Рим ҫыннисене 5
5
1Эпир ӗнтӗ, ӗненнипе тӳрре тухса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа килӗшнӗ; 2ӗненнипе эпир Ун урлӑ тивлет илме пултартӑмӑр, ӗнтӗ Турӑ мухтавне курас ӗмӗтпе савӑнса тӑратпӑр. 3Уншӑн анчах савӑнмастпӑр, хӗн-хур курнишӗн те савӑнатпӑр, пӗлетпӗр эпир: хӗн-хур курни тӳсӗмлӗ тӑвать, 4тӳсӗмлӗхрен ҫирӗплӗх ҫуралать, ҫирӗплӗх шанӑҫ кӳрет, 5шанӑҫ намӑса хӑвармасть, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пире панӑ Таса Сывлӑш урлӑ пирӗн чӗрене Хӑйӗн юратӑвне янӑ. 6Эпир халсӑр чухне, вӑхӑт ҫитсессӗн, Христос пирӗншӗн, ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн, вилнӗ. 7Тӳрӗ ҫыншӑн кам та пулин вилӗ-ши вара? хӑйне ырӑ тӑваканшӑн, тен, кам та пулин вилӗ те. 8Турӑ пире юратни Христос пирӗншӗн хамӑр ҫылӑхлӑ чухне вилнинчен паллӑ. 9Халӗ вара, хамӑр Христос Юнӗпе тӳрре тухнӑ хыҫҫӑн, Ун урлӑ Турӑ ҫиллинчен тата ҫӑмӑлтарах хӑтӑлӑпӑр. 10Эпир тӑшман пулнӑ чухнех Турӑпа ӗнтӗ Унӑн Ывӑлӗн вилӗмӗ урлӑ килӗшнӗ пулсан, халӗ, килӗшнӗ хыҫҫӑн, Унӑн Ывӑлӗн чӗрӗлӗхӗпе тата ҫӑмӑлтарах ҫӑлӑнӑпӑр. 11Ҫитменнине тата эпир, халӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа килӗшсе, Унпа мухтанатпӑр та.
12Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ. 13Ҫылӑх тӗнчере саккунччен маларах та пулнӑ, анчах саккун ҫук чухне ҫылӑх шута кӗмест. 14Ҫавах та ҫынсем, Адам тунӑ ҫылӑха туман пулсан та, Адамран пуҫласа Моисее ҫитичченех вилӗм аллинче тӑнӑ; Адам вӑл Килессийӗн сӑнарӗ пулнӑ. 15Анчах тивлет ҫылӑх пек мар. Пӗрин ҫылӑхӗ пурне те вилмелле тунӑ пулсассӑн, Турӑ тивлечӗ — пӗр Ҫын урлӑ, Иисус Христос урлӑ, нумайӑшне панӑ ырӑлӑх — калама ҫук пысӑк. 16Пӗр ҫын тунӑ ҫылӑх хыҫҫӑн мӗн пулнине ниепле те Турӑ тивлечӗ мӗн панипе танлаштарма ҫук: ун чухне пӗр усал ӗҫшӗнех сут туса хытӑ айӑпланӑ, халӗ вара Турӑ тивлечӗ чылай усал ӗҫшӗн те тӳрре кӑларать. 17Пӗр ҫын ҫылӑхӗшӗн ҫав пӗр ҫын урлӑ пурне те вилӗм ҫитмелле пулнӑ пулсан, тулӑх тивлет тата тӳрре кӑларакан ырӑлӑх илекенсем вара Пӗри урлӑ, Иисус Христос урлӑ, Ҫӳлти Патшалӑхри пурӑнӑҫа курма пултарӗҫ. 18Ӗнтӗ ҫапла пулса тухать: пӗрин ҫылӑхӗ пур ҫынна та айӑпа кӗртнӗ, Пӗрин тӳрӗлӗхӗ пур ҫынна та тӳрре кӑларса ӗмӗр пурӑнмалла тӑвать. 19Пӗр ҫын итлеменнипе нумайӑшӗ ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ, Пӗри итленипе вара нумайӑшӗ тӳрре тухать. 20Саккун кайран килнӗ, вара йӗркесӗр ӗҫ йышлӑланнӑ. Ҫылӑх йышлӑланнӑ ҫӗре Турӑ тивлечӗ тулӑххӑн киле пуҫланӑ: 21ӗлӗк этеме ҫылӑх ҫӗнтерсе тӑрса ӑна вилмелле тунӑ пулсассӑн, халӗ ӗнтӗ этеме Турӑ тивлечӗ тӳрре кӑларса Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать.
Currently Selected:
Рим ҫыннисене 5: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.