YouVersion Logo
Search Icon

Варух 1

1
1Ҫак кӗнеке сӑмахӗсене Варух ҫырнӑ, вӑл Нирия ывӑлӗ пулнӑ, Нирия вара — Маасей ывӑлӗ, Маасей — Седекия ывӑлӗ, Седекия — Асадий ывӑлӗ, Асадий — Хелкия ывӑлӗ; Варух ҫакна Вавилонра, 2Иерусалим хулине халдейсем ярса илсе вутпа ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн пиллӗкӗмӗш ҫулхине, пӗрремӗш уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче ҫырнӑ. 3Варух ҫак кӗнекери сӑмахсене Иехонияна — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата кӗнеке вуланине итлеме пынӑ мӗнпур халӑха, 4улпутсемпе патша ывӑлӗсене, аслӑ ҫынсене, Вавилонра Суд шывӗ тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗтӗм халӑха, ватти-вӗтти таранах, пӗтӗмпе сасӑпа вуласа панӑ. 5Вӗсем ӗнтӗ йӗнӗ, типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, 6кӗмӗл пуҫтарнӑ, кашнийӗ вӑйӗ ҫитнӗ таран панӑ, 7ҫав кӗмӗле Иерусалима аслӑ священник Иоаким патне — Салом ывӑлӗн Хелкиян ывӑлӗ патне — тата священниксем патне, Иерусалимра унпа пӗрле юлнӑ пӗтӗм халӑха ярса панӑ, 8кӗмӗлпе пӗрлех сиуал уйӑхӗн вуннӑмӗш кунӗнче тата Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен илсе кайнӑ савӑтсене, Седекия — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тутарнӑ кӗмӗл савӑтсене, Иудея ҫӗрне каялла тавӑрма Варух аллине панӑскерсене, ярса панӑ; 9Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене Навуходоносор, Вавилон патши, Иерусалим хулинчен Иехонияпа аслӑ ҫынсене, алӑстисене, улпутсене, Иудея ҫӗрӗн халӑхне Вавилона куҫарса кайнӑ чухне хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ пулнӑ.
10Ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: акӑ эпир сире кӗмӗл ярса паратпӑр, ҫак кӗмӗлпе эсир пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем, ҫылӑхшӑн кӳмелли парне тата латӑн туянӑр та парне хатӗрлӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӳрӗр, 11Вавилон патши Навуходоносор пурӑнӑҫӗшӗн, унӑн Валтасар ывӑлӗ пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтӑвӑр: ҫӗр ҫинче вӗсен ӗмӗрӗ тӳпе ӗмӗрӗ пекех вӑрӑм пултӑр, тенӗ. 12Ҫӳлхуҫа пире вӑй парӗ, пирӗн куҫӑмӑра ҫутӑлтарӗ, вара эпир Вавилон патши Навуходоносор хӳттинче тата унӑн Валтасар ывӑлӗ хӳттинче пурӑнӑпӑр, вӗсемшӗн нумайччен ӗҫлесе тӑрӑпӑр, вӗсен кӑмӑлне тупӑпӑр. 13Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр, эпир ӗнтӗ хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр, Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ, Унӑн ҫилли пирӗнтен паянхи кунчченех сирӗлмест; 14хӑвӑра ярса паракан ҫак кӗнекене вуласа тухӑр: ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче уяв кунӗсенче, ятарлӑ кунсенче халӑха вуласа парӑр. 15Ҫапла калӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрта — тӳрӗлӗх, пирӗн вара пит-куҫӑмӑр, паянхи пек, намӑспа хупланнӑ, кирек хӑш иудей те, Иерусалимра пурӑнакансем те, 16патшамӑрсем те, пуҫлӑхӑмӑрсем те, священниксем те, пророксем те, аттемӗрсем те ҫавӑн пек, 17мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ, 18Ӑна пӑхӑнман, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахне итлемен, Ҫӳлхуҫамӑр хамӑра хушнӑ пек пурӑнас темен. 19Ҫӳлхуҫа пирӗн аттемӗрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑранпа мӗн паянхи кунчченех эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пӑхӑнмасӑр пурӑннӑ. Унӑн сӑмахӗсене итлемесӗр пурӑнни пире пӑшӑрхантарман та. 20Ҫавӑнпа ӗнтӗ пире, паянхи пек, инкекпе ылхан ҫитрӗ; хамӑра сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре парас тесе аттемӗрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кунах Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Моисей чури умӗнче ҫакӑн пирки каласа хунӑччӗ. 21Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахӗсене — хамӑр пата ярсах тӑнӑ пророксем урлӑ каланӑ сӑмахсене — итлемерӗмӗр эпир, 22урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑрса, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче усал ӗҫсем туса, кашнийӗ хӑйӗн усал чӗри еккипе ҫӳрерӗ.

Currently Selected:

Варух 1: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in