Марк ҫырнӑ Евангели 11
11
1Иерусалим патнелле, Елеон тӑвӗн тайлӑмӗнче ларакан Виффагипе Вифани патне ҫывӑхарсассӑн, Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне маларах ярать, 2вӗсене ҫапла калать: ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр; унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланман ҫамрӑк ашака куратӑр; ҫавна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр. 3Кам та пулин сире: «мӗн тӑватӑр эсир?» тесессӗн, эсир ӑна: «вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна тӳрех каялла кунта ярӗ» тейӗр, тет. 4Вӗсем кайнӑ та, урамра хапха умне кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака тупса, ӑна вӗҫертсе илнӗ. 5Унта тӑракансем хӑшӗ-пӗри каланӑ вӗсене: мӗн тӑватӑр эсир? ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр? тенӗ. 6Вӗсем Иисус хушнӑ пек хуравланӑ та, лешӗсем вара тытса тӑман вӗсене. 7Ҫамрӑк ашака Иисус патне ҫавӑтса пынӑ, ун ҫине хӑйсен тумтирне сарса хунӑ; Иисус ун ҫине улӑхса ларнӑ. 8Нумайӑшӗ хӑйӗн тумтирне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, тепӗрисем тата, йывӑҫ турачӗсем каса-каса илсе, вӗсене ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ. 9Умӗнчен пыракансем те, хыҫӗнчен пыракансем те ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: осанна! Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ! 10Давид аттемӗрӗн Ҫӳлхуҫа ячӗпе килекен патшалӑхӗ мухтавлӑ! Осанна! Ҫӳлти Турра мухтав! тенӗ.
11Иерусалима кӗрсенех Иисус Турӑ Ҫуртне пынӑ; унта пӗтӗмпе пӑхса ҫаврӑннӑ та каҫ пулнӑран вуникӗ вӗренекенӗпе Вифание кайнӑ.
12Тепӗр кунне, вӗсем Вифанирен тухсассӑн, Унӑн ҫиесси килнӗ; 13Вӑл аякранах ҫулҫӑллӑ смоква йывӑҫне асӑрханӑ та, ун ҫинче мӗн те пулин тупаймӑп-и тесе, ун патне пынӑ; анчах та унта пырсассӑн ҫулҫӑсӑр пуҫне нимӗн те тупман: смоква ҫимӗҫне пухас вӑхӑт ҫитеймен пулнӑ-ха. 14Иисус вара йывӑҫа ҫапла каланӑ: малашне санӑн ҫимӗҫне ӗмӗрне те никамӑн та татса ҫимелле ан пултӑр! тенӗ. Ҫавна Унӑн вӗренекенӗсем те илтнӗ. 15Унтан вӗсем Иерусалима пыраҫҫӗ. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ; укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансенӗн тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ; 16Турӑ Ҫурчӗ витӗр япала илсе ҫӳреме чарнӑ. 17Вӑл вӗсене ҫапла каласа вӗрентнӗ: «Манӑн Ҫуртӑма пур халӑхсемшӗн те тунӑ кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ» тесе ҫырманччӗ-и-ха? эсир ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ, тенӗ. 18Ҫавна кӗнекеҫӗсемпе аслӑ священниксем илтнӗ те Ӑна епле те пулин пӗтерме май шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн вӗрентӗвӗнчен пӗтӗм халӑх тӗлӗннӗрен вӗсем Унран хӑранӑ. 19Каҫ пулсан Вӑл хуларан тухса кайнӑ.
20Ирхине иртсе пынӑ чухне вӗсем хайхи смоква йывӑҫне курнӑ, йывӑҫӗ тымарӗ таранах типсе ларнӑ пулнӑ. 21Петр аса илсе Иисуса ҫапла калать: Равви?! пӑх-ха, хайхи Эсӗ ылханнӑ смоква йывӑҫӗ типсе ларнӑ, тет. 22Иисус вӗсене ҫапла хуравласа калать: 23Турра ӗненӗр. Чӑн калатӑп сире: кам та пулин ҫак тӑва: «ҫӗклен те тинӗсе ӳк» тесен, хӑй ӑшӗнче пӗр иккӗленмесӗр, хӑй каланӑ пек пуласса ӗненсен — вӑл кирек мӗн калани те пурӑнӑҫланать. 24Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кӗлӗре кирек мӗн ыйтсассӑн та ҫавна илессине ӗненӗр — вара илетӗрех. 25Кама та пулин ҫилленнӗ пулсан, кӗлӗре тӑнӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр, вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ. 26Хӑвӑр каҫармасан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ, тенӗ.
27Вӗсем каллех Иерусалима пынӑ. Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче ҫӳренӗ чухне Ун патне аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем тата халӑх пуҫлӑхӗсем пынӑ та 28Унран: Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ҫапла тума Сана кам ирӗк панӑ? тесе ыйтнӑ. 29Иисус вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур, каласа парӑр Мана, вара Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине калӑп. 30Калӑр-ха Мана: Иоанн шыва кӗртни тӳперен пулнӑ-и, этемрен-и? тенӗ. 31Лешӗсем ӗнтӗ пӗр-пӗринпе канашланӑ: «тӳперен» тесен, Вӑл: «апла пулсан эсир ӑна мӗншӗн ӗненмерӗр?» тейӗ, тенӗ. 32«Этемрен» теме халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесессӗн Иоана пурте чӑн пророк тесе хисепленӗ. 33Вара Иисуса ҫапла хуравласа каланӑ: пӗлместпӗр, тенӗ. Иисус ӗнтӗ вӗсене ҫапла хуравланӑ: Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп, тенӗ.
Currently Selected:
Марк ҫырнӑ Евангели 11: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.