Bible App logo
Search Icon

Йыша шутлани 2

2
1Турӑ Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйӗн чатӑрне хӑйсен ялавӗ ҫумне, хӑйсен килӗ-йышӗн паллисем патне лартмалла; хӑйсен тапӑрне вӗсен пуху чатӑрӗ умне ун тавра лартса тухмалла. 3Мал енне, тухӑҫ еннелле, хӑйсен тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсене Иуда йӑхӗ лартӗ. Иуда ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Наассон, Аминадав ывӑлӗ, 4унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче ҫитмӗл тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын; 5ун хыҫҫӑн Иссахар йӑхӗ тапӑр лартӗ, Иссахар ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Нафанаил, Цуар ывӑлӗ, 6унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ тӑватӑ пин те тӑватҫӗр ҫын; 7[унтан] Завулон йӑхӗ [тапӑр лартӗ], Завулон ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиав, Хелон ывӑлӗ, 8унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ ҫичӗ пин те тӑватҫӗр ҫын; 9Иуда тапӑрӗн шутне кӗнисем, ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, мӗнпурӗ ҫӗр сакӑрвун ултӑ пин те тӑватҫӗр ҫын; малтан вӗсен тапранмалла.
10Рувим тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсем кӑнтӑр енче пулмалла, Рувим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елицур, Шедеур ывӑлӗ, 11унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх ултӑ пин те пилӗкҫӗр ҫын; 12ун ҫумне хӑйӗн тапӑрне Симеон йӑхӗ лартӗ, Симеон ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ, 13унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ тӑхӑр пин те виҫҫӗр ҫын; 14унтан Гад йӑхӗ, Гад ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиасаф, Регуил ывӑлӗ, 15унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх пилӗк пин те ултҫӗр аллӑ ҫын; 16Рувим тапӑрӗн шутне кӗнисем, ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, мӗнпурӗ ҫӗр аллӑ пӗр пин те тӑватҫӗр аллӑ ҫын; вӗсем иккӗмӗшсем пулса тапранмалла.
17Пуху чатӑрӗ тапранса кайсассӑн, левитсен тапӑрӗ ытти тапӑрсен варринче пулӗ. Чарӑнса тӑнӑ чухне мӗнле тӑраҫҫӗ, кайма та ҫав халлӗнех, кашнийӗ хӑй вырӑнӗнче, хӑйсен ялавӗ тавра пырас пулать.
18Ефрем тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсене анӑҫ енне лартмалла, Ефрем ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ, 19унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх пин те пилӗкҫӗр ҫын; 20ун ҫумӗнче Манассия йӑхӗ, Манассия ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ, 21унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче вӑтӑр икӗ пин те икҫӗр ҫын; 22унтан Вениамин йӑхӗ, Вениамин ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, 23унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче вӑтӑр пилӗк пин те тӑватҫӗр ҫын; 24Ефрем тапӑрӗн шутне кӗнисем, ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, мӗнпурӗ ҫӗр сакӑр пин те ҫӗр ҫын; вӗсем виҫҫӗмӗшсем пулса тапранмалла.
25Дан тапӑрӗн элемӗпе ҫарӗсен ушкӑнӗсене ҫурҫӗр енне лартмалла, Дан ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ, 26унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче утмӑл икӗ пин те ҫичҫӗр ҫын; 27ун ҫумне Асир йӑхӗ тапӑр лартӗ, Асир ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Пагиил, Охран ывӑлӗ, 28унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче хӗрӗх пӗр пин те пилӗкҫӗр ҫын; 29унтан малалла Неффалим йӑхӗ [тапӑр лартӗ], Неффалим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахира, Енан ывӑлӗ, 30унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ виҫӗ пин те тӑватҫӗр ҫын; 31Дан тапӑрӗн шутне кӗнисем мӗнпурӗ ҫӗр аллӑ ҫичӗ пин те ултҫӗр ҫын; вӗсен хӑйсен ялавӗсем тавра тӑрса хыҫалтан пымалла, тенӗ.
32Килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухса шута илнӗ Израиль ывӑлӗсем ҫаксем ӗнтӗ. Тапӑрсенче ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа шута кӗнисем мӗнпурӗ ултҫӗр виҫӗ пин те пилӗкҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ. 33Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла хушнипе левитсем Израиль ывӑлӗсемпе пӗрле пӗр шута кӗмен.
34Ҫӳлхуҫа Моисее мӗнле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпех ҫавӑн пек тунӑ: тапӑрӑн-тапӑрӑн хӑйсен ялавӗсем тавра вырӑнаҫса тухнӑ, кайнӑ чухне те кашнийӗ хӑйӗн ӑрӑвӗпе, хӑйӗн килӗ-йышӗпе пынӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in