Малахия 2
2
1Ҫапла ӗнтӗ, священниксем, ҫак ӳкӗт сирӗн валли: 2эхер те эсир итлеместӗр пулсан, Манӑн ятӑма мухтассине чӗрӗр патне илместӗр пулсан, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сирӗн ҫине ылхан ярӑп, сирӗн пиллӗхӗрсене ылханӑп, ылханатӑп та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫакна чӗререн тӑвасшӑн мар. 3Акӑ Эпӗ сире хулсӑр тӑратса хӑварӑп, питӗр-куҫӑр ҫине тислӗк, хӑвӑр кӳнӗ уяв парнисен тислӗкне, сапӑп, сире ҫавӑнпа пӗрле кӑларса ывӑтӗҫ. 4Эсир вара Эпӗ ҫакӑ ӳкӗте Левийпе пӗрле хывнӑ халалӑма сыхласа хӑвармашкӑн панине пӗлӗр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. 5Эпӗ унпа пӗрле хывнӑ халалӑм пурӑнӑҫпа канӑҫлӑх халалӗччӗ, Эпӗ ӑна вӑл хӑраса тӑтӑр тесе патӑм, вӑл Манран хӑраса тӑратчӗ, Манӑн ятӑма пӗтӗм чӗререн хисеплетчӗ. 6Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче чӑнлӑх саккунӗччӗ, унӑн ҫӑварӗнчен суя тухмастчӗ; Манпа пӗрле вӑл канӑҫлӑхпа, тӳрӗлӗхпе ҫӳретчӗ, нумайӑшне ҫылӑхран сивӗтетчӗ. 7Священник чӗлхи-ҫӑварӗ саккуна пӗлнине упрама тивӗҫлӗ, унран ҫавӑн ҫинчен вӗрентессе кӗтеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл — Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн хыпарҫи. 8Анчах эсир ҫак ҫултан пӑрӑнтӑр, илӗртсе, нумайӑшне саккун тӗлӗшӗнчен иккӗленмелле турӑр, Левийпе хывнӑ халала пӑсрӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. 9Ҫакӑншӑн ӗнтӗ Эпӗ сире пӗтӗм халӑх умӗнче хӑвӑртан йӗрӗнмелле тӑвӑп, мӗскӗне хӑварӑп, мӗншӗн тесен эсир Манӑн ҫула уямастӑр, саккун ӗҫӗнче икӗпитленетӗр.
10Пирӗн пурин те пӗр Атте мар-и вара? Пӗр Турӑ пултарман-и пире? Мӗншӗн-ха эпир пӗр-пӗрне улталаса аттемӗрсем хывнӑ халала пӑсатпӑр?
11Иуда улталать, Израильпе Иерусалимра ирсӗр ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ: Иуда Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ вырӑнне, хӑй юратнӑскерне, кӗҫӗне хӑварнӑ, ют туррӑн хӗрне качча илнӗ. 12Ҫӳлхуҫа ҫавӑн пек тӑваканӑн хуралӗнче ларакана, хурав паракана, тата Саваоф Ҫӳлхуҫана парне кӳрекене Иаков чатӑрӗсенче пӗтерсе тухӗ.
13Эсир тата акӑ мӗн тӑватӑр: эсир Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ ҫине йӗрсе те ӳлесе куҫҫулӗ тӑктаратӑр, Вӑл парнесем ҫине текех пӑхмасть ӗнтӗ, сирӗн аллӑртан ҫырлахтаракан парне те йышӑнмасть. 14«Мӗншӗн-ха?» тейӗр эсир. Акӑ мӗншӗн: Ҫӳлхуҫа санпа хӑвӑн ҫамрӑк чухнех пӗрлешнӗ арӑму хушшинче мӗн пулнине курса тӑнӑ, кайран эсӗ арӑмна улталанӑ, вӑл вара — санӑн ҫывӑх тусу, санӑн саккунлӑ арӑму. 15Анчах пӗри те ҫавӑн пекех туманччӗ-и-ха? лайӑхран та лайӑхскер марччӗ-и вӑл? мӗн турӗ-ха ҫавӑ? Вӑл Турӑран тӑхӑм илесшӗнччӗ. Ҫапла ӗнтӗ, хӑвӑр чунӑра сыхлӑр, никам та хӑйӗн ҫамрӑк чухнех пӗрлешнӗ арӑмне хирӗҫле ултавлӑ ӗҫ ан тутӑр. 16Эхер те эсӗ ӑна кураймастӑн пулсан, уйӑрса яр, тет Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ; кӳренӳ унӑн тумтирне хуплӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа; ҫавӑнпа хӑвӑр чунӑра астуса тӑрӑр, ултавлӑ ӗҫ ан тӑвӑр.
17Эсир Ҫӳлхуҫана хӑвӑр сӑмахӑрпа ҫиллентеретӗр, хӑвӑр: «мӗн туса ҫиллентеретпӗр-ха эпир Ӑна»? теетӗр. Эсир: «усал тӑвакан кирек кам та — Ҫӳлхуҫа умӗнче лайӑх, ҫавӑн пеккисене Вӑл кӑмӑллать» е тата: «ӑҫта тӳрӗ сут Турри?» теетӗр, ҫавӑнпа ҫиллентеретӗр.
Currently Selected:
Малахия 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.