YouVersion Logo
Search Icon

Лука ҫырнӑ Евангели 14

14
1Пӗррехинче шӑматкун Иисусӑн пӗр фарисейсен пуҫлӑхӗн килӗнче апатланма тӳр килнӗ; Ӑна сӑнасах тӑнӑ. 2Акӑ Ун умне шыв чирӗпе асапланакан ҫын пырса тӑнӑ. 3Ҫав майпа Иисус саккунҫӑсемпе фарисейсенчен ыйтнӑ: шӑматкун чиртен сыватма юрать-и? тенӗ. 4Лешӗсем чӗнмен. Вара Иисус ӑна сӗртӗнсе сыватнӑ та килне янӑ. 5Ҫавӑн чухне вӗсене каланӑ: сирӗн хушшӑрта камӑн та пулин ашакӗ е вӑкӑрӗ пусса кайсан, вӑл ӑна, шӑматкун пулсан та, ҫийӗнчех туртса кӑлармӗ-и? тенӗ. 6Ҫакна хирӗҫ Ӑна нимӗн те калайман.
7Чӗннӗ хӑнасем малти вырӑнсене суйласа ларнине курсассӑн, вӗсене Вӑл ытарӑш каласа панӑ: 8сана пӗр-пӗр ҫын туя чӗнсен, эсӗ малти вырӑна кӗрсе ан лар: унӑн чӗннӗ хӑнисем хушшинче, тен, санран хисеплӗреххи пулӗ, 9вара сана та, ӑна та чӗнекен хуҫа сан патна пырӗ те: «ху вырӑнна ҫакна ларт-ха» тейӗ; ун чухне санӑн намӑсланса чи кайри вырӑна кайса лармалла пулӗ. 10Хӑвна хӑнана чӗнсен, эсӗ чи кайри вырӑна кӗрсе лар, хӑвна хӑнана чӗнекеннин сан патна пырса: «тусӑм! тӗпелерех иртсе лар» тесе каламалла пултӑр; сана вара хӑвӑнпа пӗрле ларакансем умӗнче хисеп пулӗ: 11кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ, тенӗ. 12Тата Хӑйне чӗнсе кӗртекене те каланӑ: эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апат тунӑ чухне тусусене, тӑванусене, хурӑнташусене, пуян кӳршӳсене ан чӗн, кайран вӗсем те сана чӗнӗҫ те, ҫавӑ саншӑн ырӑлӑх илни пулӗ. 13Эсӗ ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвас пулсассӑн ыйткалакансене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене чӗн: 14вӗсенӗн сана ырӑпа тавӑрмашкӑн нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа эсӗ телейлӗ пулӑн: уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрсан тавӑрса парӗҫ, тенӗ. 15Ҫакна илтсессӗн Унпа пӗрле кӗрекере ларакансенчен пӗри каланӑ Ӑна: Турӑ Патшалӑхӗнче ҫӑкӑр ҫиес ҫын телейлӗ, тенӗ. 16Вӑл ӑна каланӑ: пӗр ҫын каҫхи пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, йышлӑ хӑна чӗннӗ; 17ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑчӗ ҫитсен, вӑл хӑйӗн чурине чӗнсе хӑнисем патне: «ӗнтӗ пурте хатӗр — пырӑр» тесе калама янӑ. 18Анчах лешӗсем, пӗрле сӑмах татнӑ пек, каҫару ыйта пуҫланӑ. Пӗри ӑна каланӑ: «эпӗ ҫӗр туянтӑм, манӑн ҫавна пӑхма каймалла; ӗнтӗ каҫарсам мана» тенӗ. 19Тепӗри каланӑ: «эпӗ пилӗк мӑшӑр вӑкӑр туянтӑм, ҫавсене ҫӳретсе пӑхма каятӑп; ӗнтӗ каҫарсам мана» тенӗ. 20Виҫҫӗмӗшӗ тата: «эпӗ авлантӑм, ҫавӑнпа пыраймастӑп» тенӗ. 21Чури таврӑннӑ та ҫакна хуҫине каласа панӑ. Кил хуҫи вара, ҫилленсе ҫитсе, чурине каланӑ: «часрах хула урамӗсене, тӑкӑрлӑкӗсене кай та ыйткалакансене, чӑлахсене, уксахсене, суккӑрсене илсе кил кунта» тенӗ. 22Чури ӗнтӗ: «хуҫамӑм! эсӗ хушнӑ пек турӑм, вырӑн тата та пур-ха» тенӗ. 23Хуҫи каланӑ ӑна: «эппин, ҫулсем-сукмаксем тӑрӑх кай, ҫатан-вӗрлӗк таврашне ҫитсе ӳкӗтлесе ҫӳре, ҫуртӑм туллиех тултӑр. 24Калатӑп сире: ҫав чӗнсе хунисенчен манӑн ӗҫкӗ-ҫикӗме пӗри те ӗҫсе ҫиеймӗ: чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал» тенӗ.
25Иисуспа пӗрле темӗн чухлӗ халӑх пынӑ; Вӑл ҫавӑрӑнса пӑхса вӗсене каланӑ: 26Ман патӑма килекен хӑй ашшӗне, амӑшне, арӑмне, ачи-пӑчине, пиччӗшне-шӑллӗне, аппӑшне-йӑмӑкне, ҫавӑн пекех тата хӑйӗн пурӑнӑҫне те курайми пулмасан, вӑл Манӑн вӗренекенӗм пулма пултараймасть; 27кам хӑйӗн хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ Манӑн вӗренекенӗм пулма пултараймасть. 28Эсир кам та пулин пашне лартас тесен, малтан вӑл мӗн хака ӳкессине, ӑна туса пӗтерме хатӗрӗ ҫитесси-ҫитмессине шутласа пӑхмӑр-и? 29Унсӑрӑн никӗсне хурсан, туса пӗтереймесен, куракансем пурте кулӗҫ унран: 30«ку ҫын тума пуҫларӗ те туса пӗтереймерӗ» тейӗҫ. 31Е тата пӗр патша тепӗр патшана хирӗҫ вӑрҫа каяс умӗн хӑй ҫине ҫирӗм пин ҫынпа пыракан патшана вунӑ пин ҫынпа хирӗҫ тӑма вӑйӗ ҫитессипе ҫитмесси ҫинчен епле-ха малтан ларса канаш тумӗ? 32Вӑйӗ ҫитес пек туйӑнмасан, лешӗ аякра чухнех вӑл ун патне килӗшӳ сӗнсе хӑйӗн ҫыннисене ярӗ. 33Ҫавӑн пекех эсир те нихӑшӗ те, хӑйӗн мӗнпур пурлӑхӗнчен уйӑрӑлмасан, Манӑн вӗренекенӗм пулаймӑр. 34Тӑвар — ырӑ япала; анчах тӑвар хӑйӗн хӑватне ҫухатсан, ӑна епле хӑват кӗртмелле? 35Вӑл ӗнтӗ ҫӗре те, тислӗке те юрӑхлӑ мар — ӑна кӑларса тӑкаҫҫӗ. Илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in