Пултарни 1

1
1Пуҫламӑшӗнче Турӑ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ. 2Ҫӗрӗн сӑнӗ-тӗсӗ те, нимӗн те пулман, тӗпсӗр шыв тӗлӗнче тӗттӗм тӑнӑ, шыв ҫийӗн Турӑ Сывлӑшӗ варкӑшнӑ.
3Турӑ каланӑ: ҫутӑ пултӑр, тенӗ. Ҫутӑ пулса тӑнӑ. 4Турӑ ҫутӑ аваннине курнӑ та, Турӑ ҫутта тӗттӗмрен уйӑрнӑ. 5Турӑ ҫутта — кун, тӗттӗме каҫ тенӗ. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: пӗрремӗш кун.
6Турӑ каланӑ: шыв хушшинче тӗрек пултӑр, вӑл шыва шывран уйӑрса тӑтӑр, тенӗ. [Ҫапла пулса тӑнӑ.] 7Турӑ тӗрек туса карнӑ та тӗрек айӗнчи шыва тӗрек тӗлӗнчи шывран уйӑрнӑ. Ҫапла пулса тӑнӑ. 8Тӗреке Турӑ тӳпе тенӗ. [Турӑ ку аваннине курнӑ.] Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: иккӗмӗш кун.
9Турӑ каланӑ: тӳпе айӗнчи шыв пӗр ҫӗре пухӑнса тӑтӑр та, типӗ вырӑн тухтӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. [Тӳпе айӗнчи шыв хӑйӗн вырӑнне пухӑнса тӑнӑ та, типӗ вырӑн тухнӑ.] 10Типӗ вырӑна Турӑ ҫӗр тенӗ, пухӑнса тӑнӑ шывсене тинӗссем тенӗ. Турӑ ку аваннине курнӑ. 11Турӑ каланӑ: ҫӗр ешӗлӳсен, [хӑй йышши, хӑй евӗрлӗ] вӑрлӑх сапакан курӑксем, ҫӗр ҫинче хӑй йышши ҫимӗҫ туса, ӑшӗнче вӑрлӑхӗ пулакан ҫимӗҫлӗ йывӑҫсем ӳстертӗр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. 12Ҫӗр ешӗлӳсен, хӑй йышши, [хӑй евӗрлӗ] вӑрлӑх сапакан курӑксем, [ҫӗр ҫинче] хӑй йышши ҫимӗҫ туса, ӑшӗнче вӑрлӑхӗ пулакан [ҫимӗҫлӗ] йывӑҫсем ӳстерсе кӑларнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ. 13Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: виҫҫӗмӗш кун.
14Турӑ каланӑ: [ҫӗре ҫутатса тӑма тата] куна каҫран уйӑрса тӑма, хӑватсем кӑтартма тата вӑхӑта, куна, ҫулталӑка палӑртса тӑма тӳпе тӗрекӗ ҫинче ҫутӑсем пулччӑр; 15ҫӗр ҫине ҫутӑ ярса тӑмашкӑн вӗсем тӳпе тӗрекӗ ҫинчи ҫутаткӑҫсем пулччӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. 16Турӑ икӗ пысӑк ҫутӑ тунӑ: пысӑкрах ҫутине куна тытса тӑма, пӗчӗкрех ҫутине каҫа тытса тӑма тунӑ, ҫӑлтӑрсем те тунӑ; 17Турӑ вӗсене тӳпе тӗрекӗ ҫине лартнӑ: ҫӗре ҫутатса тӑма, 18кунпа каҫа тытса тӑма, ҫутта тӗттӗмрен уйӑрса тӑма лартнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ. 19Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: тӑваттӑмӗш кун.
20Турӑ каланӑ: шывра чӗрӗ чунсем кӗшӗлтетчӗр; ҫӗр ҫийӗн, тӳпе тӗрекӗ айӗн вӗҫен кайӑксем вӗҫсе ҫӳреччӗр, тенӗ. [Ҫапла пулса тӑнӑ.] 21Шывра пулса тӑнӑ мӑн пулӑсене, шывра кӗшӗлтетекен пур тӗрлӗ чӗрӗ чуна Турӑ ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ, ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе тӗрлӗ вӗҫен кайӑк пултарнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ. 22Турӑ вӗсене пилленӗ: хунӑр, йышлӑланӑр, тинӗс шывӗсене тулӑр, ҫӗр ҫинче вӗҫен кайӑксем ӗрчеччӗр, тенӗ. 23Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: пиллӗкӗмӗш кун.
24Турӑ каланӑ: ҫӗр ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе чӗрӗ чунсем кӑлартӑр, выльӑхсем, ҫӗлен-калтасем, тискер кайӑксем ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе кӑлартӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. 25Ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене Турӑ ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ, выльӑхсене те ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ, пур ҫӗлен-калтана та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ.
26Турӑ каланӑ: Хамӑр сӑнарлӑ, Хамӑр евӗрлӗ этем тӑвар, вӗсем тинӗсри пулӑсене, тӳпери вӗҫен кайӑксене, [тискер кайӑксене,] выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен мӗнпур ҫӗлен-калтана пуҫ пулса тӑччӑр, тенӗ. 27Турӑ вара Хӑй сӑнарлӑ этем пултарнӑ, ӑна Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ; вӗсене арҫыннине, хӗрарӑмне пултарнӑ. 28Турӑ вӗсене пилленӗ, Турӑ вӗсене каланӑ: хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр; тинӗсри пулӑсене, [тискер кайӑксене,] тӳпери вӗҫен кайӑксене, [пур выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре,] ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчуна пуҫ пулса тӑрӑр, тенӗ. 29Турӑ тата каланӑ: акӑ Эпӗ сире пӗтӗм ҫӗр ҫинчи мӗнпур курӑка, вӑрлӑх сапакан тӗрлӗ тӗслӗ курӑка тата йывӑҫ ҫимӗҫӗ кӳрекен, вӑрлӑх сапакан тӗрлӗ йывӑҫ патӑм, — ҫакӑ сире апат валли пулӗ; 30пӗтӗм чӗрӗ чуна — ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑка, тӳпери мӗнпур вӗҫен кайӑка, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур [ҫӗлен-калтана] — апат валли Эпӗ пӗтӗм ешӗл курӑка патӑм, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. 31Турӑ Хӑй пултарнине пурне те курнӑ та: акӑ питех те аван. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: улттӑмӗш кун.

اکنون انتخاب شده:

Пултарни 1: CHB

های‌لایت

به اشتراک گذاشتن

کپی

None

می خواهید نکات برجسته خود را در همه دستگاه های خود ذخیره کنید؟ برای ورودثبت نام کنید یا اگر ثبت نام کرده اید وارد شوید