1
Рим ҫыннисене 10:9-10
БИБЛИ
CHB
Эсӗ чӗлхӳ-ҫӑварупа ҫирӗппӗн Иисуса Ҫӳлхуҫа теетӗн пулсассӑн, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине чӗрӳпе ӗненетӗн пулсассӑн — ҫӑлӑнӑн: пӗтӗм чӗререн ӗненни тӳрре кӑларать, ун ҫинчен чӗлхе-ҫӑварпа каласа тӑни ҫӑлӑнӑҫ кӳрет.
Compare
Explore Рим ҫыннисене 10:9-10
2
3
Рим ҫыннисене 10:17
Ҫапла ӗнтӗ, ӗненесси — илтнинчен, илтесси Турӑ сӑмахӗнчен килет.
Explore Рим ҫыннисене 10:17
4
Рим ҫыннисене 10:11-13
Ҫыру ҫапла калать: «Ӑна ӗненекен никам та намӑса юлмӗ» тет. Иудейпе эллин хушшинче уйрӑмлӑх ҫук, пурин те пӗр Ҫӳлхуҫа, Вӑл Хӑйне асӑнакансемшӗн пуриншӗн те ырӑлӑхлӑ. Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ.
Explore Рим ҫыннисене 10:11-13
5
Рим ҫыннисене 10:15
Хушса ямасан епле вӗрентес? Ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар калакансенӗн урисем епле илемлӗ!» тенӗ.
Explore Рим ҫыннисене 10:15
6
Рим ҫыннисене 10:14
Анчах ху ӗненмен Турра епле асӑнас? ху илтмен Турра епле ӗненес? вӗрентекен пулмасан ӑҫтан илтес?
Explore Рим ҫыннисене 10:14
7
Рим ҫыннисене 10:4
Саккун вӗҫӗ — Христос, Ӑна ӗненекен кирек кам та тӳрре тухма пултарать.
Explore Рим ҫыннисене 10:4