҫӑварӑнта пыл пек тутлӑ пулӗ, терӗ. Эпӗ ангел аллинчен кӗнекене илтӗм те ӑна ҫисе ятӑм; вӑл ман ҫӑварта пыл пек тутлӑ пулчӗ, ҫисе ярсан ӑшӑмра йӳҫӗ пулчӗ.