Рим ҫыннисене 10
10
1Эй тӑванӑмсем! Израиле чунтан-вартан ҫӑлӑнӑҫ сунса Турра кӗлтӑватӑп. 2Эпӗ вӗсем Турра ӗҫлесе тӑрас тӗлӗшпе питӗ тӑрӑшуллӑ пулнине пӗлсе тӑратӑп, анчах ӑна вӗсем пӗлсе тумаҫҫӗ. 3Турӑ тӳрӗлӗхне ӑнламасӑр, Хӑйсен тӳрӗлӗхне ҫирӗплетесшӗн тӑрӑшса, вӗсем Турӑ тӳрӗлӗхне пӑхӑнмарӗҫ. 4Саккун вӗҫӗ — Христос, Ӑна ӗненекен кирек кам та тӳрре тухма пултарать. 5Саккунпа тӳрре тухасси ҫинчен Моисей ҫапла ҫырнӑ: «саккуна пурӑнӑҫланӑ ҫын ун урлӑ чӗрӗ пулӗ» тенӗ. 6Ӗненӳпе тӳрре тухасси ҫинчен ҫапла каланӑ: хӑвӑн ӑшӑнта: «тӳпене кам улӑхӗ?» тесе ан кала (ку ӗнтӗ Христоса ҫӗр ҫине антарасчӗ тениех). 7Е «ҫӗр тӗпне кам анӗ?» тесе те ан кала (ку ӗнтӗ Христоса вилнисен хушшинчен илсе хӑпарасчӗ тениех). 8Ҫыру мӗн тет-ха? «Сӑмах сан ҫывӑхӑнта, санӑн чӗлхӳ-ҫӑварӑнта, санӑн чӗрӳнте» тет, ҫав сӑмах — эпир ӗненме вӗрентекен сӑмах. 9-10Эсӗ чӗлхӳ-ҫӑварупа ҫирӗппӗн Иисуса Ҫӳлхуҫа теетӗн пулсассӑн, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине чӗрӳпе ӗненетӗн пулсассӑн — ҫӑлӑнӑн: пӗтӗм чӗререн ӗненни тӳрре кӑларать, ун ҫинчен чӗлхе-ҫӑварпа каласа тӑни ҫӑлӑнӑҫ кӳрет. 11Ҫыру ҫапла калать: «Ӑна ӗненекен никам та намӑса юлмӗ» тет. 12Иудейпе эллин хушшинче уйрӑмлӑх ҫук, пурин те пӗр Ҫӳлхуҫа, Вӑл Хӑйне асӑнакансемшӗн пуриншӗн те ырӑлӑхлӑ. 13Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ.
14Анчах ху ӗненмен Турра епле асӑнас? ху илтмен Турра епле ӗненес? вӗрентекен пулмасан ӑҫтан илтес? 15Хушса ямасан епле вӗрентес? Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар калакансенӗн урисем епле илемлӗ!» тенӗ. 16Анчах та Ырӑ Хыпар каланине пурте итлемерӗҫ. Исаия та: «эй Ҫӳлхуҫа! пирӗнтен илтнине кам ӗненчӗ?» тенӗ. 17Ҫапла ӗнтӗ, ӗненесси — илтнинчен, илтесси Турӑ сӑмахӗнчен килет. 18Ыйтам-ха: вӗсем илтмен-и-мӗн? Илтмен мар! «Вӗсенӗн сасси пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сарӑлнӑ, вӗсен сӑмахӗ тӗнче хӗрринех ҫитнӗ». 19Тата ыйтам: Израиль пӗлмен-и-мӗн? Пуринчен малтан Моисей каланӑ: «Эпӗ сире халӑх вырӑнне хуман ҫынсем урлӑ ӑмсанакан тӑвӑп, сире ӑссӑр халӑх урлӑ вӗчӗрхентерӗп» тенӗ. 20Исаия тата хӑюллӑрах калать: «Мана Хама шыраманнисем тупрӗҫ, Мана Хам ҫинчен ыйтманнисем пӗлчӗҫ» тет. 21Израиль ҫинчен вара ҫапла калать: «Эпӗ кунӗпех аллӑма чурӑс та пуҫтах халӑх енне тӑсса тӑтӑм» тет.
Currently Selected:
Рим ҫыннисене 10: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.