1
Марк ҫырнӑ Евангели 16:15
БИБЛИ
CHB
Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: кайӑр та пӗтӗм тӗнче тӑрӑх пур чуна та Евангели ҫинчен вӗрентсе ҫӳрӗр.
Compare
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 16:15
2
Марк ҫырнӑ Евангели 16:17-18
Ӗненнисем ҫак хӑватсене тӑвӗҫ: Ман ятӑмпа усалсене хӑваласа кӑларӗҫ, халиччен пӗлмен чӗлхепе калаҫӗҫ; ҫӗленсене аллипе тытӗҫ; вӗлерекенни ӗҫсессӗн те, вӗсене сиен пулмӗ; чирлисем ҫине аллисене хурсан, вӗсем сывалӗҫ, тенӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 16:17-18
3
Марк ҫырнӑ Евангели 16:16
Кам ӗненсе тӗне кӗрӗ, ҫавӑ ҫӑлӑнӗ; кам ӗненмӗ, ҫавӑ айӑплӑ пулӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 16:16
4
Марк ҫырнӑ Евангели 16:20
Вӗренекенӗсем вара кайнӑ та пур ҫӗрте те вӗрентсе ҫӳренӗ; Ҫӳлхуҫамӑр вӗсене пулӑшсах тӑнӑ, хӑватсем кӑтартса вӗсен сӑмахне ҫирӗплетнӗ. Аминь.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 16:20
5
Марк ҫырнӑ Евангели 16:6
Вӑл вара вӗсене ҫапла калать: ан хӑрӑр. Эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ Назаретри Иисуса шыратӑр; Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ, кунта ҫук Вӑл. Акӑ Ӑна хунӑ вырӑн.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 16:6
6
Марк ҫырнӑ Евангели 16:4-5
Пӑхаҫҫӗ те — курах каяҫҫӗ: чула куҫарса хунӑ; чулӗ вара питӗ пысӑк пулнӑ. Тупӑклӑха кӗрсессӗн вӗсем сылтӑм енче шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ пӗр ҫамрӑк ача ларнине курнӑ та хӑраса ӳкнӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 16:4-5