Тухни 37
37
1Веселеил ситтим йывӑҫӗнчен саккун арчи тунӑ; унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ; 2ӑна шалтан та, тулашӗнчен те таса ылтӑн сӑрнӑ, ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑрнӑ; 3ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса тунӑ, вӗсене аялти тӑватӑ кӗтессине ҫыпӑҫтарнӑ: икӗ ункине — унӑн пӗр енне, икӗ ункине — унӑн тепӗр енне. 4Ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ; 5саккун арчине ҫӗклесе ҫӳремешкӗн унӑн икӗ айккинчи ункӑсене каштасем тӑхӑнтартнӑ. 6Арча хупӑлчине таса ылтӑнран тунӑ: унӑн тӑршшӗ икӗ чике ҫурӑ, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ пулнӑ. 7Ылтӑнран икӗ херувим хывса-ҫапса тунӑ: вӗсене арча хупӑлчин икӗ вӗҫне туса лартнӑ, 8пӗр херувимне — пӗр вӗҫне, тепӗр херувимне тепӗр вӗҫне туса лартнӑ; икӗ вӗҫӗнчи херувимне те арча хупӑлчинчен тухса тӑнӑ пек тунӑ; 9херувимсем ҫуначӗсене ҫӳлелле сарса тӑнӑ, ҫапла ҫуначӗсемпе арча хупӑлчине хупӑрласа тӑнӑ, пичӗсем тӗлме-тӗл пулнӑ; херувимсен пичӗ арча хупӑлчийӗ ҫинелле пӑхнӑ.
10Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел тунӑ: тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пулнӑ, 11ӑна таса ылтӑн сӑрнӑ, ун тавра ылтӑн кӑшӑл ҫавӑрнӑ; 12ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑннӑ, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл тунӑ; 13ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса тунӑ, вӗсене унӑн тӑватӑ кӗтессине, тӑватӑ ури ҫумне ҫирӗплетсе лартнӑ; 14сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳремешкӗн каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулнӑ; 15сӗтеле ҫӗклесе ҫӳреме ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ. 16Унтан сӗтел ҫинче тыткаламалли савӑтсем — тирӗксем, тӗтӗркӗчсем, ӑсса ямалли куркасемпе чашӑксем — тунӑ, вӗсене таса ылтӑнран тунӑ.
17Таса ылтӑнран ҫутаткӑҫ тунӑ, ӑна хывса-ҫапса тунӑ; унӑн туни пулнӑ, тунинчен турачӗсем, чечек чӑмӑрккисем, улмисем, чечекӗсем тухса тӑнӑ; 18унӑн аяккинчен ултӑ турат тухса тӑнӑ: ҫутаткӑҫӑн виҫӗ турачӗ — пӗр енчен, виҫӗ турачӗ — тепӗр енчен; 19пӗр турачӗ ҫинче миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ, тепӗр турачӗ ҫинче те миндаль чечекӗ евӗрлӗ виҫӗ чечек чӑмӑркки, улми, чечекӗсем пулнӑ: ҫутаткӑҫран тухса тӑракан пур ултӑ турачӗ ҫинче те ҫапла пулнӑ; 20ҫутаткӑҫ туни ҫинче вара миндаль чечекӗ евӗрлӗ тӑватӑ чечек чӑмӑркки, улмисем, чечекӗсем пулнӑ; 21тунаран тухса тӑракан ултӑ туратӑн малтанхи икӗ турачӗ айӗнче пӗр улма, тепӗр икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма, виҫҫӗмӗш икӗ турачӗ айӗнче те пӗр улма пулнӑ; 22улмисемпе турачӗсем унран тухса тӑнӑ; ҫутаткӑҫа пӗтӗмпех таса ылтӑнран, пӗр катрамран хывса-ҫапса тунӑ. 23Ун валли таса ылтӑнран ҫичӗ лампада, хӗскӗчсем, ӑскӑчсем тунӑ; 24ӑна, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне пӗр талант таса ылтӑнран тунӑ.
25Ситтим йывӑҫӗнчен тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ тунӑ: унӑн тӑршшӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, тӑватӑ кӗтеслӗ, ҫӳллӗшӗ икӗ чике пулнӑ; унран мӑйракисем тухса тӑнӑ; 26ӑна — унӑн ҫине те, йӗри-тавра аяккисене те, мӑйракисене те — таса ылтӑн сӑрнӑ тата ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑрнӑ; 27кӑшӑлӗ айне икӗ кӗтессине икӗ ылтӑн ункӑ туса хунӑ; тӗтӗрмелли парне вырӑнне ҫӗклесе ҫӳреме каштасем чикмешкӗн вӗсене унӑн икӗ енне тунӑ; 28каштисене ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ.
29Тасалӑх тивлечӗ кӳме сӗрекен мирӑ тунӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли таса хутӑш хатӗрленӗ — ҫакна сӗрӗш тӑвакан ҫыннӑн ӑсталӑхӗпе тунӑ.
Currently Selected:
Тухни 37: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.