1
Марк ҫырнӑ Евангели 15:34
БИБЛИ
CHB
Тӑххӑрмӗш сехетре Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: Элои?! Элои?! ламма? савахфани?? тенӗ; ку вӑл: «эй Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать.
Compare
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 15:34
2
Марк ҫырнӑ Евангели 15:39
Иисуса хирӗҫех тӑракан ҫӗрпӳ Иисус ҫапла кӑшкӑрса янине, Унӑн сывлӑшӗ тухнине курсассӑн каланӑ: Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, тенӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 15:39
3
Марк ҫырнӑ Евангели 15:38
Ҫав вӑхӑтра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитиччен ҫурмаран ҫурӑлса аннӑ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 15:38
4
Марк ҫырнӑ Евангели 15:37
Иисус ӗнтӗ хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 15:37
5
Марк ҫырнӑ Евангели 15:33
Улттӑмӗш сехетре пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ, ҫакӑ тӑххӑрмӗш сехете ҫитиччен тӑсӑлнӑ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 15:33
6
Марк ҫырнӑ Евангели 15:15
Вара Пилат, халӑх кӑмӑлне юрас тесе, Вараввӑна тӗрмерен кӑларнӑ, Иисуса, хӗнеттерсе, хӗрес ҫумне пӑталама хушнӑ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 15:15