Йыша шутлани 3
3
1Ҫӳлхуҫа Моисейпе Синай тӑвӗ ҫинче калаҫнӑ вӑхӑтри Ааронпа Моисейӗн йӑхӗ акӑ ҫакӑ, 2Аарон ывӑлӗсен ячӗсем акӑ ҫаксем: малтанхи ывӑлӗ Надав, унтан Авиуд, Елеазар тата Ифамар; 3кусем — Ааронӑн ҫу сӗрсе священника лартнӑ ывӑлӗсем, вӑл вӗсене Турра халалласа кӗлӗ йӗрки туса тӑма лартнӑ; 4анчах Надавпа Авиуд Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа умне ют вут илсе пынӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнчех вилсе кайнӑ, вӗсен ача-пӑча пулман; вара хӑйсен ашшӗпе Ааронпа пӗрле священникра тӑма Елеазарпа Ифамар ҫеҫ юлнӑ.
5Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 6Левий йӑхне илсе кил те ӑна Аарон священник умне тӑрат, вӗсем ӑна пӑхӑнса ӗҫлесе тӑччӑр; 7вӗсем вара уншӑн та, пӗтӗм халӑхшӑн та пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн яланах кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 8пуху чатӑрӗн мӗнпур япалине вӗсем сыхласа усраччӑр, Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 9левитсене Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата унӑн [священникра тӑракан] ывӑлӗсен аллине пар: Израиль ывӑлӗсенчен вӗсем Аарон аллинче пулччӑр; 10Ааронпа унӑн ывӑлӗсене [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне] пар: вӗсем хӑйсен священника тивӗҫ ӗҫне туса тӑччӑр [тата парне вырӑнӗпе чаршавӑн шал енче мӗн пуррине пурне те пӑхса тӑччӑр]; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла, тенӗ.
11Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12акӑ Эпӗ Израилӗн вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗсем вырӑнне Израиль ывӑлӗсен хушшинчен левитсене илтӗм [вӗсем ҫавсем вырӑнне пулӗҫ]; левитсем Манӑн пулмалла, 13мӗншӗн тесессӗн малтан ҫуралнисем пурте — Манӑн; Эпӗ Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнӑ мӗнпур ывӑл ачана пӗтерсе тухнӑ кун Израилӗн малтан ҫуралнисене — этемрен пуҫласа выльӑх таранах — Хама халалларӑм; вӗсем Манӑн пулмалла. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, тенӗ.
14Ҫӳлхуҫа Моисее Синай пушхирӗнче ҫапла тесе каланӑ: 15Левий ывӑлӗсене вӗсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, вӗсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тух; арҫынӗсене, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тух, тенӗ. 16Вара Моисей [тата Аарон] вӗсене Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Вӑл хушнӑ пек шутласа тухнӑ. 17Акӑ Левий ывӑлӗсен ячӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари. 18Акӑ Гирсон ывӑлӗсен ячӗсем, ӑру пуҫӗсем: Ливни тата Шимей. 19Кааф ывӑлӗсем, ӑру пуҫӗсем: Амрам тата Ицгар, Хеврон тата Узиил. 20Мерари ывӑлӗсем, ӑру пуҫӗсем: Махли тата Муши. Акӑ Левий ӑрӑвӗсен килӗ-йышӗ.
21Гирсонран Ливни ӑрӑвӗпе Шимей ӑрӑвӗ пулса кайнӑ: ҫаксем Гирсон ӑрӑвӗсем пулаҫҫӗ. 22Пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене шута илсессӗн, арҫынсем мӗнпурӗ ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ. 23Гирсон ӑрӑвӗсен хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗ хыҫне, анӑҫ енне, лартмалла; 24Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ Елиасаф, Лаел ывӑлӗ; 25Гирсон ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче кӗлӗ чатӑрӗпе унӑн ҫивиттине, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта ҫакӑнса тӑракан чаршава, 26картиш каррисене, кӗлӗ чатӑрӗпе парне вырӑнӗ йӗри-тавра ҫавӑрнӑ картишне кӗмелли вырӑнти чаршава, кӗлӗ чатӑрӗн вӗренӗсемпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне астума хушмалла.
27Каафран Амрам ӑрӑвӗпе Ицгар ӑрӑвӗ тата Хеврон ӑрӑвӗ, тата Узиил ӑрӑвӗ пулса кайнӑ: ҫаксем Кааф ӑрӑвӗсем пулаҫҫӗ. 28Пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑрах мӗнпур арҫын шучӗ сакӑр пин те ултҫӗр ҫын, вӗсем сӑваплӑ вырӑна хуралласа тӑнӑ. 29Кааф ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енне лартмалла; 30Кааф ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ вара Елцафан, Узиил ывӑлӗ; 31вӗсем пӑхмалли япаласем: саккун арчи, сӗтел, ҫутаткӑҫ, парне вырӑнӗсем, кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан сӑваплӑ савӑт-сапа, чаршавпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрӗ. 32Левитсен пуҫлӑхӗсен пуҫлӑхӗ — Елеазар, Аарон священник ывӑлӗ; сӑваплӑ вырӑна хураллама хушнисене вӑл пӑхса тӑрӗ.
33Мерарирен Махли ӑрӑвӗпе Муши ӑрӑвӗ пулса кайнӑ: ҫаксем Мерари ӑрӑвӗсем пулаҫҫӗ; 34шутласа тухнӑ арҫынсем, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, мӗнпурӗ ултӑ пин те икҫӗр ҫын; 35Мерари ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ Цуриил, Авихаил ывӑлӗ; вӗсен хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енне лартмалла; 36Мерари ывӑлӗсене кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсемпе каштисене, унӑн юписене, унӑн тӗпӗсене, унӑн мӗнпур япалипе пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне астуса тӑма хушмалла 37тата вӗсене картишӗн пур енчи юписемпе вӗсен тӗпӗсене, вӗсен шалчисемпе вӗренӗсене астуса тӑма хушмалла.
38Кӗлӗ чатӑрӗн мал енне, пуху чатӑрӗ умне, тухӑҫ енне, Моисей тата Израиль ывӑлӗсен вырӑнне сӑваплӑ вырӑна астуса тӑракан Ааронпа унӑн ывӑлӗсем тапӑр лартмалла; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла. 39Ҫӳлхуҫа хушнипе Моисейпе Аарон левитсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх мӗнпур арҫыннине, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тухнӑ; шута илнӗ левитсем мӗнпурӗ ҫирӗм икӗ пин ҫын пулнӑ.
40Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсем хушшинчен малтан ҫуралнисене, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тух, вӗсене ят тӑрӑх шутла; 41Израилӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлӗ вырӑнне эсӗ Ман валли левитсене ил: Эпӗ Ҫӳлхуҫа. Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнӑ мӗнпур выльӑхӗ вырӑнне левитсен выльӑх-чӗрлӗхне ил, тенӗ. 42Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей Израилӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлне шутласа тухнӑ, 43вара ячӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, малтан ҫуралнӑ ывӑлсем, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, мӗнпурӗ ҫирӗм икӗ пин те икҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын пулнӑ.
44Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 45Израиль ывӑлӗсенчен илмелли малтан ҫуралнӑ мӗнпур арҫын ача вырӑнне эсӗ левитсене ил, вӗсен выльӑхӗ вырӑнне левитсен выльӑхне ил; левитсем Манӑн пулччӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа. 46Левитсемпе танлаштарсассӑн, Израилӗн малтан ҫуралнӑ арҫын ачисем икҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫын ытларах, вӗсене тӳлесе илмешкӗн 47кашни ҫыншӑн пилӗкшер сикль ил, таса сикль виҫипе ил, сикльре ҫирӗм гера пултӑр, 48левитсен шутӗнчен иртнисемшӗн тӳленӗ ҫакӑ кӗмӗле Ааронпа унӑн ывӑлӗсене пар, тенӗ. 49Моисей вара левитсен шутӗнчен ытларах пулнисем вырӑнне тӳленӗ кӗмӗле илнӗ. 50Израилӗн малтан ҫуралнӑ арҫын ачисемшӗн вӑл таса сикль виҫипе пин те виҫҫӗр утмӑл пилӗк [сикль] кӗмӗл илнӗ; 51Моисей, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, [ытлашши пулнисемшӗн] тӳленӗ кӗмӗле Ааронпа унӑн ывӑлӗсене панӑ.
Currently Selected:
Йыша шутлани 3: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.