асту, Эпӗ Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа лартатӑп; Эпӗ ӑна Турӑ Сывлӑшӗ патӑм, ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх патӑм, ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, [сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] япаласем тума, харшана лартмалли чулсем касма, тӗрлӗ ӗҫ валли йывӑҫ каскалама вӗрентрӗм