Bible App logo
Search Icon

Сирах 8

8
1Вӑйлӑ ҫынпа ан хирӗҫ — хӑҫан та пулсан ун аллине кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр. 2Пуян ҫынпа ан тавӑҫ — вӑл, сана ҫӗнтерсе, ҫиеле ан тухайтӑр: 3ылтӑн нумайӑшне пӗтернӗ, ылтӑн патша кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ. 4Хаяр чӗлхеллӗ ҫынпа ан тавлаш, унӑн вут-ҫулӑмне кӑвайт хурсах ан тӑр. 5Айван ҫынпа ан шӳтле — мӑн аслаҫусен ячӗ чысран тухмалла ан пултӑр. 6Ҫылӑхран тасалма пуҫланӑ ҫынна ан намӑслантар, асту: пирӗн пуринӗн те айӑп пур. 7Ватӑ ҫынран ан пӑрӑн, хамӑр та ватӑлатпӑр. 8Ҫын вилнишӗн, вӑл сана темле курайман пулсассӑн та, ан хӗпӗрте, асту: эпир пурсӑмӑр та вилетпӗр. 9Ӑсчахсен сӑмах-юмахне хӑлхуна чик, вӗсен ытарӑшӗ ҫинчен тӗплӗн шухӑшла: 10вӗсенчен ӑса вӗренӗн, аслӑ ҫынсем умӗнче тӑма вӗренӗн. 11Ватӑ ҫын сӑмахне ан манӑҫла: вӗсем те ашшӗсенчен вӗренсе юлнӑ, 12эсӗ те вӗсенчен ӑслӑ-тӑнлӑ пулма вӗренӗн, кирлӗ вӑхӑтра мӗн хуравламаллине ӑнкарӑн. 13Ҫылӑхлӑ ҫын вут-кӑварне ан амалантар, унӑн ҫулӑмӗпе хӑвӑн ҫунса каймалла ан пултӑр, 14харкашакан ҫынпа ан ҫыхлан, хӑйне кӑтартмалли сӑлтав тупса ан пар ӑна. 15Хӑвӑнтан вӑйлӑ ҫынна кивҫен ан пар, патӑн пулсассӑн, мӗн панине ҫухалнӑ вырӑннех хур. 16Ҫынна вӑю ҫитнинчен ытлашши ан шантар; пӗр шантарсассӑн — парӑма татас ҫын пекех тӑрӑш. 17Тӳрепе ан сутлаш, мӗншӗн тесессӗн ӑна хисепне кура сут тӑвӗҫ. 18Пуҫтах ҫынпа ҫула ан тух, хӑвна йывӑр ан килтӗр: вӑл хӑй ирӗккӗн хӑтланӗ, эсӗ унӑн ӑссӑрлӑхне пула пуҫна ҫухатӑн. 19Кӑра ҫилӗллӗ ҫынпа ан вӑрҫӑн, унпа пӗрле пушхир урлӑ ан кай: уншӑн юн — нимӗн те мар, вӑл сана улах ҫӗрте пӗтерсе пӑрахӗ. 20Айванпала ан канашла: вӑл сӑмаха тӗплӗ тытаймасть. 21Вӑрттӑн тумалли ӗҫе ют ҫын умӗнче ан ту: вӑл мӗн тӑвассине пӗлместӗн эсӗ. 22Кашни ҫыннах чӗрӳне уҫса ан пар, вӑл сана усалпа ан тавӑртӑр.

Currently Selected:

Сирах 8: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in