Сирах 13
13
1Тикӗте сӗртӗнекенӗ вараланать, мӑнкӑмӑллӑ ҫынпа явӑҫаканӗ те ҫавӑн пекех пулать. 2Вӑюнтан ытлашши йывӑр ан йӑт, хӑвӑнтан вӑйлӑраххипе, хӑвӑнтан пуянраххипе ан явӑҫ. 3Чӳлмекпе хуранӑн мӗн пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли пур? Пӗри тепӗринпе ҫапӑнать те — чӳлмекӗ ҫӗмӗрӗлет. 4Пуянӗ хур тӑвать — хӑех юнаса ҫӳрет; чухӑнӗ хур курать — хӑех каҫару ыйтать. 5Кирлӗ чухне вӑл санпа усӑ курать: эсӗ чухӑна тухас пулсассӑн, сана пӑрахать. 6Пурӑнӑҫу тулӑх чухне вӑл санпа пӗрле пурӑнать, пурлӑхна пӗтерет — саншӑн кулянмасть те. 7Эсӗ ӑна кирлӗ пултӑн — вӑл сана йӑпӑлтатать, кулкаласа ҫеҫ тӑрать, пулӑшма шантарать, ӑшшӑн калаҫать: «мӗн те пулин кирлӗ мар-и?» тесе ҫеҫ тӑрать. 8Икӗ-виҫӗ хутчен ҫаратса иличчен вӑл сана сӑйласа, чыс туса вӑтантарса пӗтерет, юлашкинчен санранах тӑраниччен мӑшкӑлласа кулать. 9Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл сана курсассӑн аяккалла пӑрӑнать, сан енне пуҫӗпе сӗлтсе кӑтартать. 10Асту, улталанмалла ан пултӑр, 11айванла хӑтланса мӑшкӑл курмалла ан пултӑр. 12Вӑйлӑ ҫын хӑй патне чӗнет пулсассӑн, пӑрӑнса юл, ӗнтӗ вӑл сана тата тимлӗрех йыхӑравлӗ. 13Ҫын ҫумне ан ҫыпҫӑн, сана тӗртсе ан яччӑр, ытла аякра та ан тӑр, сана манса ан кайччӑр. 14Хӑвӑнпа пӗр шая лартса ан калаҫ унпа, нумай сӑмахне ытлашшиех ан ӗнен: вӑрах калаҫтарса вӑл сана сӑнать, шӳтленҫи пулса ӑшӑнти шухӑшна пӗлме тӑрӑшать. 15Чӗлхине чарайман ҫын хӑйне хӑй хӗрхенмест, мӑшкӑлпа пусмӑртан хӑтӑлса юлаймасть. 16Асӑрхануллӑ, тимлӗ пул: такӑнасси-ӳкесси санӑн хӑвӑнпа пӗрлех ҫӳрет. 17Ҫакӑн ҫинчен тӗлӗкӳнте илтсессӗн, текех ан ҫывӑр. 18Кунҫулу тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана юратса пурӑн, хӑвна ҫӑлӑнӑҫ патӑр тесе Ӑна тархасла.
19Кирек мӗнле чӗрчун та харпӑр хӑй йышшине юратать, этем те ҫавнашкал — хӑй евӗрлине савать. 20Кирек мӗнле чӗрчун та хӑй йышшипе пӗрлешет, этем те хӑй евӗрлипе мӑшӑрланать. 21Кашкӑрпа путекӗн мӗнле туслӑх пулайтӑр? Ҫылӑхлӑ ҫынпа таса ҫын та — ҫавӑн пекех. 22Гиенӑпа йыттӑн мӗнле ҫураҫу пулайтӑр? Пуянпала чухӑн хушшинче те мӗнле ҫураҫу пулайтӑр? 23Арӑслан апачӗ — пушхир ашакӗ, пуянӑн тупӑшӗ — чухӑн ҫын. 24Мӑнаҫлӑ ҫын йӑвашлӑхран йӗрӗнет, ҫавӑн пекех пуян та чухӑн ҫынран йӗрӗнет. 25Пуян сулӑнса кайсассӑн, ӑна тус-йышӗ пырса тытать, чухӑн кайса ӳксессӗн, ӑна тусӗсем те тӗртсе яраҫҫӗ. 26Пуян инкеке лексессӗн, ӑна пулӑшакан нумай; ӑссӑрла каласа хурать — ӑна пӗрех тӳрре кӑлараҫҫӗ. 27Чухӑн инкеке лексессӗн, ӑна хӑйнех ятлаҫҫӗ; ӑслӑ каласа хурать — ӑна итлекен те ҫук. 28Пуян сӑмах хускатсассӑн, пурте шӑпӑрт пулаҫҫӗ, унӑн сӑмах-юмахне пӗлӗте ҫити ҫӗклеҫҫӗ; 29чухӑн сӑмах хускатсассӑн: «мӗнле ҫын ку?» тееҫҫӗ, кӑшт такӑнсассӑн, ӑна ӳкмеллех тӗртсе яраҫҫӗ.
30Ҫылӑхсӑр пухнӑ пуянлӑх — ырӑ, йӗркесӗр ҫыншӑн чухӑнлӑх — усал. 31Кӑмӑл этем сӑн-сӑпатне е лайӑх, е начар тума пултарать. 32Телейлӗ чухне ырӑ кӑмӑл савӑнӑҫлӑ пит-куҫра курӑнать, ытарӑш ӑслӑласси вара тӗплӗн шухӑшланинчен килет.
Currently Selected:
Сирах 13: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.