YouVersion Logo
Search Icon

Пултарни 50

50
1Иосиф хӑйӗн ашшӗ ҫине ӳксе ӑна чуптӑва-чуптӑва йӗнӗ. 2Унтан Иосиф хӑйӗн эмелҫӗ-тарҫисене ашшӗне ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейлеме хушнӑ; эмелҫисем Израиле ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейленӗ. 3Вӑл вилни хӗрӗх кун ҫитнӗ: ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейлесси ҫав вӑхӑта пырать; Египет ҫыннисем уншӑн ҫитмӗл кун хурланса хӳхленӗ.
4Иаковшӑн хӳхлес кунсем иртсессӗн, Иосиф фараон таврашӗнчи пуҫлӑхсене каланӑ: эпӗ сирӗн умӑрта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, эсир фараона ҫапла каласа парӑр: 5аттем мана ҫапла тупа тутарчӗ: акӑ эпӗ вилетӗп; мана ҫавӑнта, Ханаан ҫӗрӗнчи хам алтса тунӑ тупӑклӑха, пытарӑр, терӗ. Эпӗ халӗ кайӑттӑм та аттене пытарса каялла таврӑнӑттӑм тесе калать, тейӗр, тенӗ. [Иосиф сӑмахӗсене фараона каласа панӑ.] 6Вара фараон каланӑ: аҫу тупа тутарнӑ пек ту: кай та ӑна пытарса кил, тенӗ. 7Иосиф хӑйӗн ашшӗне пытарма кайнӑ. Унпа пӗрле фараонӑн мӗнпур тарҫи, унӑн килӗнчи аслӑ ҫынсем, Египет ҫӗрӗнчи мӗнпур аслӑ ҫын кайнӑ, 8Иосиф килӗнчи мӗнпур ҫын, унӑн пиччӗшӗсем, ашшӗ килӗнчи ҫынсем пурте кайнӑ. Гесем ҫӗрӗнче ачисене ҫеҫ, вак выльӑхӗпе шултӑра выльӑхне ҫеҫ хӑварнӑ. 9Иосифпа пӗрле урапаллӑ ҫарсемпе утлӑ ҫарсем пынӑ, ҫапла халӑх питех те йышлӑ пулнӑ. 10Вӗсем Иордан хӗрринчи Горен-гаатад патне ҫитнӗ те ҫавӑнта питӗ хытӑ макӑрнӑ, темӗн тӗрлӗ йӗнӗ; Иосиф ашшӗшӗн унта ҫичӗ кун хушши хӳхленӗ. 11Ҫав ҫӗрте пурӑнакансем, ханаансем, Горен-гаатад патӗнче хӳхленине курнӑ та каланӑ: ку Египет ҫыннисем ытла та татӑлса йӗреҫҫӗ! тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна [вӑл вырӑна] «Египет ҫыннисен Иордан хӗрринчи хӳхлевӗ» теҫҫӗ. 12Иаков ывӑлӗсем вара хӑйсенӗн ашшӗне хӑй каласа хӑварнӑ пек тирпейленӗ; 13ывӑлӗсем ӑна Ханаан ҫӗрне илсе кайнӑ та Махпела хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне пытарнӑ, Мамре ҫывӑхӗнчи ҫав вырӑна Авраам хӑй валли хирӗ-мӗнӗпех хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ. 14Ашшӗне пытарнӑ хыҫҫӑн Иосиф хӑй те, унӑн тӑванӗсем те, унпа пӗрле унӑн ашшӗне пытарма пынӑ ҫынсем те пурте каялла Египета таврӑннӑ.
15Иосиф тӑванӗсем хӑйсен ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн каланӑ: Иосиф пире курайми пулсассӑн, хӑйне усал тунӑшӑн пире тавӑрма шухӑш тытсассӑн, мӗн пулать-ха? тенӗ. 16Вӗсем Иосиф патне ҫапла калама ҫын янӑ: хӑй вилес умӗн аҫу ҫапла пиллесе хӑварчӗ: 17Иосифа ҫапла калӑр: тӑванусем сана усал тунӑччӗ, эсӗ вӗсен айӑпне, вӗсен ҫылӑхне каҫар, тейӗр, терӗ. Халӗ ӗнтӗ хӑвӑн аҫу Туррийӗн чурисен айӑпӗсене каҫарсам, тенӗ. Хӑйне ҫапла каланӑ чухне Иосиф йӗрсе тӑнӑ. 18Тӑванӗсем хӑйсем те пынӑ, вӗсем унӑн умне ӳксе ӑна каланӑ: акӑ эпир санӑн чурусем пулатпӑр, тенӗ. 19Иосиф каланӑ: ан хӑрӑр, эпӗ Турӑран хӑратӑп; 20акӑ эсир мана хирӗҫ усал шухӑш тытнӑччӗ; анчах та Турӑ халӗ мӗн пулнине тумашкӑн — йышлӑ халӑх пурӑнӑҫне сыхласа хӑвармашкӑн — сирӗн усал шухӑшӑра ырра ҫавӑрчӗ; 21эппин, ан хӑрӑр: эпӗ сире те, сирӗн ачӑрсене те тӑрантарса усрӑп, тенӗ. Вӑл вӗсене лӑплантарнӑ, вӗсен кӑмӑлне килмелле калаҫнӑ.
22Вара Иосиф хӑй те, унӑн ашшӗн килӗ-йышӗ те Египетра пурӑннӑ; мӗнпурӗ Иосиф ҫӗр те вунӑ ҫул пурӑннӑ; 23Иосиф Ефрем ачисене виҫҫӗмӗш сыпӑк таранчченех курнӑ, Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗсем те Иосиф чӗрҫи ҫинех ҫуралнӑ. 24Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: эпӗ вилетӗп, Турӑ сирӗн пата килетех, Вӑл сире ҫак ҫӗртен Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе тухӗ, тенӗ. 25Иосиф Израиль ывӑлӗсене тупа тутарса каланӑ: Турӑ сирӗн пата килсессӗн, манӑн шӑммӑмсене кунтан илсе тухӑр, тенӗ. 26Иосиф ҫӗр вунӑ ҫулта вилнӗ. Ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе Египет ҫӗрӗнче арчана хурса пытарнӑ.

Currently Selected:

Пултарни 50: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in