Матфей ҫырнӑ Евангели 6
6
1Астӑвӑр, хӑвӑр ырӑлӑх тунине ҫын куртӑр тесе, ӑна ҫын умӗнче ан тӑвӑр: унсӑрӑн сире Ҫӳлти Аҫӑртан сӑвап пулмӗ. 2Ҫавӑнпа та ырӑлӑх тунӑ чухне ан шавла, хӑйсене ҫын мухтатӑр тесе, синагогӑсенче, урамсенче икӗ питлӗ ҫынсем ҫапла тӑваҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсем ӗнтӗ хӑйсене тивӗҫлине халех илеҫҫӗ. 3Ырӑлӑх тунӑ чухне хӑвӑн сылтӑм аллу мӗн тунине сулахай аллу ан пӗлтӗр, 4эсӗ ырӑлӑх туни вӑрттӑн пултӑр; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.
5Кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул: вӗсем ҫынна кӑтартасшӑн синагогӑсенче, урам тӑваткӑлӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсем ӗнтӗ хӑйсене тивӗҫлине халех илеҫҫӗ. 6Эсӗ вара кӗлтунӑ чухне хӑвӑн пӳлӗмне кӗр те, алӑкна хупса, курӑнми Аҫуна кӗлту; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ. 7Кӗлтунӑ чухне суя тӗнлӗ ҫынсем пек ытлашши ан калӑр: вӗсем нумай каласа кӗлтусан — илтӗнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 8Вӗсем пек ан пулӑр: сире мӗн кирлине Аҫӑр эсир Унран ыйтичченех пӗлсе тӑрать. 9Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр:
Эй Ҫӳлти Аттемӗр!
Санӑн яту хисеплентӗр;
10Санӑн Патшалӑху килтӗр;
Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр;
11паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире;
12эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек,
пирӗн парӑмсене каҫар пире;
13ҫылӑха ан кӗрт пире,
усалтан хӑтар пире.
Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн.
Аминь.
14Эсир ҫын ҫылӑхне каҫарсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сире каҫарӗ; 15эсир ҫын ҫылӑхне каҫармасан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ.
16Типӗ тытнӑ чухне икӗ питлӗ ҫынсем пек салхуллӑ ан ҫӳрӗр; вӗсем хӑйсем типӗ тытнине ҫынсене кӑтартасшӑн сӑнне салхулатаҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсем ӗнтӗ хӑйсене тивӗҫлине халех илеҫҫӗ. 17Эсӗ вара типӗ тытнӑ чухне пуҫна ҫу сӗр, питне-куҫна ҫу; 18ҫынсен куҫӗ умӗнче мар, курӑнми Аҫу умӗнче типӗ тыт; вара вӑрттӑн тунине куракан Аҫу сана тивӗҫлипех тавӑрса парӗ.
19Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли пурлӑх ан пухӑр: кунта кӗве те ҫиет, тутӑхса та пӗтет, кунта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрлаҫҫӗ; 20эсир хӑвӑр валли тӳпере пурлӑх пухӑр: унта кӗве те ҫимест, тутӑхса та пӗтмест, унта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрламаҫҫӗ: 21ӗнтӗ пурлӑху ӑҫта, чӗрӳ те ҫавӑнтах пулӗ.
22Куҫ — ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ; 23куҫу сывӑ мар пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те тӗттӗм пулӗ. Эппин, санӑн ӑшӑнти ҫутту тӗттӗм пулсан, тӗттӗмӗ хӑй еплерех-ши?
24Никам та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрине курайми пулӗ; е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ. Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр. 25Ҫавӑнпа калатӑп сире: хӑвӑр чунӑршӑн — пирӗн мӗн ӗҫес, мӗн ҫиес тесе, хӑвӑр ӳтӗршӗн — мӗн тӑхӑнас тесе ан пӑшӑрханӑр. Чун апатран, ӳт тумтиртен аслӑрах мар-и? 26Вӗҫен кайӑксем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те, кӗлете те пухса хумаҫҫӗ; вӗсене сирӗн Ҫӳлти Аҫӑр тӑрантарать. Эсир вӗсенчен пахарах мар-и? 27Сирӗнтен пӗри-пӗри тӑрӑшса хӑйӗн ӗмӗрне пӗр сехет те пулин тӑсма пултарайӗ-и? 28Тумтиршӗн те мӗншӗн пӑшӑрханатӑр? Хирти чечексем мӗнле ӳснине пӑхӑр-ха: вӗсем ӗҫлемеҫҫӗ те, арламаҫҫӗ те; 29калатӑп сире: темӗн тӗрлӗ чаплӑ Соломон та ҫав пӗр чечекӗ пек тумланайман. 30Эй сахал ӗненекенсем, паян пур, ыран кӑмакана ҫеҫ пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫав тӗрлӗ тумлантарать пулсан, сире тата лайӑхрах тумлантармӗ-и Вӑл? 31Эппин, «пирӗн мӗн ӗҫес?» е «мӗн ҫиес?», е «мӗн тӑхӑнас?» тесе ан пӑшӑрханӑр — 32ҫакна пурне те суя тӗнлӗ ҫынсем шыраҫҫӗ; сире мӗн кирлине Ҫӳлти Аҫӑр Хӑй пӗлсе тӑрать. 33Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн, Турӑ ирӗкне туса тӑрассишӗн тӑрӑшӑр, ытти вара пурте пулӗ сире. 34Ҫапла ӗнтӗ ыранхи куншӑн ан тӑрӑшӑр: ыранхи кун хӑйшӗн хӑй тӑрӑшӗ. Кашни кунӑн хӑйӗн йывӑрлӑхӗ те ҫителӗклех.
Currently Selected:
Матфей ҫырнӑ Евангели 6: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: