Марк ҫырнӑ Евангели 12
12
1Унтан вӗсене ытарӑшсем калама пуҫланӑ: пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчи лартнӑ та ӑна йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ, унта юхтаркӑч чавса тунӑ, пашне туса лартнӑ, унтан ӑна пахчаҫӑсене парса хӑварнӑ та хӑй тухса кайнӑ. 2Вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйӗн тарҫине пахчаҫӑсем патне янӑ — пахчаҫӑсенчен иҫӗм ҫырли илсе килме хушнӑ. 3Лешӗсем ӑна тытнӑ та хӗнесе пӗтерсе пушӑ алӑпах кӑларса янӑ. 4Вара ҫав ҫын вӗсем патне тепӗр тарҫине янӑ; вӗсем ӑна та пуҫне чулпа персе шӑтарса, хур туса янӑ. 5Вӑл ӗнтӗ тата тепӗр тарҫине янӑ — ӑна вӗлернӗ; ыттисене те нумайӑшне е хӗненӗ, е вӗлернӗ. 6Унӑн пӗртен-пӗр савнӑ ывӑлӗ пулнӑ; ывӑлӑмран вӑтанӗҫ тесе вӑл юлашкинчен вӗсем патне ӑна янӑ. 7Анчах та пахчаҫӑсем пӗр-пӗрне каланӑ: еткерҫӗ ку; атьӑр ӑна вӗлерер те унӑн еткерне хамӑр илер, тенӗ. 8Вара вӗсем ӑна ярса тытса вӗлернӗ те иҫӗм ҫырли пахчинчен кӑларса пӑрахнӑ. 9Ӗнтӗ пахча хуҫи мӗн тӑвӗ? Килӗ те пахчаҫӑсене тытса вӗлерттерӗ, пахчине урӑххисене парӗ. 10Эсир Турӑ ҫырӑвӗнче: «ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ пулчӗ: 11ку — Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ, пирӗн куҫ умӗнчи тӗлӗнмелле ӗҫ» тенине вуламан-им? тенӗ. 12Вӗсем ҫав ытарӑша хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ те Ӑна тытма тӑрӑшнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ; вара вӗсем Ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ.
13Вӗсем Иисус каланинче пӗр-пӗр айӑпламалли сӑмах тупасчӗ тесе Ун патне хӑш-пӗр фарисейсене тата Ирод ҫыннисене янӑ. 14Лешӗсем пыраҫҫӗ те Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: Вӗрентекен! эпир Эсӗ тӳррине пӗлетпӗр, Эсӗ никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн, Саншӑн пур ҫын та пӗрех, Эсӗ чӑнах Турӑ ҫулне вӗрентетӗн. Кесаре куланай пама тивӗҫлӗ-и, тивӗҫлӗ мар-и? ӑна пирӗн парас-и, парас мар-и? теҫҫӗ. 15Иисус вӗсен икӗпитлӗхне пӗлсе каланӑ вӗсене: мӗншӗн сӑнатӑр Мана? Динари илсе килсе кӑтартӑр-ха Мана, тенӗ. 16Лешӗсем илсе пынӑ. Вӑл вӗсене ҫапла калать: ку кам сӑнӗ, кунта кам ятне ҫырнӑ? тет. Вӗсем Ӑна: кесарӗн, тенӗ. 17Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: кесарӗнне кесаре, Туррӑнне Турра парӑр, тенӗ. Ӗнтӗ Унран тӗлӗннӗ.
18Унтан Иисус патне саддукейсем — вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ӗненменскерсем — пынӑ, Унран ҫапла ыйтнӑ: 19Вӗрентекен! Моисей пире валли ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «камӑн та пулин тӑванӗ ача-пӑча курмасӑр вилсен, ҫав ҫын тӑванӗ ун арӑмне качча илтӗр, ҫапла вилнӗ тӑванӗн йӑхне тӑстӑр» тенӗ. 20Ҫиччӗн пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те вилчӗ, ачи-пӑчи юлмарӗ. 21Вара ҫав арӑма иккӗмӗшӗ качча илчӗ; вӑл та вилчӗ, унран та ача-пӑча юлмарӗ; виҫҫӗмӗшӗ те ҫаплах пулчӗ. 22Ҫав арӑма ҫиччӗшӗ те качча илчӗҫ, ача-пӑча юлмарӗ. Пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ. 23Ӗнтӗ вилнӗ ҫынсем чӗрӗлес вӑхӑтра чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? вӑл ҫиччӗшӗн арӑмӗ те пулнӑччӗ, тенӗ. 24Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эсир Ҫырӑва та, Турӑ хӑватне те пӗлменнипе аташатӑр-ши? 25Чӗрӗлсе тӑнисем авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, тӳпери ангелсем пек пулӗҫ. 26Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Моисей кӗнекинче, ҫунакан тӗм ҫинчен каланӑ тӗлте Турӑ ӑна мӗн каланине — «Эпӗ Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри» тенине — вуламан-им эсир? 27Турӑ Вӑл — вилнисен Турри мар, чӗррисенӗн Турри. Ҫапла ӗнтӗ эсир питӗ аташатӑр, тенӗ.
28Кӗнекеҫӗсенчен пӗри вӗсем тавлашнине курнӑ та, Иисус вӗсене хирӗҫ аван каланине илтсе, Унран пырса ыйтнӑ: ӳкӗтсенчен чи асли хӑшӗ? тенӗ. 29Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: пур ӳкӗтрен те чи асли ҫакӑ: «эй Израиль, итле! Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, — пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫамӑр; 30хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат» — ҫакӑ чи аслӑ ӳкӗт! 31Иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат». Ҫаксенчен аслӑрах ӳкӗт ҫук, тенӗ. 32Кӗнекеҫӗ каланӑ Ӑна: ҫапла ҫав, Вӗрентекен! Турӑ пӗртен-пӗрре анчах, Унсӑр пуҫне урӑххи ҫук тесе Эсӗ чӑннине каларӑн; 33Ӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм ӑстӑнпа, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм вӑй-халпа юратни тата ҫывӑх ҫынна хӑвна ху юратнӑ пек юратни пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ пур парнерен те, ытти парнесенчен те пахарах, тенӗ. 34Вӑл ҫапла ӑслӑ хуравланине илтсессӗн Иисус ӑна: эсӗ Турӑ Патшалӑхӗнчен инҫех те мар, тенӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӗнтӗ Унран никам та нимӗн ҫинчен те ыйтма хӑяйман.
35Иисус каллех Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе каланӑ: епле-ха кӗнекеҫӗсем Христоса Давид ывӑлӗ теҫҫӗ? 36Турӑ Сывлӑшӗпе хавхаланнӑ Давид хӑй ҫапла каланӑ-ҫке: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар, тенӗ». 37Ҫапла Давид хӑй Ӑна Ҫӳлхуҫа тет пулсассӑн, епле-ха Христос унӑн ывӑлӗ пулма пултарать? тенӗ. Темӗн чухлӗ халӑх Ӑна пӗтӗм кӑмӑлтан итлесе тӑнӑ. 38Вӗрентнӗ чухне Вӑл вӗсене тата ҫапла каланӑ: кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ, 39синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ. 40Ҫавсем — тӑлӑх арӑмсенӗн ҫурчӗсене тӗп тӑвакансем, ҫынна кӑтартасшӑн нумайччен кӗлтӑвакансем — питӗ пысӑк айӑпа юлӗҫ, тенӗ.
41Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи укҫа арчине хирӗҫ ларнӑ та халӑх ҫав арчана укҫа янине сӑнаса ларнӑ. Пуяннисем чылайӑшӗ нумай хунӑ. 42Пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм пынӑ та икӗ вак укҫа хунӑ, ку ӗнтӗ пӗр кодрантпа танлашнӑ. 43Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм арчана укҫа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучӗ: 44ыттисем пурте ытлашшине хучӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине хучӗ, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ, тенӗ.
Currently Selected:
Марк ҫырнӑ Евангели 12: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.