YouVersion Logo
Search Icon

Тухни 20

20
1Турӑ [Моисее] ҫакӑ сӑмахсене каланӑ:
2Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Турру.
3Манӑн умӑмра санӑн урӑх турӑсем ан пулччӑр.
4Йӗрӗх ан ту, ҫӳлте тӳпери япаласенӗн, аялта ҫӗр ҫинчи япаласенӗн, ҫӗртен аяларах шыври япаласенӗн паллине-сӑнне, кӗлеткине ан ту; 5вӗсене ан пуҫҫап, вӗсене ан пӑхӑн: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ — Эпӗ Хама курайман ашшӗсен айӑпӗшӗн ачисене виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш сыпӑкне ҫитиччен хаса паратӑп, 6Хама юратакансене, Манӑн ӳкӗтӗмсене пурӑнӑҫласа тӑракансене пин сыпӑка ҫитичченех ырӑлӑх паратӑп.
7Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ятне вырӑнсӑр ан асӑн, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне вырӑнсӑр асӑнакана хасасӑр хӑвармӗ.
8Шӑматкуна уяма астусах тӑр; 9ултӑ кун ӗҫле, [ҫав кунсенче] хӑвӑн мӗнпур ӗҫне ту; 10ҫиччӗмӗш кунӗ Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, шӑмат пултӑр: ҫавӑ кун эсӗ хӑв та, санӑн ывӑлу та, хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, [вӑкӑру та, ашаку та, пур тӗрлӗ] выльӑху-чӗрлӗхӳ те, санӑн ҫуртӑнта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр, 11мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре, тинӗсе тата унта мӗн пуррине пурне те ултӑ кун хушши пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ тунӑ; Ҫӳлхуҫа шӑматкуна ҫавӑнпа пилленӗ, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
12Аҫупа аннӳне хисепле, вара [хӑвна лайӑх пулӗ тата] хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗр ҫинче кунҫулу вӑрӑм килӗ.
13Ан вӗлер.
14Ан аскӑнлан.
15Ан вӑрла.
16Ҫывӑх ҫынну ҫинчен суя ан кӳнтеле.
17Ҫывӑх ҫыннун кил-ҫуртне ан хапсӑн; ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан, [унӑн уйне-хирне те,] унӑн арҫын чурине те, хӗрарӑм чурине те, вӑкӑрне те, ашакне те, [унӑн кирек хӑш выльӑхне те,] ҫывӑх ҫыннун мӗн пуррине нимӗнне те ан хапсӑн, тенӗ.
18Пӗтӗм халӑх аслати авӑтнине, вут-ҫулӑма, трупа сассине, мӑкӑрланса тӑракан тӑва курса тӑнӑ; ҫавна курсассӑн [пӗтӗм] халӑх каялла чакса аяккалла кайса тӑнӑ. 19Вара Моисее каланӑ: пирӗнпе эсӗ калаҫ, эпир сана итлӗпӗр, анчах пирӗнпе Турӑ ан калаҫтӑрччӗ, пирӗн вилес марччӗ, тенӗ. 20Моисей халӑха каланӑ: ан хӑрӑр; Турӑран хӑрамаллине хӑйсемех курччӑр тесе, ҫылӑх ан туччӑр тесе Турӑ [сирӗн патӑра] сире сӑнама-тӗрӗслеме килчӗ, тенӗ.
21[Мӗнпур] халӑх аякра тӑнӑ, Моисей вара сӗмлӗхе, Турӑ тӑракан тӗле, кӗрсе кайнӑ. 22Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ҫапла кала [Иаков килне, пӗлтер] Израиль ывӑлӗсене: эсир Эпӗ сире тӳперен епле каланине куртӑр; 23Манӑн умӑмра кӗмӗл турӑсем е ылтӑн турӑсем ан тӑвӑр, хӑвӑр валли ан тӑвӑр: 24Ман валли парне вырӑнӗ ҫӗртен ту, хӑвӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӳне, хӑвӑн канӑҫлӑх парнӳне, хӑвӑн сурӑхусене, вӑкӑрусене ҫавӑн ҫинче кӳр; Эпӗ Хамӑн ятӑма пуҫҫапма палӑртнӑ кирек мӗнле вырӑнта та Эпӗ сан патна пырӑп, сана пиллӗп; 25эхер те Ман валли парне вырӑнӗ чултан тӑвас пулсассӑн, ӑна чутланӑ чулсенчен ан ту, мӗншӗн тесессӗн пурттуна вӗсем ҫине хурсассӑнах эсӗ вӗсене ирсӗрлетӗн; 26Манӑн парне вырӑнӗ патне картлашкапа ан улӑх, ун умӗнче санӑн ҫарамасу ан уҫӑлтӑр.

Currently Selected:

Тухни 20: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in