Марк ҫырнӑ Евангели 15
15
1Ирхине ирех аслӑ священниксем, халӑх пуҫлӑхӗсем, кӗнекеҫӗсем тата пӗтӗм синедрион хӑвӑртрах пӗрле пухӑнса канаш тунӑ та Иисуса ҫыхса Пилат аллине илсе пырса панӑ. 2Пилат Унран ыйтнӑ: Эсӗ Иудея Патши-и? тенӗ. Вӑл ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ калатӑн, тенӗ. 3Аслӑ священниксем Ӑна нумай тӗлӗшпе айӑпланӑ. 4Пилат Унран татах ыйтнӑ: Эсӗ нимӗн те каламастӑн-и? куратӑн-и, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗ айӑплав кӑтартаҫҫӗ? тенӗ. 5Иисус ҫакна хирӗҫ те нимӗн те каламан, ҫавӑнпа Пилат питӗ тӗлӗннӗ. 6Кашни уяврах вӑл, халӑх ыйтнипе, тӗрмере ларакансенчен пӗрне ирӗке кӑларнӑ. 7Ҫавӑн чухне Варавва ятлӑ пӗр ҫын пӑлхав вӑхӑтӗнче ҫын вӗлернӗшӗн хӑйӗн каварҫисемпе пӗрле тӗрмере ларнӑ пулнӑ. 8Халӑх Пилат патне пынӑ та ӑна хӑйсемшӗн яланах тунине тутарасшӑн кӑшкӑрса ыйта пуҫланӑ. 9Вӑл вӗсене хуравласа каланӑ: сире Иудея Патшине кӑларса парам-и? тенӗ: 10вӑл ӗнтӗ аслӑ священниксем Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗ. 11Анчах та аслӑ священниксем халӑха Иисуса мар, Вараввӑна кӑларттарма хӗтӗртнӗ. 12Пилат вӗсенчен тата тепӗр хут ыйтнӑ: апла хӑвӑр Иудея Патши теекеннине эсир мӗн тума хушатӑр мана? тенӗ. 13Вӗсем каллех: пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрнӑ. 14Пилат вӗсене: мӗн усалли тунӑ-ха Вӑл? тенӗ. Лешӗсем тата хытӑрах: пӑталаттар Ӑна! тесе кӑшкӑрнӑ. 15Вара Пилат, халӑх кӑмӑлне юрас тесе, Вараввӑна тӗрмерен кӑларнӑ, Иисуса, хӗнеттерсе, хӗрес ҫумне пӑталама хушнӑ.
16Салтаксем Ӑна шалти картишне, претори теекен вырӑна, илсе кайнӑ; унта пӗтӗм ҫар ушкӑнне пухнӑ; 17Ӑна хӗрхӗлтӗм тумтир тӑхӑнтартнӑ, пуҫне йӗплӗ хулӑран пуҫкӑшӑль явса тӑхӑнтартнӑ; 18унтан Ӑна хисепленӗ пек туса: эй Иудея Патши, савӑн! тесе саламлама пуҫланӑ. 19Ӑна пуҫӗнчен туяпа ҫапнӑ, Ун ҫине сурнӑ, чӗркуҫленсе лара-лара Ӑна пуҫҫапнӑ.
20Иисусран ҫапла мӑшкӑлласа тӑрансан, Ун ҫийӗнчен хӗрхӗлтӗм тумтире хывса илнӗ те, Хӑй тумтирне тӑхӑнтартса, Ӑна пӑталама илсе кайнӑ. 21Хиртен таврӑнакан пӗр ҫынна — Киринея ҫыннине Симона, Александрпа Руф ашшӗне — Иисусӑн хӗресне йӑтса пыма хушнӑ. 22Ӑна Голгофа теекен вырӑна, — ку вӑл «Пуҫ тӳпи» тени пулать, — илсе пынӑ. 23Ӑна смирнӑпа хутӑштарнӑ эрех ӗҫме панӑ; Вӑл ӗҫмен. 24Ӑна пӑталакансем Унӑн тумтирне, кама мӗн тивӗ тесе, хӑйсем хушшинче шӑпа ярса валеҫнӗ. 25Ӑна пӑталанӑ чухне виҫҫӗмӗш сехет пулнӑ. 26Унӑн айӑпне кӑтартса «Иудея Патши» тесе ҫырни пулнӑ. 27Унпа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха пӑталанӑ: пӗрне — Унӑн сылтӑм енне, тепӗрне — сулахай енне. 28Ҫапла «усал ҫынсен шутне кӗртнӗ» тесе ҫырни вырӑна килнӗ. 29Иртсе ҫӳрекенсем пуҫне сулла-сулла Ӑна хурланӑ: э! Турӑ Ҫуртне аркатакан, ӑна виҫӗ кунра ҫӗнӗрен туса лартакан! 30Хӑвна Ху ҫӑл, хӗрес ҫинчен ан, тенӗ. 31Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем те Унран ҫавнашкалах мӑшкӑлласа пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла каланӑ: ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть! 32Христос, Израиль Патши, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр ӗнтӗ, эпир курар, вара ӗненӗпӗр Ӑна, тенӗ. Унпа пӗрле пӑталанисем те Унран мӑшкӑлласа кулнӑ.
33Улттӑмӗш сехетре пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ, ҫакӑ тӑххӑрмӗш сехете ҫитиччен тӑсӑлнӑ. 34Тӑххӑрмӗш сехетре Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: Элои?! Элои?! ламма? савахфани?? тенӗ; ку вӑл: «эй Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать. 35Унта тӑракансем хӑшӗ-пӗри ҫавна илтсессӗн: акӑ Илияна чӗнет, тенӗ. 36Пӗри тата чупса кайнӑ та, сӗрхе сӑхтарнӑ губкӑна патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме парса каланӑ: чимӗр-ха, пӑхса тӑрар, Илия Ӑна антарма килмӗ-и, тенӗ. 37Иисус ӗнтӗ хыттӑн кӑшкӑрса янӑ та, Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ. 38Ҫав вӑхӑтра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитиччен ҫурмаран ҫурӑлса аннӑ. 39Иисуса хирӗҫех тӑракан ҫӗрпӳ Иисус ҫапла кӑшкӑрса янине, Унӑн сывлӑшӗ тухнине курсассӑн каланӑ: Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, тенӗ. 40Ҫавӑнта хӗрарӑмсем те пулнӑ; вӗсем аякран пӑхса тӑнӑ; вӗсен хушшинче Мария Магдалина, кӗҫӗн Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария тата Саломия пулнӑ — 41вӗсем Иисус Галилейӑра чухне те Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ, Ӑна пулӑшнӑ; тата Унпа пӗрле Иерусалима пынӑ ытти хӗрарӑмсем те нумаййӑн пулнӑ.
42Ку вӑл эрнекун каҫхине, шӑматкуна хатӗрленмелли вӑхӑт ҫитсессӗн, пулнӑ, 43Аримафея хулин ҫынни Иосиф — иудейсен канашӗнчи хисеплӗ ҫын, хӑй те Турӑ Патшалӑхне кӗтсе тӑраканскер — Пилат патне кӗрсе Иисус Ӳтне ыйтма хӑйнӑ. 44Иисус вилнӗ ӗнтӗ тенине илтсен, Пилат тӗлӗннӗ; вара ҫӗрпӗве чӗнсе илсе ыйтнӑ унран: вилни нумай пулать-и? тенӗ. 45Ҫӗрпӳрен те ҫакна пӗлсессӗн, Иисус Ӳтне Иосифа панӑ. 46Иосиф вара шурӑ пир туянса, Ӑна хӗрес ҫинчен антарса пирпе чӗркенӗ те чул тӑва касса кӗрсе тунӑ тупӑклӑха хунӑ; тупӑклӑх анине чулпа хупласа хӑварнӑ. 47Мария Магдалинӑпа Иосия Марийӗ Ӑна ӑҫта пытарнине пӑхса тӑнӑ.
Currently Selected:
Марк ҫырнӑ Евангели 15: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.