Матфей ҫырнӑ Евангели 5
5
1Иисус, халӑха курсан, ту ҫине улӑхса ларнӑ; ҫавӑнта ларсассӑн Ун патне вӗренекенӗсем пырса тӑнӑ. 2Вӑл вӗсене ҫапла каласа вӗрентме пуҫланӑ:
3Мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ: вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.
4Йӗрекенсем телейлӗ: вӗсем йӑпанӗҫ.
5Йӑваш кӑмӑллисем телейлӗ: вӗсене ҫӗр тивӗ.
6Тӳрӗлӗхшӗн выҫӑхса ҫунакансем телейлӗ: вӗсем тӑранӗҫ.
7Хӗрхенекенсем телейлӗ: вӗсене хӑйсене хӗрхенӗҫ.
8Таса чӗреллисем телейлӗ: вӗсем Турра курӗҫ.
9Килӗшӳ кӳрекенсем телейлӗ: вӗсене Турӑ ачисем тейӗҫ.
10Тӗрӗслӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ: вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ.
11Сире Ман пирки хурласассӑн, хӗсӗрлесессӗн, тем тӗрлӗ усал сӑмахпа хӑртсассӑн, эсир телейлӗ пулатӑр. 12Савӑнӑр, хӗпӗртенӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ, — сирӗнтен малтан пурӑннӑ пророксене те ҫапла хӗсӗрленӗ.
13Эсир — ҫӗр тӑварӗ. Тӑварӑн хӑвачӗ пӗтсессӗн, ӑна мӗнле тӑварлӑ тӑвайӑн? Вӑл ӗнтӗ ниме юрӑхсӑр, ӑна ҫын ури айӗнче таптанма ҫеҫ кӑларса пӑрахмалла.
14Эсир — тӗнче ҫути. Ту ҫине вырӑнаҫнӑ хула курӑнмасӑр лараймасть. 15Ҫутнӑ ҫуртана та савӑт айне лартмаҫҫӗ, шантал ҫине лартаҫҫӗ, вара вӑл пӳртрисене пурне те ҫутатса тӑрать. 16Ҫапла сирӗн ҫуттӑр та ҫынсен умӗнче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр.
17Эпӗ саккуна е пророксен сӑмахӗсене пӑрахӑҫлама килнӗ тесе ан шухӑшлӑр: Эпӗ пӑрахӑҫлама килмен, туса ҫитерме килнӗ. 18Чӑн калатӑп сире: тӳпепе ҫӗр пӗтмесӗр, пӗтӗмпе пурӑнӑҫланмасӑр саккунри пӗр пӗчӗкҫеҫҫӗ саспалли те, пӗр йӗрӗ те пӑрахӑҫланмӗ. 19Кам та кам ҫав ӳкӗтсенчен пӗрне те пулин — чи пӗчӗккине те пулин — пӑрахӑҫлать, ҫынсене те ҫапла тума вӗрентет, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра чи кӗҫӗнни пулӗ; кам ҫавна пурӑнӑҫлать, ҫынсене те ҫапла тума вӗрентет, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра асли пулӗ. 20Ҫавӑнпа та калатӑп сире: эсир фарисейсемпе кӗнекеҫӗсенчен тӳрӗрех пурӑнмасан Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗр.
21Эсир авалхисене «ан вӗлер; ҫынна вӗлерекен сута тивӗҫлӗ» тесе каланине илтнӗ. 22Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӑй тӑванне нарастаран ҫилленекен кирек кам та сута тивӗҫлӗ; хӑй тӑванне «ӑнман» тесе калакан аслӑ сута тивӗҫлӗ; «ӑссӑр» тесе калакан тамӑк вутне тивӗҫлӗ. 23Ҫавӑнпа ӗнтӗ парне вырӑнӗ патне парнӳне илсе пырсан, ҫавӑнта эсӗ тӑвану хӑвна кӳреннине асна илсен, 24парнӳне ҫавӑнта парне вырӑнӗ умне хӑварса, малтан тӑванупа кайса килӗштер, унтан каялла килсе парнӳне кӳр. 25Хӑвпа тупӑшаканпа хӑвӑртрах, унпа пӗрле ҫул ҫинче пулнӑ чухнех килӗштер, унсӑрӑн вӑл сана тӳре аллине парӗ, тӳре сана тарҫи аллине парӗ, эсӗ вара тӗрмене лекӗн; 26чӑн калатӑп сана: юлашки пусу таранччен памасӑр та унтан тухаймӑн.
27Эсир авалхисене «ан аскӑнлан» тенине илтнӗ. 28Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать. 29Сана сылтӑм куҫу илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах: пӗтӗм ӳт-пӗвне тамӑка пӑрахнинчен хӑрах куҫу пӗтни аванрах саншӑн. 30Сана сылтӑм аллу илӗртет пулсан, ӑна касса ывӑт: пӗтӗм ӳт-пӗвне тамӑка пӑрахнинчен хӑрах аллу пӗтни аванрах саншӑн, тенӗ.
31Тата ҫапла каланӑ пулнӑ: «хӑй арӑмне уйӑрса яракан ӑна уйрӑлу хучӗ патӑр» тенӗ. 32Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех уйӑрса ярать, вӑл ӑна аскӑн ӗҫ тума май парать; кам уйӑрса янӑ арӑма качча илет, вӑл та аскӑн ӗҫ тӑвать.
33Эсир тата авалхисене «тупа тунинчен ан ирт, Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа тунине пурӑнӑҫла» тенине илтнӗ. 34Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: пачах та тупа ан ту, тӳпе ячӗпе те ан ту: вӑл — Туррӑн аслӑ пуканӗ; 35ҫӗр ячӗпе те ан ту: вӑл — Унӑн ури саккийӗ; Иерусалим ячӗпе те ан ту: вӑл — аслӑ Патша хули; 36пуҫупа та тупа ан ту: эсӗ пӗр ҫӳҫ пӗрчине те шурӑ та, хура та тӑваймастӑн. 37Сирӗн сӑмахӑр «ҫапла, ҫапла» е «ҫук, ҫук» тени анчах пултӑр; унтан ытлашши усалтан вӑл.
38Эсир «куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл» тенине илтнӗ. 39Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: усалпа ан хирӗҫ; кам сана сылтӑм питӳнтен ҫупса ярать, эсӗ ӑна сулахаййине те ҫавӑрса пар; 40кам санпа сутлашса санӑн кӗпӳне туртса илесшӗн, ӑна ҫиелти тумтирне те пар; 41кам сана хӑйпе пӗрле пӗр ҫухрӑм пыма хистет, унпа пӗрле иккӗ кай. 42Хӑвӑнтан ыйтакана пар, кивҫен илес теекенрен ан пӑрӑн.
43Эсир «хӑвна ҫывӑх ҫынна юрат, тӑшманна кураймасӑр тӑр» тенине илтнӗ. 44Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра кураймансене ырӑлӑх тӑвӑр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн, хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑвӑр; 45эсир ҫапла ҫеҫ Ҫӳлти Аҫӑр ывӑлӗсем пулатӑр; Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те сӑваплисем ҫине те, сӑвапсӑррисем ҫине те ҫутарать. 46Эсир хӑвӑра юратакансене ҫеҫ юрататӑр пулсан, сире мӗн сӑвап пулӗ? Хырҫӑ пуҫтаракансем те ҫавнах тумаҫҫӗ-и? 47Эсир хӑвӑр тусӑрсене ҫеҫ хисеп тӑватӑр пулсан, ытлашши мӗнех тӑватӑр вара? Суя тӗнлӗ ҫынсем те ҫаплах тумаҫҫӗ-и?
48Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлти Аҫӑр епле пур тӗлӗшпе те ырӑлӑхлӑ, эсир те ҫапла пур тӗлӗшпе те ырӑлӑхлӑ пулӑр.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 5: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: