Тухни 32:5-6
Тухни 32:5-6 CHB
Ҫавна курсассӑн, Аарон унӑн умне парне вырӑнӗ лартса панӑ, унтан Аарон пӗлтернӗ: ыран Ҫӳлхуҫа уявӗ, тенӗ. Тепӗр кунне вӗсем ирех тӑнӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем кӳнӗ, канӑҫлӑх парнисем илсе пынӑ; вара халӑх ӗҫме-ҫиме ларнӑ, кайран тӑнӑ та выляма пуҫланӑ.





