1
Марк ҫырнӑ Евангели 14:36
БИБЛИ
CHB
ҫапла каланӑ: эй Авва, эй Аттемӗм! Эсӗ пурне те тума пултаратӑн; ҫак куркана Манран ирттерсе ярсамччӗ; анчах Эпӗ тӑвас тени мар, Эсӗ тӑвас тени пултӑр, тенӗ.
Compare
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 14:36
2
Марк ҫырнӑ Евангели 14:38
Сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр, улталанмалла ан пултӑр: сывлӑш сыхӑ, ӳт чӑтӑмсӑр, тет.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 14:38
3
Марк ҫырнӑ Евангели 14:9
Чӑн калатӑп сире: ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчере, кирек ӑҫта вӗрентсессӗн те, пур ҫӗрте те ҫак хӗрарӑма асӑнса вӑл мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, тенӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 14:9
4
Марк ҫырнӑ Евангели 14:34
Вӗсене ҫапла калать: Манӑн чунӑм вилесле асапланать; ҫакӑнта пулӑр, ан ҫывӑрӑр, тет.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 14:34
5
Марк ҫырнӑ Евангели 14:22
Апат ҫинӗ чухне Иисус ҫӑкӑра илсе пилленӗ те ӑна вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса каланӑ: илӗр, ҫийӗр; ку — Манӑн Ӳтӗм, тенӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 14:22
6
Марк ҫырнӑ Евангели 14:23-24
Унтан куркине илсе Турра тав тунӑ та вӗсене панӑ; ҫав куркаран пурте ӗҫнӗ. Вара вӗсене каланӑ: ку — Манӑн Юнӑм, ҫӗнӗ халала ҫирӗплетекен, нумай ҫыншӑн юхакан Юнӑм.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 14:23-24
7
Марк ҫырнӑ Евангели 14:27
Ҫавӑн чухне Иисус вӗренекенӗсене калать: кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: «кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, сурӑхӗсем сапаланса кайӗҫ» тесе ҫырнӑ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 14:27
8
Марк ҫырнӑ Евангели 14:42
Тӑрӑр, каяр; акӑ Мана тытса паракан ҫывӑхарчӗ, тет.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 14:42
9
Марк ҫырнӑ Евангели 14:30
Иисус вара ӑна ҫапла калать: чӑн калатӑп сана: кӗҫӗрех, автан икӗ хут авӑтиччен, эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 14:30