Матфей ҫырнӑ Евангели 4
4
1Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисуса шуйттан илӗртсе сӑнатӑр тесе, Сывлӑш Ӑна пушхире илсе кайнӑ. 2Унта Вӑл хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ ӗҫмесӗр, ҫимесӗр пурӑннӑ, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ. 3Сӑнакан Ун патне пырса каланӑ: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш, тенӗ. 4Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «этем ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть, вӑл Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахпа пурӑнать» тесе ҫырнӑ, тенӗ. 5Унтан шуйттан Ӑна сӑваплӑ хулана илсе каять те Турӑ Ҫурчӗн тӑррине тӑратса 6ҫапла калать: Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан, аялалла сик; ҫапла ҫырнӑ-ҫке: «Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, Эсӗ урупа чулран такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрӗҫ» тенӗ. 7Иисус ӑна каланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна ан сӑна» тесе те ҫырнӑ, тенӗ. 8Ҫакӑн хыҫҫӑн шуйттан Ӑна питех те ҫӳллӗ ту ҫине илсе каять те тӗнчери мӗнпур патшалӑха, вӗсенӗн чапне кӑтартса 9калать Ӑна: мана ӳксе пуҫҫапсассӑн, ҫакна пурне те Сана парӑп, тет. 10Иисус вара ӑна ҫапла калать: кай Ман патӑмран, шуйттан; «Ҫӳлхуҫа Турруна ҫеҫ пуҫҫап, пӗр Ӑна анчах пӑхӑнса пурӑн» тесе ҫырнӑ, тет. 11Вара шуйттан Ун патӗнчен каять, — акӑ ӗнтӗ ангелсем пынӑ та Иисуса ӗҫлесе тӑнӑ.
12Иоана тытса хупнине илтсессӗн, Иисус Галилея ҫӗрне кайнӑ, 13Вӑл Назаретран тухса кайса Завулонпа Неффалим ҫӗрне, тинӗс хӗрринчи Капернаум хулине пырса вырӑнаҫнӑ. 14Ҫапла Исаия пророк урлӑ калани ҫитнӗ; вӑл каланӑ: 15«тинӗс ҫулӗ ҫинче, Иордан леш енче — Завулон ҫӗрӗпе Неффалим ҫӗрӗ, суя тӗнлӗ Галилея; 16сӗмлӗхре ларакан халӑх хӑватлӑ ҫутӑ курчӗ, вилӗм ӗмӗлки хупӑрланӑ ҫӗршывра пурӑнакансемшӗн ҫутӑ ҫутӑлса тухрӗ» тенӗ. 17Ҫавӑнтанпа вара Иисус ҫапла каласа вӗренте пуҫланӑ: ӳкӗнӗр, Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ, тенӗ.
18Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ чухне Вӑл тинӗсе тетел ывӑтакан икӗ пӗртӑвана — Петр теекен Симонпа унӑн шӑллӗне Андрее — курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ. 19Иисус вӗсене ҫапла калать: Ман хыҫҫӑн пырӑр, Эпӗ сире ҫын тытакансем тӑвӑп, тет. 20Вӗсем вара ҫав самантрах тетелӗсене пӑрахса хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ. 21Ҫавӑнтан малалла кайсассӑн, Вӑл тата икӗ пӗртӑвана — Зеведей ывӑлӗсене, Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана — курнӑ; вӗсем хӑйсен ашшӗпе Зеведейпе пӗрле кимӗ ҫинче тетелӗсене тӳрлетсе тӑнӑ; вӗсене те чӗннӗ. 22Вӗсем вара, ҫав самантрах ашшӗпе киммине пӑрахса хӑварса, Ун хыҫҫӑн кайнӑ.
23Иисус пӗтӗм Галилея тӑрӑх вӗсен синагогисенче вӗрентсе, Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, халӑх хушшинчи тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ. 24Ӗнтӗ Ун ҫинчен пӗтӗм Сири ҫӗрне хыпар сарӑлнӑ; Ун патне халсӑррисене, тӗрлӗ чир-чӗрпе асапланакансене, усал ернисене, тытамаклисене тата шалкӑм ҫапнисене иле-иле пынӑ; Вӑл вӗсене сыватнӑ. 25Ун хыҫҫӑн Галилейӑран, Вунхула ҫӗрӗнчен, Иерусалимран, Иудейӑран, Иордан леш енчи ҫӗрсенчен килнӗ темӗн чухлӗ халӑх пынӑ.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: