Галати ҫыннисене 6
6
1Эй тӑванӑмсем! пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, Сывлӑш хушнипе пурӑнакансем, ӑна йӑвашшӑн чӑнлӑх ҫулӗ ҫине таврӑнма пулӑшӑр; хӑвӑра хӑвӑр та сыхлӑр: улталанмалла ан пулӑр. 2Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхне пӗрле тӳсӗр, ҫапла эсир Христос саккунне пурӑнӑҫлатӑр. 3Ниме тӑманскерех хӑйне хӑй асла хуракан хӑйне хӑй улталать. 4Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн пӑхса тухтӑр та, вара хӑйне ыттисемпе танлаштармасӑр, хӑйне ырламалли тупӗ: 5кирек кам та хӑй ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ.
6Вӗренекен хӑйне вӗрентекене хӑйӗн пур тӗрлӗ пурлӑхӗнчен те парса тӑтӑр. 7Ан улталанӑр: Турра улталама ҫук. Этем мӗн акать, ҫавна вырса илет: 8ӳчӗшӗн акакан хӑй ӳтӗнчен вилеслӗх вырса илӗ; Сывлӑшшӑн акакан ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ. 9Ырӑ туса пурӑнӑпӑр, кулянмӑпӑр: тӳсӗмлӗхе ҫухатмасан хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр. 10Апла май пур чухне пурне те ырӑлӑх тӑвар, пуринчен ытла хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене ырӑлӑх тӑвар.
11Куратӑр-и, эпӗ сире хам аллӑмпа тата мӗнле пысӑк саспаллисемпе ҫырса яратӑп. 12Ҫынсене юрас теекенсем сире ӳтӗре кастарма хистеҫҫӗ — ҫакна вӗсем мухтанма, хӑйсене Христос хӗресӗшӗн ан хӗсӗрлеччӗр тесе тӑваҫҫӗ: 13ӳтне кастаракансем хӑйсем те саккуна пурӑнӑҫламаҫҫӗ, хӑйсем вара сирӗн ӳтӗре кастарасшӑн — вӗсем ҫакӑнпа мухтанасшӑн. 14Эпӗ мухтанасшӑн мар, мухтансан та Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хӗресӗпе ҫеҫ мухтанӑп: хӗресе пула тӗнче маншӑн вилнӗ, эпӗ те тӗнчешӗн вилнӗ. 15Ӳте касни те, ӳте касманни те ниме те пӗлтермест, ҫыннӑн ҫӗнелни кирлӗ. 16Ҫак йӗркепе пурӑнакансене тата Турӑ Израильне канӑҫлӑхпа ырӑлӑх пултӑр! 17Ӗнтӗ мана никам та ан аптӑраттӑр: манӑн ӳтӗм-тирӗм Иисус Ҫӳлхуҫамӑр суранӗсемпе суранланнӑ.
18Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗн сывлӑшӑрпа пултӑр. Аминь.
Currently Selected:
Галати ҫыннисене 6: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: