Галати ҫыннисене 3
3
1Эй ӑссӑр галатсем! сире Иисус Христос ҫинчен Ӑна хӑвӑр куҫӑр умӗнче пӑталанӑ пекех витӗмлӗн каласа панӑччӗ-ҫке, сирӗн пуҫа кам ҫавӑрнӑ вара — чӑнлӑха пӑхӑнми тунӑ. 2Эпӗ сирӗнтен ҫакна ҫеҫ ыйтса пӗлесшӗн: эсир Таса Сывлӑша саккун хушнине туса илтӗр-и е хӑвӑра вӗрентнине ӗненсе-и? 3Сывлӑшпа пуҫласа халӗ ӳтпе вӗҫлетӗр, ӗнтӗ ҫав териех ӑссӑр-и эсир? 4Эсир мӗн чухлӗ тӳсрӗр, ҫакӑ кӑлӑхах пулчӗ-и? Мӗнле-ха ҫакӑ кӑлӑхах пулма пултарнӑ? 5Сире Сывлӑшне Параканӗ, сирӗн хушшӑрта хӑватсем Тӑваканӗ ҫакна эсир саккун хушнине пурӑнӑҫланӑшӑн тӑвать-и е пирӗнтен илтнӗ Ырӑ Хыпара ӗненнӗшӗн тӑвать-и? 6Авраам ҫапла «Турра ӗненнӗ, ӗнтӗ ҫакна унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ». 7Пӗлсемӗр: ӗненекенсем Авраам ачисем пулаҫҫӗ. 8Суя тӗнлисене Турӑ ӗненнӗшӗн тӳрре кӑларассине малтанах пӗлсе, Ҫыру Авраама малтанах Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ: «сан урлӑ пур халӑхсем те пиллӗх илӗҫ» тенӗ. 9Ҫапла ӗнтӗ ӗненекенсем ӗненнӗ Авраампа пӗрле пиллӗх илеҫҫӗ, 10саккун хушнипе пурӑнакансем вара пурте ылханлӑ пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫапла ҫырнӑ: «саккун кӗнекинче мӗн ҫырнине пурне те пурӑнӑҫласа пыман ҫын кирек кам та ылханлӑ» тенӗ. 11Саккун урлӑ никам та Турӑ умӗнче тӳрре тухас ҫукки паллӑ, мӗншӗн тесессӗн «тӳрӗ ҫын хӑй ӗненнипе чӗрӗ пулӗ». 12Саккун вӑл ӗненнипе ҫыхӑнман, унта ҫапла ҫырнӑ: «саккун мӗн хушнине пурӑнӑҫлакан ҫеҫ чӗрӗ пулӗ» тенӗ. 13-14Авраам пиллӗхӗ Иисус Христос урлӑ суя тӗнлисем патне ҫиттӗр, яма пулнӑ Сывлӑша пирӗн ӗненни урлӑ илмелле пултӑр тесе, Христос пирӗншӗн ылханлӑ пулса пире саккун ылханӗнчен хӑтарнӑ (мӗншӗн тесессӗн «йывӑҫ ҫинче ҫакӑнса тӑракан кирек кам та ылханлӑ» тесе ҫырнӑ).
15Эй тӑвансем! этемле шухӑшласа калатӑп: этем халалне те, — вӑл тӗрӗс пулнӑ пулсан, — никам та улӑштармасть, ун ҫумне нимӗн те хушмасть. 16Турӑ Авраама парас ырӑлӑха унран ҫуралассине те пама пулнӑ. Нумай ҫын ҫинчен каланӑ пек: «унӑн йӑхне» темен, Пӗрин ҫинчен каланӑ пек: «унран Ҫуралассине» тенӗ — Ҫураласси Христос пулнӑ. 17Эпӗ ҫакна каласшӑн: Турӑ малтанах хывнӑ халала тӑватҫӗр вӑтӑр ҫул каярах панӑ саккун улӑштараймасть, сӑмах панине пӑрахӑҫа кӑлараймасть, тетӗп. 18Еткере саккун хушнине итленӗшӗн параҫҫӗ пулсан, ку ӗнтӗ пани пулмасть; Авраама вара Турӑ ҫакна Хӑй халалланипе панӑ.
19Саккун мӗншӗн кирлӗ-ха? Ӑна усал ӗҫсене ҫиеле кӑлармашкӑн кайран панӑ, вӑл Ҫураласси — пире пама Пулнӑскерӗ — киличчен кирлӗ пулнӑ; ӑна ангелсем урлӑ хута кӗрекен аллипе панӑ. 20Хута кӗрекен икӗ хутлӑхра кӑна пулать, Турӑ пӗрре анчах. 21Апла саккун Турӑ халалланине хирӗҫ пырать-им? Паллах, апла мар! Чӗрӗ тума пултаракан саккун панӑ пулсан, тӳрӗлӗх чӑнах та саккунран килӗччӗ; 22ӗненекенсене пама пулнине илес тесен, ҫынсем Иисус Христоса ӗненччӗр тесе Ҫыру пурте ҫылӑхлине кӑтартса тӑрать. 23Ӗненес вӑхӑт ҫитиччен, ӗненесси уҫӑличчен пире саккун сыхласа тӑнӑ. 24Ҫапла ӗнтӗ ӗненнипе тӳрре тухчӑр тесе, саккун пире ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе пынӑ; 25ӗненес вӑхӑт ҫитнӗренпе эпир ӗнтӗ — ача пӑхакан аллинче мар. 26Христос Иисуса ӗненнипе эсир пурсӑр та Турӑ ывӑлӗсем пултӑр; 27пурсӑр та эсир Христос ячӗпе тӗне кӗрсе Христоспа пӗрлешрӗр. 28Ӗнтӗ иудей те, эллин та ҫук; чура та, ирӗкли те ҫук; арҫын та, хӗрарӑм та ҫук: Христос Иисуспа пӗрлешнипе эсир — пӗр пӗтӗм. 29Эсир Христос ҫыннисем пулсан — Авраам ачисем пулатӑр, пама пулнине илес еткерҫӗсем пулатӑр.
Currently Selected:
Галати ҫыннисене 3: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: