Ӳлӗмхи 11
11
1Мана туя евӗрлӗ хӑмӑш патак парса ҫапла каланӑ: тӑр та Турӑ Ҫуртне те, парне вырӑнне те, унта пуҫҫапакансене те виҫсе тух; 2Турӑ Ҫурчӗн тулашӗнчи картишне ан тӗкӗн, ӑна ан виҫ: ӑна суя тӗнлӗ халӑхсене панӑ — сӑваплӑ хулана вӗсем хӗрӗх икӗ уйӑх хушши пусмӑрласа тӑрӗҫ. 3Эпӗ Хамӑн икӗ кӳнтелӗме ярӑп: вӗсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, пин те икҫӗр утмӑл кун хушши ӳлӗмхи ҫинчен каласа ҫӳрӗҫ. 4Вӗсем ӗнтӗ — ҫӗр Ҫӳлхуҫи умӗнче тӑракан икӗ ҫу йывӑҫҫипе икӗ ҫурта. 5Кам та пулин вӗсене сиен тӑвасшӑн пулсан, вӗсен ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм тухӗ те вӗсен тӑшманӗсене ҫунтарса ярӗ; кам та пулин вӗсене усал тӑвасшӑн пулсан, ҫавӑн пекех вилсе выртӗҫ. 6Хӑйсем пророкла каласа ҫӳрес кунсенче ҫӗр ҫине ҫумӑр ан ҫутӑр тесен, вӗсен тӳпене хупса лартма ирӗк пур; вӗсем шыва хӑйсен ирӗкӗнче тытаҫҫӗ — хӑҫан мӗн тӑвас теҫҫӗ, ҫавна тӑваҫҫӗ: шыва юн тума, ҫӗре тӗрлӗ чирпе пӗтерме пултараҫҫӗ. 7Хӑйсем мӗн калассине каласа пӗтерсен, тӗпсӗр шӑтӑкран тухакан тискер кайӑк вӗсемпе ҫапӑҫӗ, вӗсене, ҫӗнтерсе, вӗлерӗ. 8Ӳчӗсене аслӑ хула урамне пӑрахса хӑварӗ; урӑхла каласан, ҫав хулана Содом, Египет теҫҫӗ; пирӗн Ҫӳлхуҫамӑра ӗнтӗ ҫавӑнта пӑталанӑ. 9Халӑхсем, ӑрусем, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсем, йӑхсем виҫӗ кун ҫурӑ ҫав вилӗсене курса тӑрӗҫ, анчах вӗсене пытарма ирӗк памӗҫ. 10Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ҫакӑншӑн савӑнӗҫ, хӗпӗртӗҫ, пӗр-пӗрин патне парнесем ӑсатӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫав икӗ пророк ҫӗр ҫинче пурӑнакансене асаплантарнӑ. 11Виҫӗ кун ҫурӑ иртсен вӗсен ӑшне Турӑран чӗрӗлӗх сывлӑшӗ кӗчӗ те, вӗсем иккӗшӗ те ура ҫине тӑчӗҫ, ӗнтӗ вӗсем ҫине пӑхса тӑракансем сехӗрленсех ӳкрӗҫ. 12Икӗ пророк хӑйсене тӳперен хӑватлӑн: «улӑхӑр кунта!» тесе чӗннине илтрӗ. Вара вӗсем пӗлӗт ҫинче тӳпене ҫӗкленчӗҫ, тӑшманӗсем вӗсем ҫине пӑхса тӑчӗҫ. 13Ҫав сехетрех ҫӗр питӗ хытӑ чӗтренсе кайрӗ, хулан вуннӑмӗш пайӗ ишӗлсе анчӗ; ҫӗр чӗтреннӗ чухне ҫичӗ пин ҫын пӗтрӗ; ыттисем сехӗрленсе ӳкрӗҫ, Ҫӳлти Турра мухтавларӗҫ.
14Иккӗмӗш хуйхӑ иртрӗ, акӑ кӗҫех виҫҫӗмӗш хуйхӑ ҫитет.
15Ҫиччӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — ҫӳлте хытӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, вӗсем каларӗҫ: тӗнчери патшалӑх Ҫӳлхуҫамӑрӑн, Ун Христосӗн Патшалӑхӗ пулса тӑчӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех патша пулӗ! терӗҫ. 16Вара Турӑ умӗнче хӑйсен аслӑ пуканӗсем ҫинче ларакан ҫирӗм тӑватӑ ватӑ Турра ӳксе пуҫҫапса каларӗ: 17эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Сана тав тӑватпӑр, Эсӗ пур, яланах пулнӑ, Эсӗ килетӗн: Эсӗ Хӑвӑн аслӑ хӑватна илсе патшана лартӑн. 18Суя тӗнлӗ халӑхсем хаярланса кайрӗҫ те, Санӑн ҫиллӳ ҫитрӗ. Вилнисене сут тума, Хӑвӑн пророк чурусене, сӑваплисене, Хӑвӑн ятна хисеплекенсене асли-кӗҫӗннипех пурне те тивӗҫлипе ырӑлӑх пама, ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ, терӗҫ.
19Вара тӳпере Турӑ Ҫурчӗ курӑнса кайрӗ, Унӑн Ҫуртӗнче Ун халалӗн арчи курӑнчӗ; ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, сасӑсем илтӗнчӗҫ, аслати авӑтрӗ, ҫӗр чӗтренчӗ, пӑр питӗ вӑйлӑ ҫурӗ.
Currently Selected:
Ӳлӗмхи 11: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.