YouVersion Logo
Search Icon

Галати ҫыннисене 4

4
1Тата калам: еткерҫӗ, пӗтӗм пурлӑх хуҫи пулсан та, ача чухне чураран нимӗнпе те уйӑрӑлса тӑмасть: 2ашшӗ каласа хӑварнӑ вӑхӑт ҫитиччен вӑл хӑйне пӑхакансене, пурлӑхне тытса тӑракансене пӑхӑнса тӑрать. 3Ача вырӑнӗнче пурӑннӑ чухне эпир те ҫапла саккун чури пулса пурӑннӑ; 4-5вӑхӑт виҫи тулса ҫитсессӗн Турӑ вара, пире саккун аллинчен ҫӑлса ывӑллӑха илес тесе, Хӑйӗн Ывӑлне янӑ, Ывӑлӗ хӗрарӑмран ҫуралса саккуна пӑхӑннӑ. 6Эсир — ывӑлӗсем, ҫавӑнпа Турӑ сирӗн чӗрӗре Ывӑлӗн: «эй Авва, Аттем!» тесе чӗнекен Сывлӑшне янӑ. 7Эсӗ ӗнтӗ текех чура мар, эсӗ — ывӑлӗ; ывӑлӗ пулсан, Иисус Христос урлӑ Турӑ еткерҫи те пулатӑн. 8Анчах ун чухне эсир, Турра пӗлмесӗр, турӑ мар япаласене турӑ тесе ӗҫлесе пурӑннӑ. 9Халӗ ӗнтӗ, Турра пӗлнӗ хыҫҫӑн е, тӗрӗсрех каласассӑн, Турӑ хӑвӑра пӗлнӗ хыҫҫӑн, мӗншӗн-ха каллех ҫав халсӑр та нишлӗ япаласем енне сулӑнатӑр, каллех ҫавсен чури пулас тетӗр-и? 10Эсир кунсене, уйӑхсене, вӑхӑтсене, ҫулталӑксене астуса тӑратӑр. 11Сирӗншӗн хӑраса тӑратӑп: эпӗ сирӗншӗн ҫакӑн чухлӗ ӗҫлени харама каймарӗ-ши тетӗп.
12Эй тӑвансем, ыйтсах калатӑп сире: ман пек пулӑр, эпӗ те сирӗн пекех. Эсир мана нимӗнпе те кӳрентермен; 13хӑвӑр та пӗлетӗр: эпӗ сире малтанхи хут Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ чухне эпӗ чирлӗччӗ, 14манӑн чирӗм сирӗншӗн сире сӑнани-тӗрӗслени пулчӗ — эсир манран йӗрӗнмерӗр, мана Турӑ ангелне хапӑл тунӑ пек, Христос Иисуса хапӑл тунӑ пек хапӑл турӑр. 15Ҫавӑн чухнехи савӑнӑҫӑр ӑҫта кайса кӗнӗ сирӗн? Пӗр иккӗленмесӗр калатӑп: май пулнӑ пулсан, эсир мана куҫӑра кӑларса панӑ пулӑттӑрччӗ. 16Сире чӑннине каласа эпӗ сирӗн тӑшманӑр пултӑм-ши вара? 17Хӑшӗсем сирӗншӗн питех те ӑшталанаҫҫӗ, ырра мар ку: вӗсем сире пирӗнтен уйӑрттарасшӑн, хӑйсем майлӑ тӑвасшӑн. 18Мана сирӗн патӑрта пулнӑ чухне ҫеҫ мар, ялан кӑмӑллани лайӑх. 19Эй ачамсем! сирӗн ӑшӑра Христос сӑнарӗ вырӑнаҫтӑр тесе эпӗ сире каллех асапланса ҫурататӑп! 20Эпӗ халӗ сирӗн патӑрта пулӑттӑм та сирӗнпе урӑхла калаҫнӑ пулӑттӑм, капла сирӗн ҫинчен нимӗн шухӑшлама та аптӑратӑп.
21Саккуна пӑхӑнса пурӑнас теекенсем, калӑр-ха мана: ара, эсир саккуна итлеместӗр-и? 22Ҫапла ҫырнӑ: || Авраамӑн икӗ ывӑл пулнӑ: пӗри — чура арӑмран, тепӗри — ирӗклинчен. 23Чураран ҫурални ӳт йӗркипе ҫуралнӑ; ирӗклинчен ҫурални Турӑ пама пулнипе ҫуралнӑ. 24Ҫакӑнта ытарлӑн калани пур: ҫав арӑмсем икӗ халала пӗлтереҫҫӗ, пӗр халалне Синай тӑвӗ ҫинче панӑ, вӑл чура пулма ҫуратать, ку — Агарь ӗнтӗ: 25Агарь Аравири Синай тӑвне пӗлтерет тата вӑл хальхи Иерусалимпа пӗре килет, мӗншӗн тесессӗн Иерусалим ачи-пӑчи-мӗнӗпех чуралӑхра пурӑнать; 26ҫӳлти Иерусалим вара ирӗклӗ: вӑл пире пурсӑмӑра та анне пулать. 27Ҫапла ҫырнӑ: «ача туманскерӗ, ача ҫуратманскерӗ, савӑн! ача ҫуратса асапланманскерӗ, хӗпӗртесе кӑшкӑр! Ӗнтӗ мӑшӑрӗ пӑрахнӑ арӑмӑн ача-пӑча упӑшкаллӑ арӑмӑннинчен чылай ытларах» тенӗ. 28Эпир вара, тӑванӑмсем, Исаак пек, Турӑ пама пулнипе ҫуралнисем. 29Ун чухне ӳт йӗркипе ҫурални Сывлӑш йӗркипе ҫуралнине хӗсӗрленӗ, халӗ те ҫавӑн пекех. 30Ҫыру мӗн тет-ха? «Чура арӑмпа унӑн ывӑлне хӑваласа яр, чура ывӑлӗ ирӗклӗ арӑмӑн ывӑлӗпе пӗрле еткер илес ҫук» тенӗ. 31Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмсем, эпир — чура ывӑлӗсем мар, ирӗклӗ арӑм ывӑлӗсем.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in