Сирах 14
14
1Кам чӗлхи-ҫӑварӗпе ҫылӑха кӗмен, кам ҫылӑхне пула хурлӑх тӳсмен, ҫавӑ телейлӗ. 2Кам чун-чӗри канӑҫ паманнипе асапланман, кам хӑйӗн шанчӑкне ҫухатман, ҫавӑ телейлӗ. 3Хытӑ ҫынна пуянлӑх ырӑ кӳмест. Ыттисене ырӑ сунман ҫыннӑн пурлӑхпала мӗн тумалла? 4Кам хӑй чунӗнчен татса илсе мул пухать — вӑл ыттисемшӗн пухать, унӑн ырӑлӑхӗпе ыттисем киленеҫҫӗ. 5Хӑйшӗн хӑй усал пулсассӑн, вӑл камшӑн ырӑ пулӗ? Вӑл пурлӑхӗнчен те савӑнӑҫ кураймӗ. 6Хӑйне хӑй ырӑ сунман ҫынран пархатарсӑр ҫын ҫук, ҫакна вӑл усал кӑмӑлӗшӗн тивӗҫлӗ. 7Вӑл, ырӑ тусассӑн та, ӑнсӑртран анчах тӑвать, кайран усаллӑхӗ каллех ҫиеле тухать. 8Кӗвӗҫсе пӑхакан, куҫне аяккалла тартакан, чуна хисепе хуман ҫын — усал кӑмӑллӑ. 9Выҫӑ куҫ пӗр-пӗр пайпа тӑранмасть, усал ҫыннӑн усаллӑхӗ чуна ҫиет. 10Кӗвӗҫ куҫ ҫиес ҫӑкӑрӗ ҫине те кӗвӗҫсе пӑхать, ӗҫми-ҫими тӗлӗшӗнчен те хӑрӑнса пурӑнать. 11Ывӑлӑм! вӑю ҫитнӗ таран хӑвна ху ырӑ ту, Ҫӳлхуҫана кӳрес парнене тивӗҫлӗн парса тӑр. 12Асту, вилӗм вӑл кӗтсе тӑмасть, эсӗ тамӑк канашне пӗлместӗн: 13ху виличчен юлташна ырӑ ту, вӑю ҫитнӗ таран пулӑшса-парса тӑр ӑна. 14Ырӑ курас кунна сая ан яр, ырӑ ӗмӗтӳсен пӗр чӗптӗмӗ те харама ан кайтӑр. 15Мӗн пухнӑ пурлӑхна ҫынна хӑвармӑн-и? эсӗ тӑрӑшса тунине шӑпа ярса уйӑрмӗҫ-и? 16Панӑ чухне те, илнӗ чухне те чунна савӑнтар: 17тамӑкра савӑнӑҫ тупаймастӑн. 18Кирек мӗнле ӳт те тумтир пекех кивелет, мӗн ӗмӗртенпех ҫакӑн пек йӗрке: «вилӗмпе вилӗн». 19Ҫӑра ҫулҫӑллӑ йывӑҫӑн ешерекен ҫулҫисем пӗрисем ӳкеҫҫӗ, тепӗрисем сарӑлаҫҫӗ; ӳтпе юнран пулнӑ йӑх та ҫавӑн пек — пӗри вилет, тепӗри ҫуралать. 20Кирек мӗнле япала та, ҫӗрмеллискер, ҫухалать, япалине тӑваканни те унпа пӗрлех пӗтет.
21Кам ӑслӑлӑхшӑн ҫунать, ӑна тӗпчет-тишкерет, ӑсӗ-тӑнӗпе унпа калаҫать, 22пӗтӗм чун-чӗрипе унӑн ҫулӗсем ҫинчен шухӑшлать, унӑн вӑрттӑнлӑхне те ӑнланакан пулать, ҫав ҫын — телейлӗ. 23Ӑслӑлӑха кайӑка йӗрленӗ пек йӗрлесе ҫӳре, ӑна хӑйӗн ҫулӗ ҫинче сыхласа тӑр. 24Унӑн чӳречи ҫумне йӑпшӑнаканӗ телейлӗ: вӑл ӑна алӑк хушӑкӗнчен те итлӗ. 25Ӑслӑлӑх ҫурчӗ таврашӗнче пурӑнаканӗ телейлӗ: вӑл унӑн ҫурчӗ ҫумне пӑта ҫапать, юнашарах хӑйӗн чатӑрне карса лартать те ҫавӑнта ырӑ курса пурӑнать. 26Ачи-пӑчине те вӑл ӑслӑлӑх хӳттине вырӑнаҫтарӗ, вӑл унӑн тураттисен айӗнче пурӑнӗ. 27Шӑрӑхра унӑн хӳттине пытанӗ, унӑн мухтавлӑхӗн ҫутинче пурӑнӗ.
Currently Selected:
Сирах 14: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.