Сирах 9
9
1Чӗрӳ ҫумӗнчи арӑмна ан кӗвӗҫ, хӑвна хирӗҫ пыма усал тӗслӗх кӑтартса ан пар ӑна. 2Арӑмна хӑвӑн чунна кӑларсах ан пар, вӑл санӑн ирӗкне хирӗҫ ан тӑтӑр. 3Асӑх хӗрарӑм патне ан пыр, епле те пулин унӑн серепине ҫакланмалла ан пултӑр. 4Хӗрарӑм юрланине нумайччен итлесе ан тӑр, юррипе килентерӳҫӗн сана илӗртсе ан ятӑр. 5Хӗрупраҫ ҫине ытараймасӑр пӑхса ан тӑр, унӑн илемӗ астарса янипе кайран хаса тӳсмелле ан пултӑр. 6Чунна аскӑн хӗрарӑмсем хыҫҫӑн ан яр, хӑвӑн еткерлӗхне салатса пӗтермелле ан пултӑр. 7Хула урамӗпе пынӑ чухне унӑн-кунӑн ан пӑхкала, улах вырӑнсенче ҫӗтсе ан ҫӳре. 8Хитре хӗрарӑм сӑнӗпе куҫ илейми ан килен, ҫын илемне ан куҫла. 9Хӗрарӑм илемне пула нумайӑшӗ ҫултан аташса кайнӑ: илемрен, ҫулӑм хыпнӑ пек, юрату хыпса илет. 10Ҫын арӑмӗпе пӗрле кӑшт та ан лар, ӗҫкӗ-ҫикӗре унпа тӑрса юлса эрех ан ӗҫ, 11кӑмӑлу ун еннелле ан сулӑнтӑр, ҫавна пула чуну пӗтмелле ан пултӑр.
12Авалхи тусна ан пӑрах, ҫӗнӗ тус унпа танлашаймӗ: 13ҫӗнӗ тус вӑл — ҫӗнӗ эрех пек: авалхи эрехе киленерех ӗҫетӗн. 14Ҫылӑхлӑ ҫын чапне ан хапсӑн: эсӗ унӑн вӗҫӗ мӗнле пулассине пӗлместӗн. 15Йӗркесӗр ҫынсем ырланине ан ырла, асту: вӗсем тамӑка кӗрсе ӳкиччен те тӳрленес ҫук. 16Камӑн ҫынна вӗлерме ирӗк пур, ҫав ҫынран аяккарах пӑрӑн, вара вилӗм сехрипе сехӗрленмӗн; 17ун пек ҫынпа ҫывӑхланас пулсассӑн вара — асӑрхан: пурӑнас кунҫулна ан таттӑр, 18пӗлсех тӑр: эсӗ серепесем хушшипе пыратӑн, шӗвреке тӑрӑллӑ хӳме ҫинче ҫӳретӗн. 19Ҫывӑх ҫыннусене вӑю ҫитнӗ таран пӗлме тӑрӑш, ӑсчахсемпе канаш тыт. 20Шухӑшлассине ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсемпе шухӑшла, калаҫасси Ҫӳлти Турӑ саккунӗ ҫинчен пултӑр. 21Каҫхи вӑхӑта тӳрӗ ҫынсемпе пӗрле ирттер, санӑн мухтаву Ҫӳлхуҫаран хӑрани пултӑр. 22Тунӑ япалана ӑсти аллине кура мухтаҫҫӗ, халӑх пуҫлӑхне ӑслӑ сӑмахне пула ӑсчах тесе хисеплеҫҫӗ. 23Чӑрсӑр чӗлхеллӗ ҫынран хулара хӑраҫҫӗ, чарусӑр чӗлхеллӗ ҫынна кураймаҫҫӗ.
Currently Selected:
Сирах 9: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.