Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: васка [кунтан] анмашкӑн, мӗншӗн тесессӗн санӑн халӑху, эсӗ Египетран илсе тухнӑ халӑху, пӑсӑлса кайрӗ; Эпӗ кӑтартнӑ ҫултан вӗсем часах пӑрӑнса кайрӗҫ: хӑйсем валли пӑру кӗлетки шӑратса турӗҫ, ӑна пуҫҫапрӗҫ, ӑна парне кӳчӗҫ: эй Израиль, акӑ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турру! терӗҫ, тенӗ.