Рим ҫыннисене 8
8
1Ҫапла ӗнтӗ, халӗ ӳтшӗн пурӑнассине пӑрахса Иисус Христоспа пӗрлешсе Сывлӑшпа пурӑнакансенӗн нимӗн айӑпӗ те ҫук. 2Христос Иисуспа пӗрлешсе Сывлӑшпа пурӑнмалли саккун ҫылӑхпа вилӗм саккунӗнчен хӑтарчӗ мана. 3-4Ӳте пула вӑйсӑрланнӑ саккун тума пултарайманнине Турӑ тунӑ: ҫылӑха ҫӗнтермешкӗн Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне ҫылӑхлӑ ӳт евӗрлӗ ӳт парса пирӗн пата янӑ, ҫапла ҫылӑх вӑйне пӗтерсе пире — ӳтшӗн мар, Сывлӑшпа пурӑнакансене — саккун тӗрӗс хушнине пурӑнӑҫламашкӑн май туса панӑ. 5Ӳтпе пурӑнакансем — ӳтӗнни ҫинчен, Сывлӑшпа пурӑнакансем Сывлӑшӑнни ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. 6Ӳт шухӑшӗ вилӗм кӳрет, Сывлӑш шухӑшӗ чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх парать, 7мӗншӗн тесессӗн ӳт шухӑшӗ-ӗмӗчӗ — Турра хирӗҫ: вӑл Турӑ саккунне пӑхӑнмасть, пӑхӑнма та пултараймасть. 8Ҫавӑнпа ӳтшӗн пурӑнакансем Турра юрама пултараймаҫҫӗ. 9Сирӗн ӑшӑрта Турӑ Сывлӑшӗ тӑрать пулсассӑн, эсир ӳтшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнатӑр. Камра Христос Сывлӑшӗ ҫук, вӑл Унӑн мар. 10Христос сирӗн ӑшӑрта пулсассӑн, ӳтӗр ҫылӑха пула вилӗмлӗ пулин те, Турӑ сире тӳрре кӑларнипе сирӗн сывлӑшӑр чӗрӗ. 11Иисуса вилӗмрен Чӗртсе Тӑратаканӑн Сывлӑшӗ сирӗн ӑшӑрта пурӑнать пулсассӑн, Христоса вилӗмрен Чӗртсе Тӑратаканӗ хӑвӑр ӑшӑрта пурӑнакан Сывлӑшӗпе сирӗн вилӗмлӗ ӳтӗре те чӗртӗ.
12Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмӑрсем, ӳте пӑхӑнса пурӑнмашкӑн эпир ӳте парӑмлӑ мар: 13эсир ӳте пӑхӑнса пурӑнатӑр пулсассӑн, вилӗмрен хӑтӑлаймӑр; ӳт ӗҫӗсене Сывлӑшпа пӗтеретӗр пулсассӑн, чӗрӗ пулатӑр: 14Турӑ Сывлӑшӗ кӑтартнипе ҫӳрекенсем пурте — Турӑ ывӑлӗсем, 15мӗншӗн тесессӗн эсир чуралӑх сывлӑшне йышӑнмарӑр, вӑл сире каллех хӑратса тӑнӑ пулӗччӗ, эсир ывӑллӑха кӗртекен Сывлӑш илтӗр, ҫав Сывлӑш урлӑ эпир Турра: «эй Авва, Аттемӗр!» тесе чӗнетпӗр. 16Ҫав Сывлӑшах пирӗн сывлӑша эпир Турӑ ачисем иккенне пӗлтерсе тӑрать. 17Ачисем пулсассӑн, пая кӗрессисем, Турӑран пай илессисем пулатпӑр, Христоспа пӗрле мухтава тухас тесе Унпа пӗрле асапланатпӑр пулсассӑн, Унпа пӗрле пая кӗрессисем те пулатпӑр.
18Ман шухӑшӑмпа, халӗ пӗр вӑхӑт асапланни хамӑра пулас мухтавпа танлаштарсассӑн нимӗн те мар. 19Турӑ мӗн пултарнийӗ пурте Турӑ ывӑлӗсем мухтава тухасса шанса тӑрать. 20Турӑ мӗн пултарнийӗ хӑй ирӗкӗпе мар, хӑйне Пӑхӑнтараканӗн ирӗкӗпе ҫӗрсе пӗтмелле пулнӑ, анчах вӑл ӗмӗтленсе-шанса тӑнӑ: 21мӗн пултарнийӗ пурте пӗтессинчен хӑтӑлӗ те Турӑ ачисен ирӗклӗхӗпе мухтавне пая кӗрӗ. 22Турӑ пултарнийӗ пурте халичченех йынӑшнине, асапланнине эпир пӗлетпӗр; 23эпир хамӑр та, Таса Сывлӑш ырӑлӑхӗн пуҫламӑшне илнӗ пулин те, хамӑра ывӑллӑха илессе, вилӗмрен хӑтӑласса кӗтсе ӑшӑмӑрта хуйхӑрса тӑратпӑр. 24Эпир ӗмӗтленнипе ҫӑлӑннӑ. Хамӑр ӗмӗтленни пурӑнӑҫланнӑ пулсассӑн, хӑй ӗмӗтленнине курса тӑраканӑн мӗн ӗмӗтленмелли пур? 25Хамӑр курманнине ӗмӗтленнӗ чухне вара эпир ӑна тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑратпӑр.
26Таса Сывлӑш та пире хал ҫитмен чухне тӗрек парса тӑрать; эпир мӗн ыйтса епле кӗлтумаллине те пӗлместпӗр. Таса Сывлӑш Хӑй пирӗншӗн калама ҫук тӑрӑшса хута кӗрсе тӑрать. 27Чӗрерине пӗлекенӗ Сывлӑш шухӑшне пӗлет, мӗншӗн тесессӗн Сывлӑш сӑваплӑ ҫынсене Турӑ ирӗкӗпе хунтӑлать. 28Тата эпир Турра юратакансемшӗн, Турӑ ирӗкӗпе суйласа илнисемшӗн пурте ырра ҫаврӑнса тухнине пӗлетпӗр; 29Турӑ, Хӑйӗн Ывӑлӗ йышлӑ тӑван хушшинче аслийӗ пултӑр тесе, кама малтанах пӗлнӗ, ҫавсене Ывӑлӗ евӗрлӗ пулма малтанах суйласа хунӑ. 30Хӑй малтанах суйласа хунисене чӗнсе илнӗ; чӗнсе илнисене тӳрре кӑларнӑ; тӳрре кӑларнисене мухтавлӑ тунӑ. 31Ҫакна хирӗҫ мӗн каламалла ӗнтӗ? Турӑ пирӗн майлӑ пулсассӑн, кам пире хирӗҫ тӑрайӗ? 32Хӑй Ывӑлне те хӗрхенмесӗр Ӑна пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та панӑ Турӑ епле-ха Ун урлӑ пурне те памӗ пире? 33Турӑ суйласа илнисене кам айӑплӗ? вӗсене Турӑ тӳрре кӑларать. 34Айӑплаканни кам? Иисус Христос вилнӗ те, чӗрӗлсе те тӑнӑ: Вӑл — Туррӑн сылтӑм енче, Вӑл пирӗншӗн хута кӗрсе тӑрать. 35Пире кам Турра юратма пӑрахтарайӗ? хуйхӑ-и е йывӑрлӑх-и, хӗсӗрлени-и, выҫлӑх-и е ҫуклӑх-и, хӑрушлӑх-и е хӗҫ-и? Ҫырура ҫапла каланӑ: 36«пире кунсерен Саншӑн вӗлереҫҫӗ, пире пусас сурӑх вырӑнне хураҫҫӗ» тенӗ. 37Эпир ҫакна пурне те хамӑра Юратаканӑн хӑвачӗпе ҫӗнтерсе тӑратпӑр. 38Эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп: вилӗм те, пурӑнӑҫ та, ангелсем те, тӳпери пуҫлӑхсем те, хӑватсем те, хальхи те, малашнехи те, 39ҫӳлти те, тӗпӗнчи те — мӗн пултарнинчен нихӑшӗ те — пире Турӑ юратӑвӗнчен, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ кӑтартнӑ юратуран, уйӑраяс ҫук.
Currently Selected:
Рим ҫыннисене 8: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.