Матфей ҫырнӑ Евангели 7
7
1Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ; 2мӗнле айӑплӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ; мӗнле виҫепе виҫӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫӗҫ. 3Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫӑнти пӗренене асӑрхамастӑн? 4Хӑвӑн куҫӑнта пӗрене пур ҫӗртех епле-ха эсӗ тӑванна: «сан куҫӑнти ҫӳппе кӑларам-ха» тесе калама пултаратӑн? 5Икӗ питлӗскер! малтан хӑвӑн куҫӑнти пӗренене кӑлар, вара тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине курӑн.
6Сӑваплӑ япалана йытта ан парӑр, хӑвӑрӑн ӗнчӗре сысна умне ан пӑрахӑр, вӗсем ӑна таптаса пӗтерӗҫ, каялла ҫавӑрӑнса, хӑвӑра туртса ҫурӗҫ.
7Ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире. 8Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ. 9Сирӗн хушшӑрта ывӑлӗ ҫӑкӑр ыйтсассӑн, ӑна чул паракан ҫын пур-и? 10Е пулӑ ыйтсассӑн, вӑл ӑна ҫӗлен парӗ-и? 11Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑх паратех ӗнтӗ.
12Ҫапла ӗнтӗ хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн пур тӗлӗшрен те ҫавнах тӑвӑр: саккун та, пророксем те ҫапла вӗрентеҫҫӗ.
13Тӑвӑр хапхаран кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн пысӑк хапхапа аслӑ ҫул пӗтме илсе каяҫҫӗ; нумайӑшӗ ҫав ҫулпа ҫӳрет; 14тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул чӗрӗлӗхе илсе каяҫҫӗ, вӗсене тупакан сахал.
15Суя пророксенчен сыхланӑр: вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ тӑхӑнса пыраҫҫӗ, ӑшӗнче хӑйсем — тискер кашкӑр. 16Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен пӗлӗр. Кӳкен йывӑҫҫи ҫинчен иҫӗм ҫырли, куршанак ҫинчен смоква татаҫҫӗ-и? 17Кирек хӑш лайӑх йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тӑвать, начар йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ тӑвать; 18лайӑх йывӑҫ ҫинче япӑх ҫимӗҫ пулмасть, начар йывӑҫ ҫинче те ырӑ ҫимӗҫ пулмасть. 19Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа кирек хӑшне те касса вута пӑрахаҫҫӗ. 20Эсир суя пророксене те ӗҫӗсенчен пӗлӗр. 21Мана: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр!» тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ, унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлакан ҫеҫ кӗрейӗ. 22Ҫав кун Мана нумайӑшӗ калӗ: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир Санӑн ятупа пророкла калаҫмарӑмӑр-и? усалсене Санӑн ятупа хӑваласа кӑлармарӑмӑр-и? Санӑн ятупа нумай хӑват кӑтартмарӑмӑр-и?» тейӗ. 23Ҫавӑн чухне Эпӗ вӗсене калӑп: «Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен; йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем, кайӑр Ман патӑмран» тейӗп.
24Ҫавӑнпа ӗнтӗ Манӑн ҫак сӑмахӑмсене итлесе вӗсене пурӑнӑҫлакан кирек кам та хӑйӗн ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ ӑслӑ ҫын евӗрлӗ; 25ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем сарӑлса кайнӑ, ҫил-тӑвӑл тухнӑ — ҫав ҫурта ҫитсе ҫапнӑ; вӑл ӳкмен, мӗншӗн тесессӗн ӑна чул никӗс ҫине лартнӑ. 26Манӑн ҫак сӑмахӑмсене итлесе те вӗсене пурӑнӑҫламан кирек кам та хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ; 27ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем сарӑлса кайнӑ, ҫил-тӑвӑл тухнӑ — ҫав ҫурта ҫитсе ҫапнӑ; ҫурт ишӗлсе аннӑ, вӑл ишӗлни питӗ хӑрушӑ пулнӑ, тенӗ.
28Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсессӗн, халӑх Вӑл вӗрентнинчен тӗлӗнсе тӑнӑ: 29Вӑл вӗсене кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем пек мар, Турӑ хӑвачӗпе вӗрентнӗ.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 7: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.