Галати ҫыннисене 5
5
1Христос пире ирӗклӗ пулма ирӗклӗх панӑ. Эппин, ҫирӗп тӑрӑр, хӑвӑра каллех чура тума ан парӑр. 2Акӑ эпӗ, Павел, сире ҫапла калатӑп: ӳтӗре кастаратӑр пулсан, сире Христосран нимӗн усӑ та пулмӗ. 3Ӳтне кастаракан кашни ҫынна татах аса илтерем: унӑн ӗнтӗ пӗтӗм саккуна пурӑнӑҫласа тӑмалла. 4Эсир, хӑвӑра хӑвӑр саккунпа тӳрре кӑларакансем, Христоссӑр тӑрса юлтӑр, Турӑ тивлетӗнчен уйӑрӑлтӑр, 5эпир вара Сывлӑш урлӑ ӗненсе тӳрре тухасса ӗмӗтленсе кӗтсе тӑратпӑр. 6Эпир Христос Иисуспа пӗрле пулсассӑн, ӳте касни те, ӳте касманни те — нимӗн те мар; юратупа ӗненни кирлӗ. 7Эсир чупсах пыраттӑр, чӑнлӑха пӑхӑнса тӑма кам чарчӗ-ха сире? 8Ку шухӑш сире хӑвӑра Чӗнсе Илекенрен килмен. 9Сахал кӑвас чустиех пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе ярать. 10Ҫӳлхуҫа хама шанӑҫлӑх панипе эпӗ эсир урӑхла шухӑшламӑр тесе шанса тӑратӑп; сире пӑтратакан вара, кирек кам пулсан та, айӑпа юлӗ. 11Эй тӑвансем, эпӗ халӗ те ӳт кастарма вӗрентетӗп пулсан, мана мӗншӗн хӗсӗрлеҫҫӗ-ха? Апла хӗрес ҫинчен вӗрентнине пӗр иккӗленмесӗр йышӑнӗччӗҫ. 12Ах, сире пӑтратакансем хӑйсен ӳтне кассах пӑрахӗҫинччӗ!
13Эй тӑванӑмсем, сире ирӗклӗ пурӑнма чӗнсе илнӗ, анчах та эсир ирӗк тесе ӳте юраса ан пурӑнӑр, пӗр-пӗрне юратса пулӑшса тӑрӑр. 14Пӗтӗм саккун — пӗр сӑмахра: хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат. 15Пӗр-пӗрне кӑшласа, ҫисе пурӑнатӑр пулсассӑн, сыхланӑр: пӗр-пӗрин урлӑ пӗтмелле ан пулӑр.
16Эпӗ сире: Сывлӑш хушнипе пурӑнӑр, вара эсир ӳт екки хыҫҫӑн каймӑр, тетӗп. 17Ӳт — Сывлӑша кирлӗ маррине, Сывлӑш ӳте кирлӗ маррине тӑвасшӑн: вӗсем пӗр-пӗрне хирӗҫ пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа эсир хӑвӑр тӑвас тенине мар, урӑххине тӑватӑр. 18Сире Сывлӑш ертсе пырать пулсассӑн, эсир ӗнтӗ — саккун аллинче мар. 19Ӳт ӗҫӗсем паллӑ; вӗсем акӑ ҫаксем: ясар туни, аскӑнланса ҫӳрени, ирсӗрленни, намӑссӑрланни, 20йӗрӗхсене пуҫҫапни, асамлани-тухатни, пӗр-пӗринпе тӑшманлӑ тӑни, вӑрҫса пурӑнни, хапсӑнни, ҫилленни, хирӗҫни-пӑтранни, килӗштерсе пурӑнайманни, (илӗртни,) пӑсса вӗрентни, 21ҫынна курайманни, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, пуҫтахланни тата ҫавӑн евӗрли ытти те. Эпӗ сире малтанах каласа хуратӑп, унччен те каланӑччӗ: ҫавӑн пек пурӑнакансем Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ. 22Сывлӑш ӗҫӗсем акӑ ҫаксем: юратни, савӑнни, канӑҫлӑх, тӳсӗмлӗх, ырӑ кӑмӑл, хӗрхенни, шанчӑклӑх, 23йӑвашлӑх, чаруллӑ пулни. Ҫавӑн евӗрлисемшӗн саккун ҫук. 24Христоса парӑннисем хӑйсен ӳтне хӗрес ҫумне пӑталанӑ, аскӑнлӑха, ӳт хыҫҫӑн каяс кӑмӑла пӗтернӗ. 25Эпир Сывлӑшпа пурӑнатпӑр пулсассӑн, пирӗн Сывлӑш хушнине тӑвас пулать. 26Ӗнтӗ чапшӑн ҫунар мар, пӗр-пӗрне вӗчӗхтерер мар, пӗр-пӗрне ӑмсанар мар.
Currently Selected:
Галати ҫыннисене 5: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: