YouVersion Logo
Search Icon

Тухни 32

32
1Моисей ту ҫинчен вӑрахчен анманнине курсассӑн, халӑх Аарон патне пухӑннӑ та ӑна каланӑ: тӑр та пире турӑ туса пар, вӑл пирӗн умран пытӑрччӗ: хамӑра Египет ҫӗрӗнчен ертсе тухнӑ ҫакӑ ҫынна, Моисее, мӗн пулнине пӗлместпӗр, тенӗ. 2Аарон вӗсене каланӑ: хӑвӑр арӑмӑрсен, ывӑлӑрсен, хӗрӗрсен хӑлхисенчен ылтӑн алкисене кӑларса илӗр те ман патӑма илсе килӗр, тенӗ. 3Пӗтӗм халӑх хӑйӗн хӑлхисенчи ылтӑн алкасене кӑларса илнӗ те Аарон патне илсе пынӑ. 4Вӑл ҫакна вӗсен аллинчен илнӗ те шӑратса пӑру кӗлетки тунӑ, ӑна каскӑчпа якатнӑ. Вара вӗсем: эй Израиль, акӑ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турру! тенӗ. 5Ҫавна курсассӑн, Аарон унӑн умне парне вырӑнӗ лартса панӑ, унтан Аарон пӗлтернӗ: ыран Ҫӳлхуҫа уявӗ, тенӗ. 6Тепӗр кунне вӗсем ирех тӑнӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем кӳнӗ, канӑҫлӑх парнисем илсе пынӑ; вара халӑх ӗҫме-ҫиме ларнӑ, кайран тӑнӑ та выляма пуҫланӑ.
7Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: васка [кунтан] анмашкӑн, мӗншӗн тесессӗн санӑн халӑху, эсӗ Египетран илсе тухнӑ халӑху, пӑсӑлса кайрӗ; 8Эпӗ кӑтартнӑ ҫултан вӗсем часах пӑрӑнса кайрӗҫ: хӑйсем валли пӑру кӗлетки шӑратса турӗҫ, ӑна пуҫҫапрӗҫ, ӑна парне кӳчӗҫ: эй Израиль, акӑ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турру! терӗҫ, тенӗ. 9Ҫӳлхуҫа Моисее тата каланӑ: Эпӗ ку халӑха куратӑп, акӑ вӑл — чурӑс халӑх; 10эппин, Ман патӑмран кай, Манӑн ҫиллӗм вӗсем ҫине тӑвӑлса ҫиттӗр, вӗсене пӗтерем те санран йышлӑ халӑх ӗрчетем, тенӗ.
11Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ, вӑл каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Египет ҫӗрӗнчен хӑватлӑ вӑюпа, ҫирӗп аллупа илсе тухнӑ хӑвӑн халӑху ҫине ҫиллӳ тӑвӑлса ан ҫиттӗрччӗ, 12Египет ҫыннисен: вӗсене Вӑл тусем хушшинче вӗлерсе пӗтерме, вӗсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкма илсе тухнӑ, тесе каламалла ан пултӑрччӗ; Хӑвӑн ҫулӑмлӑ ҫиллӳне пӑрса ярсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна пӗтерес шухӑшна улӑштарсамччӗ; 13Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака, Израиле [Иакова] аса илсемччӗ, Эсӗ вӗсене Хӑвна асӑнса тупа туса каланӑ: сирӗн вӑрлӑхӑра йышлӑран та йышлӑ, тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тӑвӑп, Эпӗ каланӑ ҫакӑ пӗтӗм ҫӗре сирӗн вӑрлӑхӑра парӑп, [ӑна] вӗсем ӗмӗрех тытса тӑрӗҫ, тенӗ. 14Ҫӳлхуҫа вара Хӑй халӑхӗ ҫине сехмет ярӑп тесе каланине улӑштарнӑ.
15Моисей каялла ҫаврӑнса ту ҫинчен аннӑ; унӑн аллинче саккун ҫырнӑ икӗ [чул] хӑма пулнӑ, икӗ енне те ҫырнӑ пулнӑ: пӗр енне те, тепӗр енне те ҫырнӑ пулнӑ; 16чул хӑмасем Турӑ ӗҫӗ пулнӑ, чул хӑмасем ҫине ҫырнӑ ҫырусем те Турӑ ҫырӑвӗсем пулнӑ. 17Иисус шавлакан халӑх сассине илтнӗ те Моисее каланӑ: тапӑрта вӑрҫӑ шавӗ илтӗнет, тенӗ. 18Анчах [Моисей]: ҫук, ку ҫӗнтерекенсем кӑшкӑрни те мар, ӳкекеннисем ҫухӑрни те мар; эпӗ юрлакансен сассине илтетӗп, тенӗ. 19Тапӑр патне ҫывӑхарсассӑн, пӑру кӗлеткине тата ташлакансене курсассӑн, унӑн ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, вӑл, аллинчи чул хӑмасене ҫӗре вӑркӑнтарса, вӗсене ту айӗнче ҫапса ҫӗмӗрнӗ; 20унтан вӑл вӗсем тунӑ пӑрӑва илнӗ те ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, ӑна, тусан пек ӑвса, шыва сапнӑ та шывне Израиль ывӑлӗсене ӗҫме панӑ.
21Моисей Аарона каланӑ: ку халӑх сана мӗн турӗ, мӗншӗн эсӗ ӑна пысӑк ҫылӑха кӗртрӗн? тенӗ. 22Анчах Аарон [Моисее] каланӑ: манӑн хуҫамӑн ҫилли тулса ан ҫиттӗрччӗ; хӑвах пӗлетӗн — ку халӑх чарусӑр. 23Вӗсем мана: пире турӑ туса пар, вӑл пирӗн умран пытӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн пире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ ҫакӑ ҫынна, Моисее, мӗн пулнине пӗлместпӗр, терӗҫ. 24Эпӗ вӗсене: камӑн ылтӑн пур, хӑвӑр ҫинчен хывӑр, терӗм. [Вӗсем хыврӗҫ те] мана пачӗҫ; эпӗ ӑна вутта пӑрахрӑм та, ҫакӑ пӑру пулса тӑчӗ, тенӗ.
25Моисей ӗнтӗ ҫакӑ халӑх чарусӑр иккенне курнӑ, Аарон ирӗк панипе вӑл чарусӑрла хӑтланнӑ, тӑшманӗсем умӗнче намӑса юлнӑ. 26Вара Моисей тапӑр хапхи умне тӑнӑ та: хӑшӗ Ҫӳлхуҫанӑн, [кил] ман патӑма! тенӗ. Ун патне Левий ывӑлӗсем пурте пухӑнса тӑнӑ. 27Моисей вӗсене каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль Турри, ҫапла калать: кашнийӗ хӑйӗн хӗҫне вӗче ҫумне ҫакса ярӑр, тапӑр тӑрӑх пӗр хапха патӗнчен тепӗр хапха патне ҫитиччен каллӗ-маллӗ утса тухӑр, кашнийӗ хӑйӗн тӑванне, кашнийӗ хӑйӗн тусне, кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӗлерӗр, тет, тенӗ. 28Левий ывӑлӗсем Моисей каланӑ пек тунӑ: ҫав кун халӑхран виҫӗ пин ҫынна яхӑн пӗтнӗ. 29Мӗншӗн тесессӗн Моисей [вӗсене] каланӑ: паянхи кун хӑвӑр ывӑлӑр урлӑ, хӑвӑр тӑванӑр урлӑ аллӑра Ҫӳлхуҫана халаллӑр, Вӑл сире паян пиллӗх ятӑр, тенӗ.
30Тепӗр кунне Моисей халӑха каланӑ: эсир пысӑк ҫылӑх турӑр; эпӗ Ҫӳлхуҫамӑр патне улӑхам, сирӗн ҫылӑхӑра каҫарттарса пулмӗ-и, тенӗ. 31Моисей каялла Ҫӳлхуҫа патне таврӑннӑ та каланӑ: эй [Ҫӳлхуҫамӑм!] ҫак халӑх пысӑк ҫылӑх турӗ: хӑй валли ылтӑн турӑ турӗ; 32вӗсен ҫылӑхне каҫарсам, каҫармастӑн пулсассӑн — мана та Хӑвӑн кӗнекӳнтен, Хӑв ҫырса хунӑ ҫӗртен, кӑларса пӑрах, тенӗ. 33Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Ман умӑмра ҫылӑха кӗнӗ ҫынна Хамӑн кӗнекемрен кӑларса пӑрахӑп; 34эппин, кай, [аяла ан,] ҫакӑ халӑха Эпӗ хӑвна каланӑ ҫӗре ертсе кай; акӑ Манӑн Ангелӑм санӑн умӑнтан пырӗ, Хам пырас кун Эпӗ вӗсене ҫылӑхӗсемшӗн пырса пӑхӑп, тенӗ.
35Аарон туса панӑ пӑрушӑн Ҫӳлхуҫа халӑха пӗтерсе тухнӑ.

Currently Selected:

Тухни 32: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in