YouVersion Logo
Search Icon

Рим ҫыннисене 7

7
1Эй тӑванӑмсем (ӗнтӗ саккуна пӗлекенсене калатӑп), эсир пӗлместӗр-и-мӗн? этем саккуна хӑй чӗрӗ чухне анчах пӑхӑнса тӑрать. 2Качча кайнӑ арӑма упӑшкапа пурӑнасси ҫинчен калакан саккун чӗрӗ упӑшка ҫумне ҫыхать; упӑшки вилсен арӑм ҫав саккунран хӑтӑлать. 3Ҫавӑнпа упӑшки чӗрӗ чухне урӑх ҫынна качча кайсан, ӑна аскӑн арӑм теҫҫӗ; упӑшки вилсен вӑл саккунран хӑтӑлать, вара урӑх арҫынна качча кайсан та аскӑн арӑм пулмасть.
4Эй тӑванӑмсем, эсир те ҫапла Турра усӑ кӳмешкӗн, Теприне — вилӗмрен Чӗрӗлсе Тӑнине — пӑхӑнса тӑмашкӑн саккун тӗлӗшӗнчен Христос Ӳчӗпе пӗрле вилнӗ; 5эпир ӳтшӗн пурӑннӑ чухне пирӗн ӑшӑмӑрта саккун хӗтӗртсе тӑракан ҫылӑхла шухӑш-туйӑмсем вӑй илнӗччӗ, вӗсем пире вӗлерекен ӗҫсем тутаратчӗҫ; 6халӗ вара эпир хамӑра ҫыхса тӑракан ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилсе саккунран хӑтӑлнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Турра ӗлӗкхи саккун тӑрӑх мар, ҫӗнӗлле, Сывлӑш кӑтартнӑ пек, ӗҫлесе пурӑнӑпӑр.
7Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? Саккун ҫылӑха кӗртет-и? Паллах, апла мар. Эпӗ ҫылӑха урӑхла мар, саккун урлӑ анчах пӗлтӗм. Саккун «ан хапсӑн» темен пулсассӑн, эпӗ хапсӑнни мӗн иккенне те пӗлмен пулӑттӑм. 8Ҫылӑх, ҫав ӳкӗтпе усӑ курсах, ман ӑшӑмра тӗрлӗ хапсӑнчӑклӑ ӗмӗт-шухӑш вӑратрӗ; саккун ҫук чухне ҫылӑх сисӗнмест. 9Эпӗ ӗлӗк саккунсӑр пурӑннӑ; саккун килчӗ те, ҫылӑх чӗрӗлчӗ, 10эпӗ вилтӗм; ҫапла вара чӗрӗлӗхшӗн панӑ саккун мана вилӗме пулчӗ: 11ҫылӑх, саккун сӑмахӗпе усӑ курса, мана илӗртсе улталарӗ те саккун сӑмахӗпех вӗлерчӗ. 12Саккун сӑваплӑ, ӳкӗт те сӑваплӑ, тӗрӗс, ырӑ. 13Эппин, ырриех мана вилмелле турӗ-ши? Паллах, апла мар; ӑна ҫылӑх турӗ, ҫапла майпа вӑл хӑй мӗнлине кӑтартса пачӗ: мана вӗлермешкӗн вӑл ыррипе усӑ курчӗ, вара ӳкӗт урлӑ вӑл ҫылӑхран та ҫылӑхли курӑнчӗ. 14Саккун — сывлӑшран, эпӗ — ӳтӗн, мана ҫылӑх чуралӑхне сутнӑ, эпир ӑна пӗлетпӗр. 15Эпӗ хам мӗн тунине хам та пӗлместӗп: тӑвас тенине мар, хам курайманнине тӑватӑп. 16Тӑвас килменнине тӑватӑп пулсан, эппин, эпӗ саккуна ырӑ тесе шутлатӑп, 17апла ҫав ӗҫе эпӗ тумастӑп, ӑна манӑн ӑшӑмра пурӑнакан ҫылӑх тӑвать. 18Манра, манӑн ӳтӗмре, ырри пурӑнманнине пӗлетӗп: манӑн ырӑ тӑвас килсессӗн те, ӑна тумашкӑн хамра вӑй тупаймастӑп. 19Тӑвас килнӗ ырра тӑваймастӑп, тӑвас килмен усала тӑватӑп. 20Тӑвас килменнине тӑватӑп пулсассӑн, ӑна эпӗ тумастӑп ӗнтӗ, манӑн ӑшӑмра пурӑнакан ҫылӑх тӑвать. 21Эпӗ ӗнтӗ ҫавӑн пек йӗрке пур тетӗп: ырӑ тӑвас тенӗ чухне манӑн усал пулса тӑрать. 22Эпӗ ӑсӑм-тӑнӑмпа Турӑ саккунӗшӗн савӑнса тӑратӑп, 23ӳтӗмре вара урӑх йӗрке пур: вӑл манӑн ӑсӑм-тӑнӑм йӗркине хирӗҫ пырать, мана ҫылӑх йӗркине парӑнтарать. 24Мӗскӗн этем эпӗ! ҫак вӗлерекен ӳтрен кам хӑтарӗ-ши мана? 25Туррӑма Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ тав тӑватӑп. Ҫапла ӗнтӗ ӑсӑмпа эпӗ Турӑ саккунне пӑхӑнса тӑратӑп, эпех ӳтӗмпе ҫылӑх саккунне пӑхӑнса тӑратӑп.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in