1
Пултарни 50:20
БИБЛИ
CHB
акӑ эсир мана хирӗҫ усал шухӑш тытнӑччӗ; анчах та Турӑ халӗ мӗн пулнине тумашкӑн — йышлӑ халӑх пурӑнӑҫне сыхласа хӑвармашкӑн — сирӗн усал шухӑшӑра ырра ҫавӑрчӗ
Compare
Explore Пултарни 50:20
2
Пултарни 50:19
Иосиф каланӑ: ан хӑрӑр, эпӗ Турӑран хӑратӑп
Explore Пултарни 50:19
3
Пултарни 50:21
эппин, ан хӑрӑр: эпӗ сире те, сирӗн ачӑрсене те тӑрантарса усрӑп, тенӗ. Вӑл вӗсене лӑплантарнӑ, вӗсен кӑмӑлне килмелле калаҫнӑ.
Explore Пултарни 50:21
4
Пултарни 50:17
Иосифа ҫапла калӑр: тӑванусем сана усал тунӑччӗ, эсӗ вӗсен айӑпне, вӗсен ҫылӑхне каҫар, тейӗр, терӗ. Халӗ ӗнтӗ хӑвӑн аҫу Туррийӗн чурисен айӑпӗсене каҫарсам, тенӗ. Хӑйне ҫапла каланӑ чухне Иосиф йӗрсе тӑнӑ.
Explore Пултарни 50:17
5
Пултарни 50:24
Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: эпӗ вилетӗп, Турӑ сирӗн пата килетех, Вӑл сире ҫак ҫӗртен Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе тухӗ, тенӗ.
Explore Пултарни 50:24
6
Пултарни 50:25
Иосиф Израиль ывӑлӗсене тупа тутарса каланӑ: Турӑ сирӗн пата килсессӗн, манӑн шӑммӑмсене кунтан илсе тухӑр, тенӗ.
Explore Пултарни 50:25
7
Пултарни 50:26
Иосиф ҫӗр вунӑ ҫулта вилнӗ. Ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе Египет ҫӗрӗнче арчана хурса пытарнӑ.
Explore Пултарни 50:26