YouVersion Logo
Search Icon

Рим ҫыннисене 13

13
1Пур чун та аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнса пурӑнтӑр: Турӑ лартман пуҫлӑх ҫук; пуҫлӑх пулса тӑракансене Турӑ лартнӑ. 2Ҫавӑнпа ӗнтӗ пуҫлӑха хирӗҫ пыраканӗ Турӑ хунӑ йӗркене хирӗҫ пырать. Хирӗҫ пыракансем хӑйсене хӑйсем айӑпа кӗртӗҫ. 3Пуҫлӑхсем ырӑ ӗҫсемшӗн хӑрушӑ мар, усал ӗҫсемшӗн хӑрушӑ. Пуҫлӑхран хӑрас мар тесен ырӑ ӗҫ ту, вара вӑл мухтӗ сана: 4пуҫлӑх вӑл — Турӑ тарҫи, ӑна сана ырӑ пултӑр тесе лартнӑ. Усал тӑватӑн пулсассӑн, хӑра: вӑл хӗҫне ахаль ҫакса ҫӳремест; вӑл — Турӑ тарҫи, усал тӑвакана тавӑрса хаса параканӗ. 5Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсене хаса парасран хӑранипе анчах пӑхӑнмалла мар, чунтан-вартан пӑхӑнмалла. 6Ҫавӑнпа эсир куланай тӳлесе тӑратӑр та: вӗсем — Турӑ тарҫисем, ялан хӑй ӗҫне тӑваҫҫӗ. 7Ҫавӑнпа ӗнтӗ пурне те тивӗҫлине парса тӑрӑр: куланай памаллине — куланай парӑр; хырҫӑ тӳлемеллине — хырҫӑ тӳлӗр; хӑрамаллинчен — хӑрӑр; хисеплемеллине — хисеплӗр.
8Пӗр-пӗрне юратассисӗр пуҫне эсир никама та нимӗнпе те кивҫене ан юлӑр; ҫынна юратакан ӗнтӗ саккуна пурӑнӑҫланӑ, 9мӗншӗн тесессӗн ҫак ӳкӗтсем — аскӑнланса ан ҫӳре, ан вӗлер, ан вӑрла, ҫын ҫинчен суя ан кӳнтеле, ҫыннӑнне ан хапсӑн тата ытти кирек епле ӳкӗт те — ҫакӑ сӑмахра: «хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тенинче. 10Юратакан ӗнтӗ ҫывӑх ҫынна усал тумасть; эппин, юрату саккуна пурӑнӑҫлани пулать.
11Ҫапла пурӑнӑр. Хальхи вӑхӑт мӗнлине хӑвӑр та пӗлетӗр: пирӗн ыйхӑран вӑранмалли сехет ҫитрӗ ӗнтӗ. || Халӗ пирӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах тӑрать. 12Каҫ иртрӗ ӗнтӗ, кун ҫывӑхарчӗ: эппин, сӗмлӗх ӗҫӗсене пӑрахар та ҫутӑ кӑралне алла тытар. 13Кун ҫутинче пурӑннӑ пек йӗркеллӗ пурӑнар: ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхмесӗр, намӑс ӗҫ тумасӑр, аскӑнланмасӑр, вӑрҫу-тавлашу хускатмасӑр, ӑмсанмасӑр; 14Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр евӗрлӗ пулӑр, ӳтшӗн тӑрӑшнӑ чухне ӑна ан иртӗхтерӗр.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in