1
Матфей ҫырнӑ Евангели 7:7
БИБЛИ
CHB
Ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире.
Compare
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 7:7
2
Матфей ҫырнӑ Евангели 7:8
Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 7:8
3
Матфей ҫырнӑ Евангели 7:24
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Манӑн ҫак сӑмахӑмсене итлесе вӗсене пурӑнӑҫлакан кирек кам та хӑйӗн ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ ӑслӑ ҫын евӗрлӗ
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 7:24
4
Матфей ҫырнӑ Евангели 7:12
Ҫапла ӗнтӗ хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн пур тӗлӗшрен те ҫавнах тӑвӑр: саккун та, пророксем те ҫапла вӗрентеҫҫӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 7:12
5
Матфей ҫырнӑ Евангели 7:14
тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул чӗрӗлӗхе илсе каяҫҫӗ, вӗсене тупакан сахал.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 7:14
6
Матфей ҫырнӑ Евангели 7:13
Тӑвӑр хапхаран кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн пысӑк хапхапа аслӑ ҫул пӗтме илсе каяҫҫӗ; нумайӑшӗ ҫав ҫулпа ҫӳрет
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 7:13
7
Матфей ҫырнӑ Евангели 7:11
Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑх паратех ӗнтӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 7:11
8
Матфей ҫырнӑ Евангели 7:1-2
Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ; мӗнле айӑплӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ; мӗнле виҫепе виҫӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫӗҫ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 7:1-2
9
Матфей ҫырнӑ Евангели 7:26
Манӑн ҫак сӑмахӑмсене итлесе те вӗсене пурӑнӑҫламан кирек кам та хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 7:26
10
Матфей ҫырнӑ Евангели 7:3-4
Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе куратӑн, хӑвӑн куҫӑнти пӗренене асӑрхамастӑн? Хӑвӑн куҫӑнта пӗрене пур ҫӗртех епле-ха эсӗ тӑванна: «сан куҫӑнти ҫӳппе кӑларам-ха» тесе калама пултаратӑн?
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 7:3-4
11
Матфей ҫырнӑ Евангели 7:15-16
Суя пророксенчен сыхланӑр: вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ тӑхӑнса пыраҫҫӗ, ӑшӗнче хӑйсем — тискер кашкӑр. Вӗсене эсир ӗҫӗсенчен пӗлӗр. Кӳкен йывӑҫҫи ҫинчен иҫӗм ҫырли, куршанак ҫинчен смоква татаҫҫӗ-и?
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 7:15-16
12
Матфей ҫырнӑ Евангели 7:17
Кирек хӑш лайӑх йывӑҫ та ырӑ ҫимӗҫ тӑвать, начар йывӑҫ япӑх ҫимӗҫ тӑвать
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 7:17
13
Матфей ҫырнӑ Евангели 7:18
лайӑх йывӑҫ ҫинче япӑх ҫимӗҫ пулмасть, начар йывӑҫ ҫинче те ырӑ ҫимӗҫ пулмасть.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 7:18
14
Матфей ҫырнӑ Евангели 7:19
Ырӑ ҫимӗҫ кӳмен йывӑҫа кирек хӑшне те касса вута пӑрахаҫҫӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 7:19