YouVersion Logo
Search Icon

Иеремия ҫырӑвӗ 1

1
1Иеремия ку ҫырӑва Вавилон патши Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ ҫынсем патне ҫырнӑ: вӑл вӗсене Турӑ хӑйне мӗн пӗлтернине хыпарласшӑн пулнӑ.
2Турӑ умӗнче тунӑ ҫылӑхсемшӗн сире Навуходоносор — Вавилон патши — Вавилона тыткӑна илсе кайӗ. 3Вавилона ҫитсессӗн, эсир унта нумай ҫул, нумай вӑхӑт, — ҫичӗ сыпӑка ҫитичченех, — пурӑнатӑр; ҫавӑн хыҫҫӑн тин Эпӗ сире унтан лӑплантарса илсе тухӑп. 4Эсир ӗнтӗ Вавилонра хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳрекен, суя тӗнлӗ ҫынсене хӑратса тӑракан кӗмӗл, ылтӑн, йывӑҫ турӑсене куратӑр. 5Хӑвӑр та ҫав ют йӑх ҫыннисем пек пулса каясран, хӑвӑр та вӗсен туррисенчен хӑрама тытӑнасран сыхланӑр. Вӗсен умӗ-хыҫӗнче ҫав турӑсене пуҫҫапакансен ушкӑнне курсассӑн, хӑвӑр ӑшӑрта: эй Патшамӑр, Сана пуҫҫапмалла! тейӗр. 6Манӑн ангелӑм сирӗнпе пӗрле, вӑл — сирӗн чунӑра хӳтӗлекенӗ. 7Вӗсен чӗлхине ӳнерҫӗ якатса тунӑ, хӑйсене вӗсене ылтӑнпа кӗмӗл сӑрнӑ; анчах суя вӗсем, калаҫма та пултараймаҫҫӗ. 8Капӑрланма юратакан хӗр валли тунӑ пек, вӗсем ылтӑн илеҫҫӗ те хӑйсен туррисем валли пуҫкӑшӑль тӑваҫҫӗ. 9Тепӗр чухне тата апӑссем хӑйсен туррисен ылтӑн-кӗмӗлне вӑрлаҫҫӗ те унпа хӑйсем усӑ кураҫҫӗ; 10аскӑн арӑмсен килне пыраҫҫӗ те ҫавсене вӑрланинчен уйӑрса параҫҫӗ; ылтӑн, кӗмӗл, йывӑҫ турӑсене, ҫынна капӑрлатнӑ пек, тумтирпе капӑрлантараҫҫӗ. 11Анчах лешӗсем, хӑйсене хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнтартнӑ пулин те, тутӑхпа кӗверен ҫӑлӑнаймаҫҫӗ. 12Хӑйсен ҫуртӗнче вӗсен пичӗ-куҫӗ ҫине тусан ларса тулать, вара вӗсене шӑла-шӑла тасатаҫҫӗ. 13Ӗнтӗ суя турра этем аллинче, тӳре аллинче, пулакан туя тыттарнӑ, анчах вӑл хӑй умӗнче айӑпа кӗнине вӗлерме пултараймасть. 14Сылтӑм аллинче хӗҫпе хӑрт пур, хӑйне вара ҫартан та, хурахсенчен те сыхлаймасть: ҫакӑнтанах вӗсем турӑ маррине пӗлме пулать; ҫавӑнпа вӗсенчен ан хӑрӑр. 15Ҫӗмӗрӗлнӗ савӑт ҫыншӑн юрӑхсӑра тухать, вӗсен туррисем — шӑп ҫавӑн пек. 16Хӑйӗн ҫуртне вырӑнаҫтарнӑ йӗрӗхӗн куҫне ӗнтӗ кӗрен-тухан ури ҫӗклекен тусан тулса ларать. 17Патшана кӳрентернӗ ҫынна вӗлерме илсе кайсассӑн ун кил-ҫурчӗн алӑкне хупса лартнӑ пекех, йӗрӗх ҫурчӗсене вӑрӑ-хурах ҫаратасран апӑссем алӑксене ҫӑрапа питӗрсе, сӑлӑп ярса хуралласа тӑраҫҫӗ; 18вӗсем валли хӑйсем валли ҫутнинчен ытларах ҫутаткӑҫ ҫутаҫҫӗ, лешӗсем вара ҫавна пӗрне те курма пултараймаҫҫӗ. 19Вӗсем — ҫурт пӗрени пекех; вӗсен чӗрине ҫӗр хурчӗсем кӗшӗклеҫҫӗ, вӗсене хӑйсене те, вӗсен тумтирне те ҫисе яраҫҫӗ, — вӗсем ҫавна туймаҫҫӗ те. 20Хӑйсен ҫуртӗнче тӗтӗрен тӗтӗмпе вӗсен пичӗ-куҫӗ хуралсах ларнӑ. 21Вӗсен кӳлепи ҫине, пуҫӗ ҫине ҫара ҫерҫи, чӗкеҫ, ытти кайӑк вӗҫсе килсе ларать, вӗсем тӑрӑх кушак та чакаланса хӑпарать. 22Ҫакӑнтан ӗнтӗ вӗсем турӑ маррине ӑнланса илейӗр; эппин, вӗсенчен ан хӑрӑр.
23Вӗсене илемшӗн сӑрнӑ ылтӑна тутӑхран никам та тасатмасассӑн, вӗсем йӑлтӑртатма пӑрахаҫҫӗ; вӗсем хӑйсене шӑратса тунине те туйман. 24Хаклӑ хак парса туяннӑ вӗсене, анчах вӗсенӗн сывлӑшӗ ҫук. 25Урасӑрскерсене, вӗсене хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ, ҫакӑ ӗнтӗ ҫынсене вӗсем ӑҫтиҫук ҫеҫ пулнине кӑтартса парать те; вӗсене ӗҫлесе тӑраканнисем те намӑса юлаҫҫӗ, 26мӗншӗн тесессӗн вӗсем, ҫӗре ӳкес пулсан, хӑйсем тӗллӗн тӑраймаҫҫӗ; ҫавӑн пекех кам та пулин вӗсене тӳрӗ лартса хурас-тӑк, вӗсем хӑйсем тӗллӗн куҫаймаҫҫӗ, кам та пулсан тайӑлтарса тӑратас-тӑк, тӳрленсе тӑраймаҫҫӗ, анчах вӗсен умне, виле умне хунӑ пек, парнесем хураҫҫӗ. 27Апӑссем вӗсен парнисене сутаҫҫӗ, вӗсемпе иртӗнсе ашкӑнаҫҫӗ; ҫавӑн пекех вӗсен арӑмӗсем те парнесен хӑш-пӗр пайне тӑварласа лартаҫҫӗ, кӗлмӗҫе те, чирлӗ ҫынна та нимӗн те памаҫҫӗ. 28Вӗсен парнисене таса мар арӑмсем те, тин ҫӑмӑлланнӑ арӑмсем те тыткалаҫҫӗ. Ҫапла ӗнтӗ, ҫакӑнтан вӗсем турӑ маррине пӗлсе, ан хӑрӑр вӗсенчен. 29Вӗсене епле турӑ темелле-ха? ҫак кӗмӗл, ылтӑн, йывӑҫ турӑсене хӗрарӑмсем парне кӳреҫҫӗ. 30Ҫав йӗрӗх ҫурчӗсенче апӑссем вара ҫуркаласа пӗтернӗ тумтирпе лараҫҫӗ, вӗсем ӗнтӗ пуҫне хырнӑ, сухалне хырнӑ, ҫара пуҫӑн лараҫҫӗ: 31хӑйсен туррисем умӗнче вӗсем хӑшӗ-пӗри вилнисене асӑннӑ чухне кӑшкӑрса йӗнӗ пек уласа йӗреҫҫӗ. 32Вӗсен тумтирне хӑшне-пӗрне апӑссем хӑйсем валли илеҫҫӗ те хӑйсен арӑмӗсене, ачисене тумлантараҫҫӗ. 33Ҫав турӑсем камран та пулин ырӑ е усал тӳсеҫҫӗ пулсан, хирӗҫ тавӑраймаҫҫӗ; патшана лартма та, ӑна патшаран сирпӗтме те пултараймаҫҫӗ. 34Ҫавӑн пекех пуянлӑх та, пӑхӑр вак укҫа та пулин параймаҫҫӗ. Хӑйсене кам та пулин мӗн тума та пулин сӑмах парсан, ҫавна тумасан шыраса илеймеҫҫӗ. 35Ҫынна вилӗмрен хӑтараймаҫҫӗ, вӑйсӑррине вӑйлинчен туртса илеймеҫҫӗ; 36суккӑра куҫ ҫути тавӑрса параймаҫҫӗ; ҫынна йывӑр чухне пулӑшаймаҫҫӗ; 37тӑлӑх арӑма хӳтӗлеймеҫҫӗ, тӑлӑх-турата ырӑ тӑваймаҫҫӗ. 38Ылтӑн та кӗмӗл сӑрнӑ ҫак йывӑҫ турӑсем ту ҫинчи чул евӗрлех, — вӗсене ӗҫлесе тӑракансем намӑса юлаҫҫӗ. 39Мӗнле-ха вӗсене турӑ теме пулать, турӑ вырӑнне хума пулать? 40Ҫитменнине, халдейсем хӑйсем те вӗсене хисепе хумаҫҫӗ, урамра чӗлхесӗре тӗл пулсассӑн, ӑна Бел патне илсе пыраҫҫӗ те туякана хистенӗ пек хистеҫҫӗ, калаҫман ҫынна калаҫакан тума ыйтаҫҫӗ. 41Ҫакна курсан та вӗсем хӑйсен туррисене пӑрахаймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен шухӑшлама пӗлмеҫҫӗ. 42Арӑмсем, пилӗкне хӑмӑш пиҫиххи ҫыхса, урамра ҫу йывӑҫӗн вӑррине ҫунтарса тӗтӗрсе лараҫҫӗ. 43Ҫавсем хӑшӗ те пулин иртсе пыракан ара кӑмӑлласа унпа ҫывӑрса илсессӗн, кайран вӑл хӑйӗн хӗр-тантӑшне «эсӗ ҫавна тивӗҫеймерӗн, санӑн пиҫиххӳне туртса татакан пулмарӗ» тесе ӳпкелет. 44Вӗсем патӗнче мӗн пулса иртни пӗтӗмпех суя. Ҫавӑнпа мӗнле-ха вӗсене турӑ теме пулать, турӑ вырӑнне хума пулать? 45Вӗсене ӳнерҫӗсемпе ылтӑн шӑратакансем тунӑ; ӳнерҫӗсем мӗнле тӑвас тенӗ вӗсене, ҫавӑн пек тунӑ, унта урӑххи нимӗн те ҫук. 46Вӗсене ӑсталаканӗсем те вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулмаҫҫӗ; 47вӗсем ӑсталани епле-ха турӑ пулайтӑр? Хӑйсем ҫинчен вӗсем суя, хӑйсен тӑхӑмӗсем валли намӑс курмалли анчах хӑварнӑ. 48Вӗсем патне вӑрҫӑ е инкек-синкек ҫитсен вара апӑссем хӑйсем хушшинче канашлаҫҫӗ, йӗрӗхӗсемпе пӗрле ӑҫта пытанасси ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. 49Хӑйсене хӑйсем вӑрҫӑран та, инкек-синкекрен те ҫӑлса хӑвараймаҫҫӗ пулсассӑн, вӗсем турӑ маррине епле ӑнланмалла мар-ха? 50Вӗсене йывӑҫран тунинченех, вӗсене ылтӑнпа кӗмӗл сӑрнинченех вӗсем суя пулнине пӗлме пулать; вӗсем турӑ марри, вӗсене ҫын алли туни, вӗсенче турӑ ӗҫӗ нимӗн те ҫукки халӑхсене те, патшасене те уҫҫӑнах курӑнмалла. 51Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем турӑ марри камшӑн ӑнланмалла мар-ха? 52Вӗсем ҫӗршыв валли патша лартаймаҫҫӗ, ҫынсене ҫумӑр параймаҫҫӗ; 53-54ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи ула курак пек, вӑйсӑр пулнӑран тавӑҫа татса параймаҫҫӗ, хур куракана хӳтӗлеймеҫҫӗ. Йывӑҫ турӑсен ҫуртне е ылтӑн-кӗмӗл сӑрнӑ турӑсен ҫуртне пушар хыпса илсессӗн, вӗсен апӑсӗсем тарса хӑтӑлӗҫ, — кусем вара, варринчи пӗренесем пек, ҫунса кайӗҫ. 55Вӗсем патшана та, тӑшмана та хирӗҫ тӑраймаҫҫӗ. Мӗнле-ха вӗсене турӑ теме пулать, мӗнле вӗсене хапӑл тума пулать? 56Ҫав турӑсем — йывӑҫран тунӑскерсем, ылтӑн-кӗмӗл сӑрнӑскерсем — хӑйсене вӑрӑсенчен те, хурахсенчен те сыхлаймаҫҫӗ: 57лешӗсем вара, вӗсенчен вӑйлӑраххисем, вӗсем ҫинчи ылтӑн-кӗмӗле, тумтире сӳсе илеҫҫӗ те тупӑшпа тухса каяҫҫӗ, кусенӗн ӗнтӗ хӑйсене хӑйсем пулӑшма та вӑйӗ ҫук. 58Ҫавӑнпа та хӑюлӑх кӑтартакан патша е килте хуҫа тыткалакан усӑллӑ савӑт суя турӑсенчен лайӑхрах, е тата килти пурлӑха сыхлакан алӑк та суя турӑсенчен лайӑхрах, е тата патша керменӗнчи йывӑҫ юпа та суя турӑсенчен лайӑхрах. 59Акӑ ҫутатмашкӑн пултарнӑ хӗвелпе уйӑх, ҫӑлтӑрсем итлеҫҫӗ, хӑйсен ӗҫне тӑваҫҫӗ. 60Ҫавӑн пекех ҫиҫӗм те ҫиҫмессерен лайӑх курӑнать; ҫавӑн пекех ҫил те кирек хӑш ҫӗршывра та вӗрет. 61Пӗлӗтсем те, хӑйсене Турӑ тӗнче ҫийӗн иртме хушсассӑн, хушнине тӑваҫҫӗ. 62Вӑрмансемпе тусене пӗтерме ҫӳлтен яракан вут-ҫулӑм та мӗн тумаллине тӑвать; кусем вара тӗсӗпе те, вӑй-хӑвачӗпе те вӗсем евӗрлӗ мар. 63Мӗншӗн-ха вара вӗсене — сут тума та, ҫынсене ырӑ тума та вӑй ҫитерейменскерсене — турӑ темелле, турӑ вырӑнне хумалла? 64Эппин, вӗсем турӑ маррине пӗлӳҫӗн вӗсенчен ан хӑрӑр. 65Патшасене вӗсем ылханаймӗҫ те, пиллеймӗҫ те; 66тӳпере те, халӑхсем умӗнче те паллӑсем кӑтартаймӗҫ; хӗвел пек ҫутатаймӗҫ, уйӑх пек ҫутӑлаймӗҫ. 67Тискер чӗрчунсем вӗсенчен лайӑхрах: вӗсем, хӳтлӗхе тарса кайса, хӑйсене хӑйсем пулӑшма пултараҫҫӗ. 68Ҫапла ӗнтӗ вӗсем турӑ пулнине эпир нимӗнрен те курмастпӑр; ҫавӑнпа вӗсенчен ан хӑрӑр. 69Пахчари катемпи нимӗн те сыхласа хӑвараймасть, ылтӑн-кӗмӗл сӑрнӑ йывӑҫ турӑсем — шӑпах ҫавӑн пек ӗнтӗ. 70Ылтӑн-кӗмӗл сӑрнӑ йывӑҫ турӑсем тата кирек мӗнле кайӑк та ларакан йывӑҫ пахчинчи йӗплӗ тӗмӗ пек е вӗсем тӗттӗм вырӑна пӑрахнӑ виле пек. 71Хӑйсем ҫийӗнчи ҫӗрсе пӗтекен хӗрхӗлтӗм те йӗпкӗн хӗрлӗ тумтирӗнченех вӗсем турӑ маррине ӑнланса илме пултаратӑр; юлашкинчен вӗсене хӑйсене те кӗшӗклесе ярӗҫ, ӗнтӗ ҫӗршыв намӑсӗ пулӗҫ.
72Ҫапла ӗнтӗ тӳрӗ ҫын йӗрӗхе уямасть: вӑл мӑшкӑлран аякра тӑрать.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in