Тухни 36
36
1Веселеилпа Аголиав ӗҫе пикеннӗ, кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ чухне тумалли пӗтӗм ӗҫе Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тумашкӑн Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑхпа тӑн панӑ ӑстайлӑ ҫынсем те пурте ӗҫлеме пикеннӗ.
2Моисей Веселеилпа Аголиава, Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑх панӑ мӗнпур ӑстайлӑ ҫынсене тата ӗҫе пуҫӑнма ӑнтӑлса тӑракансене пурне те чӗнтернӗ. 3Вӗсем Израиль ывӑлӗсем кӗлӗ чатӑрӗ лартма пырса панӑ пӗтӗм парнене, ӗҫ валли кирлӗ [пӗтӗм] япалана Моисейрен илсе кайнӑ. Ҫав хушӑра ирсерен Моисей патне хӑйсем ирӗккӗн паракан парнесем леҫсе тӑнӑ. 4Вара кӗлӗ чатӑрӗ тунӑ ҫӗрте тӗрлӗ ӗҫ ӗҫлекен ӑстайлӑ ҫынсем харпӑр хӑй ӗҫӗ патӗнчен пынӑ та 5Моисее ҫапла тесе каланӑ: халӑх Ҫӳлхуҫа тума хушнӑ ӗҫсем валли нумай, кирлинчен те ытларах, илсе килет, тенӗ. 6Вара Моисей хушнипе тапӑрта ҫапла пӗлтернӗ: ӗнтӗ арҫынӗ те, хӗрарӑмӗ те кӗлӗ чатӑрӗ валли урӑх нимӗн те илсе ан килччӗр, тенӗ; халӑх вара парне леҫме чарӑннӑ. 7Тумалли пур тӗрлӗ ӗҫ валли те хатӗрӗ ҫителӗклӗ пулнӑ, ытлашши те юлнӑ.
8Кӗлӗ чатӑрӗ тӑвакан ӑстайлӑ ҫынсем пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран, сенкер, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ ҫӑмран вунӑ вителӗк тунӑ; ӑстайлӑн ӗҫлесе вӗсем ҫине херувим сӑнӗсене ӳкернӗ; 9кашни вителӗк тӑршшӗ ҫирӗм сакӑр чике, кашни вителӗк сарлакӑшӗ тӑватӑ чике: пур вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ пулнӑ.
10Вӑл пилӗк вителӗкне пӗр-пӗринпе сыпӑнтарнӑ, ытти пилӗк вителӗкне те пӗр-пӗринпе сыпӑнтарнӑ. 11Пӗр вителӗкӗн тепӗринпе сыпӑнса тӑракан хӗррине сенкер тӗслӗ йӑлӑсем тунӑ; юлашки вителӗкӗн хӗррине те тепӗринпе сыпӑнтармашкӑн ҫаплах тунӑ; 12пӗр вителӗк хӗррине вӑл аллӑ йӑлӑ тунӑ, вителӗк вӗҫне те тепӗринпе сыпӑнтармашкӑн аллӑ йӑлӑ тунӑ; пӗр йӑлли тепӗр йӑллипе тӗлме-тӗл пулнӑ; 13тата аллӑ ылтӑн каптӑрма тунӑ, пӗр вителӗкне тепӗринпе каптӑрмапа ҫаклатса хунӑ, вара кӗлӗ чатӑрӗ пӗр пӗтӗм пулса тӑнӑ.
14Унтан кӗлӗ чатӑрне витмешкӗн качака ҫӑмӗнчен вителӗксем тунӑ: ҫавӑн пек вунпӗр вителӗк тунӑ; 15вителӗкӗн тӑршшӗ вӑтӑр чике, вителӗкӗн сарлакӑшӗ тӑватӑ чике: вунпӗр вителӗкӗ те пӗр виҫеллӗ пулнӑ. 16Пилӗк вителӗкне вӑл хӑйне уйрӑм, ултӑ вителӗкне хӑйне уйрӑм сыпӑнтарнӑ. 17Вӗҫӗнчи вителӗк хӗррине ӑна тепӗр вителӗкпе сыпӑнтарма аллӑ йӑлӑ тунӑ, сыпӑнтармалли вителӗк хӗррине те аллӑ йӑлӑ тунӑ; 18пӗр пӗтӗм ҫивитти пултӑр тесе вителӗксене сыпӑнтармашкӑн аллӑ пӑхӑр каптӑрма тунӑ. 19Кӗлӗ чатӑрӗн виттине така тирӗсенчен, хӗрлӗ тирсенчен, тунӑ, чи ҫиелти виткӗчне кӑвак тирсенчен тунӑ.
20Унтан кӗлӗ чатӑрӗ валли ситтим йывӑҫӗнчен тӳрӗ тӑратса лартмалли пӑрӑссем тунӑ: 21кашни пӑрӑсӗн тӑршшӗ вунӑ чике, сарлакӑшӗ чике ҫурӑ пулнӑ; 22кашни пӑрӑсне икшер чӗмеклӗ тунӑ, вӗсем пӗр-пӗринпе тӗлме-тӗл: кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсене вӑл пурне те ҫапла тунӑ. 23Кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енӗ валли ҫавӑн пек пӑрӑссем ҫирӗм тунӑ, 24ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп тунӑ: пӗр пӑрӑс айне икӗ чӗмек валли икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑс айне те икӗ чӗмек валли икӗ тӗп тунӑ; 25кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енӗ валли те, ҫурҫӗр енӗ валли, ҫирӗм пӑрӑс, 26хӗрӗх кӗмӗл тӗп тунӑ: пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑс айне те икӗ тӗп; 27кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс тунӑ, 28кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗ валли икӗ пӑрӑс тунӑ; 29вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартнӑ, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартнӑ: вӗсене иккӗшне те икӗ кӗтесе ҫапла туса лартнӑ; 30ҫапла сакӑр пӑрӑс, вунултӑ кӗмӗл тӗп пулнӑ, кашни пӑрӑс айне икшер тӗп.
31Унтан ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ: кӗлӗ чатӑрӗн пӗр енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта, 32кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта, кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта тунӑ; 33унтан витӗр ямалли кашта тунӑ, вӑл пӑрӑссем витӗр пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитиех тухнӑ; 34пӑрӑссене ылтӑн сӑрнӑ, каштисене тӑхӑнтартса хумалли ункӑсене те ылтӑнран тунӑ, каштисене те ылтӑн сӑрнӑ.
35Сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран чаршав тунӑ, ӑстайлӑн ӗҫлесе ун ҫине херувим сӑнӗсем туса тухнӑ; 36чаршав валли ситтим йывӑҫӗнчен ылтӑн ҫекӗллӗ тӑватӑ юпа тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ тата вӗсем валли тӑватӑ кӗмӗл тӗп шӑратса тунӑ. 37Кӗлӗ чатӑрне кӗмелли тӗле ҫакма сенкер, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ эрешлӗ виссонран чаршав тунӑ, 38ун валли ҫекӗллӗ пилӗк юпа тунӑ; вӗсенӗн тӑррисемпе хытаркӑчӗсене ылтӑн сӑрнӑ тата пилӗк пӑхӑр тӗп шӑратса тунӑ.
Currently Selected:
Тухни 36: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.