Рим ҫыннисене 14
14
1Тӗрексӗр ӗненекен ҫынна вӑл мӗнле шухӑшлани ҫинчен пӗр тавлашмасӑр хапӑл тӑвӑр. 2Калӑпӑр, хӑшӗ пурне те ҫиме юрать тесе шутлать, хавшак ҫын пахчаҫимӗҫ ҫеҫ ҫиет. 3Ҫиекенни ҫименнине ан хурлатӑр; ҫименни те ҫиекеннине ан айӑплатӑр — Турӑ ӑна та хапӑл тунӑ. 4Эсӗ, ют чурана айӑплаканскер, кам вара? Вӑл хӑй хуҫи умӗнче тӑрать те, ӳкет те. Ӳксен те тӑрӗ: ӑна тӑратмалӑх Турӑ хӑватлӑ. 5Хӑшӗ пӗр куна тепӗр кунран маларах хурать, хӑшӗшӗн — пур кун та пӗр. Ӗнтӗ кирек кам та хӑй шутланӑ пек тутӑр. 6Уйрӑм куна хисеплекен ӑна Ҫӳлхуҫашӑн хисеплет; уйрӑм куна хисеплеменни ӑна Ҫӳлхуҫашӑн хисеплемест. Ҫиекенӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫиет, мӗншӗн тесессӗн Турра тав тӑвать; ҫименни те Ҫӳлхуҫа ҫинчен шухӑшласа ҫимест — вӑл та Турра тав тӑвать. 7Эпир никам та хамӑршӑн пурӑнмастпӑр, вилессе те никам та хӑйӗншӗн вилмест; 8пурӑнсан та Ҫӳлхуҫашӑн пурӑнатпӑр, вилсен те Ҫӳлхуҫашӑн вилетпӗр; ҫавӑнпа ӗнтӗ пурӑнсан та, вилсен те эпир ялан — Ҫӳлхуҫанӑн. 9Христос вилнисене те, чӗррисене те Хӑй аллинче тытса тӑмашкӑн вилнӗ, ҫавӑнпа чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑншӑн чӗрӗ тӑрать. 10Эсӗ хӑвӑн тӑванна мӗншӗн айӑплатӑн? Е эсӗ тата хӑвӑн тӑванна мӗншӗн хурлатӑн? Пурсӑмӑр та Христос умне сута тӑрӑпӑр. 11Ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Турӑ калать: Эпӗ чӗрӗ, Ман умӑмра пур йӑх та чӗркуҫленӗ, пур халӑх та Турра мухтавлӗ, тет» тенӗ. 12Ҫапла ӗнтӗ эпир Турӑ умӗнче пурсӑмӑр та хамӑршӑн хамӑр явап тытӑпӑр.
13Малашне ӗнтӗ пӗрне-пӗри айӑплар мар; апла тӑвиччен тӑвана епле те пулин такӑнма е улталанма май парас марччӗ тесе шухӑшлӑр. 14Иисус Ҫӳлхуҫамӑрпа пӗрле пулнӑран эпӗ пӗлетӗп, иккӗленместӗп те: хӑй тӗллӗн хӑй таса мар япала нимӗн те ҫук; мӗне те пулин таса мар тесе шутлаканшӑн ҫеҫ таса мар япала пур. 15Эсӗ мӗн ҫини тӑванна пӑшӑрхантарать пулсассӑн, апла эсӗ ӑна юратмастӑн. Хӑвӑн апату пирки ӑна ан ҫухат: уншӑн Христос вилнӗ. 16Хӑвӑршӑн мӗн ыррине ҫын хурламалла ан пултӑр. 17Турӑ Патшалӑхӗ — ӗҫме-ҫиме мар; вӑл — Таса Сывлӑш парса тӑракан тӳрӗлӗх, канӑҫлӑх, савӑнӑҫ. 18Кам Христоса ҫапла ӗҫлесе тӑрать, вӑл Турра юрӑхлӑ, хӑйне ҫын ырӑланине те тивӗҫлӗ. 19Ҫавӑнпа ӗнтӗ килӗшӳ кӳрекеннине, пӗр-пӗрне усӑ тума пулӑшаканнине шырар. 20Апат пирки Турӑ ӗҫне ан пӑс. Пурте таса, анчах ҫын хӑйӗн апачӗпе тепӗр ҫынна ҫылӑха кӗртни начар. 21Тӑванна такӑнтараканнине е илӗртсе ҫылӑха кӗртекеннине, е ӑна тӗрексӗрлентерекеннине нимӗн те ан ту; аш ҫимесессӗн, эрех ӗҫмесессӗн аван пулӗ. 22Ҫакӑн ҫинчен хӑв мӗн шухӑшланине хӑвӑн ӑшӑнта тыт, ун ҫинчен Турӑ ҫеҫ пӗлтӗр. Хӑй мӗн суйласа илнишӗн хӑйне айӑпламан ҫын телейлӗ. 23Иккӗленсе ҫиекен айӑплӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл ӗненӳ тӑрӑх тумасть: ӗненсе туманни пурте — ҫылӑх. 24-25Ӗнтӗ Турра мухтар: Вӑл сире эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар урлӑ — Иисус Христос ҫинчен пӗлтерекен Хыпар урлӑ — тата сире ӗмӗр-ӗмӗртенпех пытарӑнса тӑнӑ вӑрттӑнлӑха пророксем урлӑ уҫса парса ӗненме тӗреклӗлентерет; халӗ ӑна, ӗмӗрхи Турӑ хушнипе, пур халӑхсене те — вӗсем пурте ӗненсе Турра пӑхӑнччӑр тесе — пӗлтернӗ. 26Чӑн ӑслӑ пӗртен-пӗр Турра Иисус Христос урлӑ ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.
Currently Selected:
Рим ҫыннисене 14: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.