Bible App logo
Search Icon

Малахия 1

1
1Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне малашне мӗн пулассине Малахия урлӑ пӗлтерсе каланӑ сӑмах.
2Эпӗ сире юрататӑп, тет Ҫӳлхуҫа. Эсир вара: «пире юратнине Эсӗ мӗн туса кӑтартрӑн?» теетӗр. — Исав Иаковӑн пиччӗшӗ мар-и вара? тет Ҫӳлхуҫа; ҫапах та Эпӗ Иакова юратрӑм, 3Исава вара курайми пултӑм, унӑн тӑвӗсене тустарса тухрӑм, унӑн ҫӗрне пушхир шакалӗсене патӑм. 4Эхер те Эдом: «эпир ҫука юлтӑмӑр, анчах мӗн аркатнине эпир ҫӗнӗрен тӑвӑпӑр» тет пулсассӑн, Саваоф Ҫӳлхуҫа вара ҫапла калать: вӗсем туса лартӗҫ, Эпӗ ҫӗмӗрӗп, тет. Ӗнтӗ Эдом ҫинчен ку усал ҫӗр, ку халӑха Ҫӳлхуҫа яланлӑхах ҫилленнӗ теме пуҫлӗҫ. 5Ҫакна хӑвӑр куҫӑрпа хӑвӑрах куратӑр акӑ, вара: «Израиль ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫа асла тухрӗ!» теетӗр.
6Эй священниксем, Манӑн ятӑма чыссӑра кӑларакансем, Саваоф Ҫӳлхуҫа сире ҫапла калать: ывӑлӗ ашшӗне, чура хӑйӗн патшине хисеплет; Эпӗ Атте пулсан, Мана хисеплесси ӑҫта? Эпӗ Патша пулсан, Мана сума сӑвасси ӑҫта? Эсир: «Сан ятна мӗн туса чыссӑра кӑларатпӑр-ха эпир?» теетӗр. 7Эсир Манӑн парне вырӑнӗ ҫине таса мар ҫӑкӑр илсе килетӗр, хӑвӑр вара: «Сана мӗн туса чыссӑра кӑларатпӑр-ха?» теетӗр. — «Ҫӳлхуҫа сӗтелне хисепе хумалӑх ҫук» тенипе. 8Парне кӳме суккӑр выльӑх илсе пыни начар мар-и вара? е уксаххине, чирлине илсе пыни начар мар-и тата? Ҫакна хӑвӑн пуҫлӑхна кӳр-ха: вӑл санпа кӑмӑллӑ пулӗ-и, кӑмӑллӑн хапӑл тӑвӗ-и вӑл сана? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. 9Ҫавӑнпа Турра кӗлтӑвӑр, Вӑл пире каҫартӑрччӗ; анчах эсир ҫакӑн пек туса тӑратӑр пулсан, Вӑл сире кӑмӑллӑн йышӑнма пултарӗ-и? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. 10Манӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӑлӑхах вут ҫунтариччен пӗрех хут сирӗнтен хӑшӗ те пулин алӑка питӗрсе илинччӗ. Эпӗ сире кӑмӑл тумастӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, сирӗн аллӑр панӑ парне те Маншӑн юрӑхлӑ мар. 11Тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм аслӑ пулӗ, кирек ӑҫта та Манӑн ятӑм умӗнче фимиам тӗтӗрӗҫ, таса парне кӳрӗҫ; халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм аслӑ пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. 12Эсир вара: «Ҫӳлхуҫа сӗтелне хисепе хумалӑх ҫук, унран килекен тупӑш — ниме тӑман апат анчах» тесе ӑна хурлатӑр. 13Тата: «ав ӗҫӗ мӗн чухлӗ!» тесе калатӑр та ҫав апата тиркетӗр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, эсир парне кӳме вӑрланине, уксаххине, чирлине илсе килетӗр, ҫӑкӑр парни те сирӗн ҫавӑн йышшиех: ҫакна Эпӗ сирӗн аллӑртан кӑмӑлласа йышӑнма пултарӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа. 14Хӑйӗн кӗтӗвӗнче айӑпсӑр аҫа выльӑх пур ҫинчех, хӑй тупа тунӑ ҫинчех Ҫӳлхуҫана парне кӳме пӑсӑккине илсе пыракан ултавҫӑ ылханлӑ: Эпӗ — аслӑ Патша, халӑхсем хушшинче Манӑн ятӑм хӑрушӑ.

Currently Selected:

Малахия 1: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in