YouVersion Logo
Search Icon

Рим ҫыннисене 4

4
1Авраам аттемӗр ҫинчен мӗн калӑпӑр — вӑл хӑй тӗллӗн мӗн тупнӑ? 2Авраам хӑйӗн ӗҫӗсемпе тӳрре тухнӑ пулсан, унӑн мухтанмалли пулатчӗ — анчах та Турӑ умӗнче мар. 3Ҫырура мӗн каланӑ? «Авраам Турра ӗненнӗ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ» тенӗ. 4Ӗҫлекене тӳлени ырӑлӑх туни пулмасть, тивӗҫлипе пани пулать. 5Эхер те ҫын хӑй ӗҫне шанмасӑр ҫылӑхлӑ ҫынна тӳрре кӑларакан Турра шанать пулсассӑн, вӑл ҫапла ӗненнине Турӑ унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хурать. 6Ҫавӑн пекех Давид та ӗҫне тумасӑрах Турӑ тӳрре кӑларнӑ ҫынна телейлӗ тет: 7«йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарттарнӑ, ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫлаттарнӑ ҫын телейлӗ; 8ҫылӑхне Ҫӳлхуҫа шута кӗртмен ҫын телейлӗ» тет. 9Телейлӗ тесе ӳтне каснисене каланӑ-и е ӳтне касманнисене те-и? Эпир: «ӗненни Авраама тӳрре кӑларнӑ» тетпӗр. 10Хӑҫан пулнӑ ку? ӳтне кассан-и е касиччен-и? Кассан мар, касиччен. 11Ӳтне касни вара ӳтне касичченех ӗненнипе тӳрре тухнине кӑтартакан паллӑ пулнӑ; ҫапла Авраам ӳтне касман пур ӗненекенӗн те ашшӗ пулса тӑнӑ; кусен ӗнтӗ ӳтне кастармасӑрах, ӗненнипе ҫеҫ, тӳрре тухмалла пулнӑ; 12Авраам аттемӗр — ӳтне каснисенӗн ашшӗ те, анчах пуриншӗн те мар, Авраам хӑй ӳтне кастариччен ӗненнӗ пек ӗненсе, ҫав ҫулпа пыракансемшӗн ҫеҫ. 13Авраампа унӑн йӑхне саккуна пӑхӑнса тӑнӑшӑн мар, тӗрӗс ӗненнӗшӗн «тӗнче сирӗн пулӗ» тесе сӑмах панӑ. 14Пама пулнине илессисем саккунпа пурӑнакансем ҫеҫ пулсассӑн, ӗненни харам пулӗччӗ, сӑмах пани те ниме тӑман пулӗччӗ; 15саккун ҫилӗ кӳрет, саккун пулмасан саккуна хирӗҫ туни те пулмасть. 16Ҫавӑнпа ӗнтӗ пама пулнине илесси ӗненнинчен килет, ӑна Турӑ тивлечӗ парать, апла пулсан вӑл — Авраамӑн пур тӑхӑмӗ валли те; вӑл саккуна пӑхӑнса тӑракансене ҫеҫ мар, Авраам пек ӗненекенсене те пулмалла: Авраам — пурсӑмӑрӑн та ашшӗ-ҫке. 17Ҫырура ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ турӑм» тенӗ; апла Авраам хӑй ӗненнӗ Турӑ умӗнче — вилнисене чӗртекен, ҫуккине пур тӑвакан Турӑ умӗнче — пирӗн атте пулать. 18Вӑл шанма-ӗмӗтленме май ҫук чухне те пӗрех шаннӑ, ӗненнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне: «санӑн йӑху питех те йышлӑ пулӗ» тенипе нумай халӑхӑн ашшӗ пулса тӑнӑ. 19Ӗнтӗ хӑйӗн, ҫӗр ҫулалла ҫитнӗскерӗн, ӳчӗ йӑшнине, Саррӑн та варӗ типнине пӑхмасӑр вӑл пӗрех ӗненнӗ, 20Турӑ панӑ сӑмаха ӗненмесӗр иккӗленсе тӑман, Турра мухтаса, ҫирӗп ӗненсе пурӑннӑ, 21Турӑ хӑватлӑ, пама пулнине парӗ тесе шанса тӑнӑ. 22Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫапла ӗненнине Турӑ унӑн тӳрӗлӗхӗ вырӑнне хунӑ. 23Ҫак сӑмахсене пӗр ун ҫинчен ҫеҫ мар, 24пирӗн ҫинчен те ҫырнӑ: эпир те, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турра ӗненекенсем, тӳрре тухӑпӑр; 25Иисус Христоса пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн тытса панӑ, Вӑл пире тӳрре кӑларасшӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in