Тухни 19
19
1Израиль халӑхӗ Египет ҫӗрӗнчен тухсассӑн виҫҫӗмӗш уйӑхра, шӑп та ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун, вӗсем Синай пушхирне ҫитнӗ. 2Вӗсем Рефидимран тапранса тухнӑ та Синай пушхирне ҫитнӗ, ҫав пушхирте тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ; унта Израиль тӑва хирӗҫ тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ. 3Моисей Турӑ патне [ту ҫине] улӑхнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна ту ҫинчен чӗнсе каланӑ: Иаков килне ҫапла кала, Израиль ывӑлӗсене ҫапла пӗлтер: 4эсир Эпӗ Египет ҫыннисене мӗн тунине, Эпӗ хӑвӑра ӑмӑрткайӑк ҫуначӗ ҫинче [йӑтса ҫӳренӗ пек] ҫӗклесе ҫӳренине, сире Хам патӑма илсе килнине куртӑр; 5эппин, эсир Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Манӑн халалӑма пурӑнӑҫласа пырсассӑн, ытти пур халӑх хушшинче Манӑн еткерӗм пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр Манӑн, 6эсир Манӑн патшалӑхӑм, священниксен патшалӑхӗ пулатӑр, сӑваплӑ халӑх пулатӑр; ҫакӑ ӗнтӗ эсӗ Израиль ывӑлӗсене калас сӑмах, тенӗ.
7Моисей таврӑннӑ та халӑхӑн аслӑ ҫыннисене чӗнсе пухнӑ, хӑйне Ҫӳлхуҫа вӗрентсе каланӑ ҫак сӑмахсене пурне те вӗсене каласа панӑ. 8Пӗтӗм халӑх пӗр пулса хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа каланине пурне те тӑвӑпӑр, [кӳнтем пулӑпӑр,] тенӗ. Моисей халӑх сӑмахне Ҫӳлхуҫа патне ҫитернӗ. 9Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх Эпӗ санпа калаҫнине илттӗр, сана яланлӑха ӗнентӗр тесе, акӑ Эпӗ сан патна ҫӑра пӗлӗт ӑшӗнче пырӑп, тенӗ. Моисей халӑх сӑмахне Ҫӳлхуҫана пӗлтернӗ.
10Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх патне кай та [каласа пар,] ӑна паян та, ыран та тасалӑх тивлечӗ кӳр; вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатчӑр, 11виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑччӑр: виҫҫӗмӗш кунне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑх куҫӗ умӗнче Синай тӑвӗ ҫине анӗ; 12халӑха асӑрхаттарма ту тавра йӗр туса ҫаврӑн та кала: ту ҫине улӑхасран, ту аркине сӗртӗнесрен сыхланӑр, те; ту ҫумне сӗртӗнекене кирек кама та вӗлермелле; 13ҫав ҫынна алӑ ан сӗртӗнтӗр, ӑна чулпа персе вӗлерччӗр е ухӑпа персе вӗлерччӗр; выльӑх-и вӑл, ҫын-и — чӗрӗ ан юлтӑр; вӑрӑммӑн кӑшкӑртнӑ трупа сасси илтӗнсессӗн, [пӗлӗт ту ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн,] вӗсем ту ҫине улӑхма пултараҫҫӗ, тенӗ. 14Моисей ту ҫинчен халӑх патне аннӑ та халӑха тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатнӑ. 15Вӑл халӑха каланӑ: виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑрӑр; арӑмӑрсене ан тӗкӗнӗр, тенӗ.
16Виҫҫӗмӗш кунне, ир пулсассӑн, аслати авӑтнӑ, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ, [Синай] тӑвӗ тӗлӗнче ҫӑра пӗлӗт тӑнӑ, трупа сасси питех те вӑйлӑн илтӗннӗ; тапӑрта пулнӑ пӗтӗм халӑх чӗтӗресе ӳкнӗ. 17Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме Моисей халӑха тапӑртан илсе тухнӑ, вӗсем ту айккине пырса тӑнӑ. 18Ҫӳлхуҫа ту ҫине вут-ҫулӑм ӑшӗнче аннӑран пӗтӗм Синай тӑвӗ мӑкӑрланса тӑнӑ; ун ҫийӗн кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм ҫӗкленнӗ, пӗтӗм ту кисренсе тӑнӑ; 19трупа сасси вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пынӑ. Моисей каланӑ, Турӑ ӑна сасӑпах хуравланӑ. 20Ҫӳлхуҫа Синай тӑвӗ ҫине, ту тӑррине, аннӑ, Ҫӳлхуҫа Моисее ту тӑррине чӗнсе илнӗ, Моисей унта улӑхнӑ. 21Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: ан та халӑха хытарса кала, вӗсем Турӑ патне Ӑна курасшӑн ан ӑнтӑлччӑр, вӗсен нумайӑшӗн пӗтмелле ан пултӑр; 22Ҫӳлхуҫа [Турӑ] патне ҫывӑхаракан священниксен вара, хӑйсене Ҫӳлхуҫа пӗтерсе ан тӑктӑр тесессӗн, хӑйсене тасалӑх тивлечӗ кӳмелле, тенӗ. 23Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: халӑх Синай тӑвӗ ҫине улӑхма пултараймӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ пире: «ту йӗри-тавра йӗр туса тух, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр» тесе малтанах асӑрхаттарса хутӑн, тенӗ. 24Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: каях эсӗ, ан, унтан хӑв та, санпа пӗрле Аарон та улӑхӑр; священниксемпе халӑх вара Ҫӳлхуҫа патне улӑхасшӑн ан ӑнтӑлччӑр, [Ҫӳлхуҫа] вӗсене пӗтерсе ан пӑрахтӑр, тенӗ. 25Вара Моисей халӑх патне аннӑ та пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ.
Currently Selected:
Тухни 19: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.