Сирах 51
51
1Эй Ҫӳлхуҫа Патша, Сана аслӑлам, Сана — Турра, Ҫӑлаканӑма — мухтавлам; Санӑн ятна аслӑлам: 2Эсӗ мана хӳтӗлерӗн, мана пулӑшса пытӑн, 3ӳтӗме пӗтесрен хӑтартӑн, элеклӗ чӗлхе танатинчен, суя сӑмах саракан чӗлхе-ҫӑвартан упрарӑн; хама тапӑнакансене хирӗҫ тӑнӑ чухне мана пулӑшаканӗ пултӑн, 4питех те ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран тата Хӑвӑн аслӑ ятушӑн — Эсӗ мана хыпса ҫӑтасла шатӑртаттаракан шӑлсенчен хӑтартӑн, 5манӑн чунӑма шыракансенчен, хама пусса тӑракан йывӑр хурлӑхран, 6йӗри-тавра ҫунакан вут-ҫулӑмра антӑхасран хӑтартӑн, ҫулӑм ӑшӗнче ҫунма памарӑн, 7тамӑк тӗпӗнчен туртса кӑлартӑн, таса мар чӗлхерен, суя сӑмахран, усал чӗлхе ман ҫинчен элеклесрен упрарӑн. 8Ӗнтӗ чунӑм пӗтес патнех ҫитнӗччӗ, 9кунҫулӑм ҫӗр тӗпӗнчи тамӑк патнех ҫывӑхарнӑччӗ: 10мана пур енчен те хупӑрласа илнӗччӗ, пулӑшаканӗ пулмарӗ; ҫынсем хушшинче куҫӑмпа хута кӗрекене шырарӑм — тупӑнмарӗ. 11Эй Ҫӳлхуҫа, вара Санӑн ырӑ кӑмӑлна, мӗн ӗмӗртенпе кӑтартса тӑракан ырӑ ӗҫӳсене аса илтӗм: 12Эсӗ Хӑвна шанакансене ҫӑлса тӑнине, вӗсене тӑшман аллинчен хӑтарса тӑнине аса кӳтӗм. 13Вара ҫӗр ҫинчен Ҫӳлти Турра кӗлтурӑм, вилӗмрен ҫӑлтӑрччӗ тесе тархасларӑм: 14мӑнаҫлӑ ҫынсем тапӑннӑ чухне пулӑшу ҫуккине курса, хӗн-асаплӑ кунсенче мана ан пӑрахсамччӗ тесе Ҫӳлхуҫана, Ҫӳлхуҫамӑн Ашшӗне тархасларӑм. 15Санӑн ятна вӗҫӗмсӗр мухтаса тӑрам, мухтав юрри юрласа аслӑлам: Эсӗ манӑн кӗллӗме илтрӗн: 16Эсӗ мана вилӗмрен хӑтартӑн, усал саманаран ҫӑлса хӑвартӑн. 17Ҫавӑнпа эпӗ Сана аслӑласа, мухтаса тӑрам, Ҫӳлхуҫа ятне мухтавлам.
18Яш чухнех, ҫул ҫӳреме кайичченех, хамӑн кӗллӗмре уҫҫӑнах ӑслӑлӑх шыраттӑм: 19-20Турӑ Ҫурчӗ умӗнче ӑслӑлӑх ыйтса кӗлтӑваттӑм, ӗнтӗ хам виличченех ҫавна шырӑп; ӑслӑлӑх пиҫсе ларакан иҫӗм ҫырли пек тулса ҫитсессӗн, чӗрем савӑнчӗ-хӗпӗртенчӗ; ман урасем тӳрӗ ҫулпа ҫӳрерӗҫ, мӗн ҫамрӑкранпах эпӗ ӑслӑлӑх йӗрӗпе пытӑм. 21Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ӑна хӑлхана чиксе пыраттӑм, ӑша хываттӑм, унра хам валли нумай ӑс тупаттӑм: 22ҫав тӗлӗшпе эпӗ ӑнӑҫуллӑ пултӑм. 23Хама ӑслӑлӑх Паракана мухтав кӳрем. 24Эпӗ ӑслӑлӑх хыҫҫӑн ҫӳреме шутларӑм, ырришӗн ҫирӗп тӑтӑм — намӑсланассӑм ҫук. 25Манӑн чунӑм уншӑн тимлесех ӗҫлерӗ, эпӗ саккуна тӗрӗс тытса пытӑм; 26аллӑмсене ҫӳлелле тӑсаттӑм, эпӗ унӑн унччен пӗлмен тарӑнӑшне пӗлейрӗм. 27Чунӑма ун енне тытрӑм, ҫапла тасалса, ӑслӑлӑх патне ҫитрӗм; 28чӗреме малтанласах ӑна парӑнтартӑм, ҫавӑнпа та ӑслӑлӑх мана пӑрахмӗ. 29Ӑшӑм-чиккӗм ӑна шырасшӑн ҫунчӗ, ҫавӑнпа эпӗ ырӑ тивлет тупрӑм. 30Ҫакӑншӑн Турӑ мана чӗлхе парнелерӗ, ӗнтӗ унпала Турра мухтавлӑп. 31Эй вӗренменнисем, ман патӑма ҫывӑхарӑр, вӗрентӳ ҫуртне кӗрсе вырӑнаҫӑр: 32сире вӗренни кирлӗ, чунӑр ҫавӑншӑн ҫунать. 33Чӗлхе-ҫӑварӑма уҫам та ҫапла калам сире: ӑслӑлӑха кӗмӗлсӗрех туянӑр; 34ӗнсӗре унӑн ҫӗклемӗ айне тайӑлтарӑр — чунӑр вӑл вӗрентнине хапӑллатӑр; ӑна ҫывӑхрах тупма пулать. 35Хӑвӑр куҫӑрпа хӑвӑрах куратӑр: нумай та вӑй хумарӑм — епле пысӑк канӑҫлӑх тупрӑм. 36Нумай кӗмӗл парса вӗренес пулсассӑн та вӗренӗр, вара эсир нумай ылтӑн тупатӑр. 37Чунӑр Турӑ ырӑлӑхӗшӗн савӑнтӑр, Турра мухтама ан вӑтанӑр; 38хӑвӑр ӗҫӗре вӑраха ямасӑр туса пырӑр, Вӑл вара сире тивӗҫлине хӑй вӑхӑтӗнче парса тӑрӗ.
Currently Selected:
Сирах 51: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: