YouVersion Logo
Search Icon

Лука ҫырнӑ Евангели 15

15
1Пӗррехинче Иисус сӑмахне итлеме пынӑ куланай пухакансем тата ытти ҫылӑхлӑ ҫынсем Ун тавра нумаййӑн пуҫтарӑннӑ. 2Фарисейсемпе кӗнекеҫӗсем ӗнтӗ ӳпкелешсе калаҫнӑ: Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене хапӑл тӑвать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет, тенӗ. 3Вӑл вара вӗсене ҫак ытарӑша каласа панӑ: 4сирӗн хӑшӗн те пулин ҫӗр пуҫ сурӑх пулсан, вӑл вӗсенчен пӗрне ҫухатсан, тӑхӑрвунӑ тӑххӑрӗшне пушхире хӑварса, ҫухалнӑ сурӑхне мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и? 5Тупсассӑн савӑннипе ӑна хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хурӗ; 6килне таврӑнсан тусӗсене, кӳршисене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене ҫапла калӗ: «савӑнӑр манпа пӗрле — эпӗ ҫухалнӑ сурӑхӑма тупрӑм» тейӗ. 7Калатӑп сире: тӳпере те ҫапла пулӗ: пӗр ӳкӗнекен ҫылӑхлӑ ҫыншӑн ӳкӗнмелли ҫылӑхсӑр тӑхӑрвунӑ тӑхӑр сӑваплӑ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ. 8Е тата пӗр-пӗр хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ драхма укҫинчен пӗр драхмине ҫухатсан, ҫурта ҫутса, урайне шӑла-шӑла, мӗн тупичченех епле тӑрӑшса шырамӗ ӑна? 9Тупсассӑн вӑл тусӗсене, кӳршӗ арӑмӗсене чӗнсе пуҫтарӗ те калӗ: «савӑнӑр манпа пӗрле, эпӗ ҫухатнӑ драхмӑна тупрӑм» тейӗ. 10Калатӑп сире: пӗр ҫылӑхлӑ ҫын ӳкӗнсен те Турӑ ангелӗсем ҫавӑн пек савӑнаҫҫӗ, тенӗ.
11Тата каланӑ: пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ; 12кӗҫӗнни ашшӗне каланӑ: «атте! мана хама тивӗҫлӗ пурлӑха уйӑрса пар» тенӗ. Ашшӗ вара ывӑлӗсене пурлӑхне уйӑрса панӑ. 13Нумай та вӑхӑт иртмен, кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпе пуҫтарнӑ та аякри ҫӗре тухса кайнӑ; унта аскӑнланса пурӑнса хӑйӗн пурлӑхне салатса пӗтернӗ. 14Пурлӑхӗ пӗтнӗ вӑхӑтра ҫав ҫӗршывра хаяр выҫлӑх пулнӑ, вӑл ӗнтӗ аптӑра пуҫланӑ; 15вӑл вара ҫав ҫӗрте пурӑнакан пӗр ҫын патне кайса тара кӗрӗшнӗ; лешӗ ӑна хӑй хирне сысна кӗтме янӑ; 16вӑл хӑй хырӑмне сысна ҫиекен ҫимӗҫпе тӑрантарса пурӑнма та хавас пулнӑ, анчах ӑна никам та нимӗн те паман. 17Вара вӑл шухӑшласа илнӗ те каланӑ: «манӑн аттемӗн мӗн чухлӗ тарҫӑ тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе пурӑнать, эпӗ выҫӑ вилетӗп! 18тӑрам та аттем патне каям, ӑна калам: «эй аттемӗм! эпӗ тӳпе умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, 19ӗнтӗ хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар; мана хӑв патна тарҫа илсемччӗ, тейӗп» тенӗ. 20Тӑнӑ та ашшӗ патне тухса кайнӑ. Ашшӗ ӑна аякранах курнӑ та, хӗрхенсе, хирӗҫ чупса пырса мӑйӗнчен ыталаса чуптӑва пуҫланӑ. 21Ывӑлӗ ӑна каланӑ: «эй аттемӗм! эпӗ тӳпе умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, ӗнтӗ хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар» тенӗ. 22Ашшӗ вара хӑйӗн чурисене ҫапла хушнӑ: «чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна, пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнмалли парӑр; 23тата ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва илсе килсе пусӑр — ӗҫсе ҫиер, савӑнар: 24ку ывӑлӑм маншӑн вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ» тенӗ. Вара савӑна пуҫланӑ. 25Аслӑ ывӑлӗ унӑн хирте пулнӑ; киле таврӑннӑ чухне вӑл, ҫурчӗ патне ҫитсен, савӑнса юрланине, хаваслӑ шава илтнӗ те 26пӗр тарҫине чӗнсе илсе ыйтнӑ: «кунта мӗн пулнӑ?» тенӗ. 27Лешӗ каланӑ ӑна: «шӑллу таврӑнчӗ; аҫу, вӑл сывӑ таврӑннишӗн савӑннипе, ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва пустарчӗ» тенӗ. 28Ку ҫилленнӗ те пӳрте те кӗресшӗн пулман. Ашшӗ ӑна хӑй тухса чӗннӗ. 29Вӑл ашшӗне ҫапла хуравласа каланӑ: «акӑ эпӗ миҫе ҫул саншӑн ӗҫлесе пурӑнатӑп, нихӑҫан та санӑн сӑмахунтан иртмен эпӗ; ҫапах та эсӗ мана тусӑмсемпе савӑнмашкӑн нихӑҫан та качака путекки те памарӑн; 30ку ывӑлу, хӑй пурлӑхне аскӑн хӗрарӑмсемпе ҫӳресе салатса пӗтернӗскер, килнӗ те, уншӑн эсӗ ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва пустарнӑ» тенӗ. 31Ашшӗ ӑна каланӑ: «эй ывӑлӑм! эсӗ яланах манпа пӗрле, манӑн мӗн пурри пурте санӑн; 32мӗнле савӑнас-хӗпӗртес мар-ха: санӑн ку шӑллу вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ» тенӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in